Симĕс ĕç çи маршручĕсемпе
Ямолка уйĕ утăран тасалчĕ
Вăхăт хăйĕн хăвăртлăхне чакармасть. Акă, июлĕн виççĕмĕш вунăкунлăхне кĕтĕмăр. Юлашки вăхăтри шăрăх çанталăкпа хирсенчи ăнса ÿснĕ тырăсем те саралчĕç. Апла пулсан кĕçех «хир карапĕсем» ĕçе тухĕç, йĕтемсем çине çĕнĕ тырă пырĕ – вырма пуçланĕ. Хальлĕхе вара ял хуçалăх ĕçченĕсем уяр кунсене утă çинче ирттереççĕ.
Чикĕллĕ яваплăхлă Рассвет» агрофирма обществăра (унчченхи «Сундырский» ял хуçалăх кооперативĕ) çу вăхăчĕпе туллин усă курса хĕл кунĕсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине чакарас мар тĕллевпе кăçал пĕтĕмпе 875 тонна утă, 1050 тонна сенаж, 1555 тонна силос хатĕрлеме пăхнă. Çаксем маччаран илнă калăпăшсем мар. Мăн Сĕнтĕрсен нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 600 гектара яхăн, пĕр çул ÿсекен курăксем 220 гектар. Агротехникăна пăхăнса ĕçленипе тата кăçалхи çанталăк условийĕсемпе ăнса пулнă курăксем сенажпа утă ытлă-çитлĕ янтăлама май параççĕ: ан çывăр кăна. Хуçалăх хирĕсене çитсен Мăн Сĕнтĕрсем çакна лайăх ăнланни курăнать.
- Аякран килсе пулăшасса кĕтсе лармастпăр, хамăр вăйсем çине шанатпăр. Çавăнпа симĕс ĕç çине ятарлă бригадăсем хатĕрлерĕмĕр: пĕрисем иртен пуçласа сенаж çинче тимлеççĕ, теприсем - утă хатĕрлеççĕ, Ĕç условийĕсене кура ĕçĕн хăвăртлăхĕ те пĕчĕк мар. Пĕрлехи вăйпа паянхи куна (июлĕн 18-мĕшĕ) 380 тонна утă типĕтсе кĕртрĕмĕр ĕнтĕ. Акă, 105 гектар йышăнăкан Ямолка уйĕ тасалнă май тепĕр хире куçма хатĕрленетпĕр. Унта курăкне çулса хунă,- каласа парать ут çи ĕçне пăхса-тишкерсех тăракан хуçалăх ертÿçи Андрей Николаевич Пихтеров.
Хирте вара кашниех хăй ĕçне пĕлет. Техника ĕçсĕр ларнипе вăхăт иртмест. Кунти ĕçсене уй-хир бригадин бригадирĕ Людмила Петровна Прокопьева йĕркелесе пырать. Акă, Вячеслав Суворов механизатор черетлĕ рулон пресланă хыççăн рулонсем патне Михаил Бочкарев водитель хăйĕн КамАЗне хăваласа пычĕ. Хуçалăхра ĕçсене пĕтĕмпех механизациленĕрен Валерий Яковлев стогометпа рулонти утăна тиеме пуçларĕ.
Бригадир водительсемпе механизаторсен ĕçĕпе кăмăллă. «Акă, Вячеслав Суворов кăна хăйĕн пресс-подборщикĕпе 240 тонна утă пресларĕ. Тепĕр преспа ĕçлекен Василий Толстов та унран юлсах каймасть. Техникăпа юнашарах уй-хир бригадин ĕçченĕсем те алăпа пурнăçламалли ĕçсене тăваççĕ, пĕрлехи ĕçпе хире тасатаççĕ»,- терĕ рулонти утă пахалăхне палăртса уй-хир бригадин бригадирĕ Л. Прокопьева.
Эпир калаçнă вăхăтра юнашарах Петр Пафнутьев механизатор валемри утăна тавăра-тавăра иртрĕ. Пресланă утăна турттарнă çĕрте М. Бочкарев (хăйĕн КамАЗĕпе 200 тонна ытла утă турттарма та ĕлкĕрнĕ), Н.Ильин, М. Блинов водительсем тăрăшуллă. Хирте ĕçлекенсем патне кăнтăрлахи тата каçхи апат илсе тухакан Иван Кольцов водитель те апатсем вăхăчĕччен пресланă утăна ткрттарассипе тимлет.