Моргаушский муниципальный округ

Документсенче – район пурнăçĕ, çынсен шăпи

 

2005 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче регионти канашлу, хыççăн «çавра сĕтел» хушшинче «Муниципаллă архив – ялсен историне упраса хăварас тĕлĕшпе информаци ресурсĕсемпе усă курмалли центр» темăпа çивĕч калаçу иртнĕ. Унта район администрацийĕн культура, информаци политики тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçин çумĕ Р.Е. Седотлова хутшăннă, «ялсен историне упраса хăварас тĕлĕшпе архив фондне йĕркелессин ыйтăвĕсем» темăпа тухса калаçнă, Муркаш район архивĕн ĕç опычĕпе паллаштарнă. Паян Роза Егоровна хăйсен ĕçĕ-хĕлне, малашнехи задачисемпе паллаштарма кăмăл турĕ.

Район пурнăçĕ, предприятисен аталанăвĕ, уйрăм çынсен кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки документсем архивра упранаççĕ. Çавăнпа та архив ĕçĕн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк.

Муниципаллă архивра ĕçлекенсем çавна лайăх ăнланаççĕ. Районта ялсен истрийĕпе çыхăннă архив фондне йĕркелессине, обществăна тулли информаци çăлкуçĕпе тивĕçтерессине эпир хамăрăн тĕп задача тесе шутлатпăр. Çакна пурнăçлама пирĕн ĕç паракансен, архив докуменчĕсемпе усă куракансен саккунлă, тепĕр чун хирĕçÿллĕ прависемпе интересĕсене те шута илмесĕр тăма май çук. Унсăр пуçне иртнине, хальхине тата малаллахине те шута илмелле.

1994 çулта, архив реформи пулнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе районта архив ĕçне ертсе пыракан органне туса хунă: архив ĕçĕсен пайне. Ун хыççăн пĕр çын вырăнне икĕ штат çирĕплетнĕ: ертÿçĕ тата специалист.

Çакăн хыççăн архив фондне йĕркелесси палăрмаллах  лайăхланчĕ, пурнăç ыйтнине тивĕçтерме пуçларĕ. 10 çул хушшинче Муркаш архивĕн кăтартăвĕсем 2-3 хут ÿснĕ, фондсен хисепĕ те 38 единица чухлĕ нумайланнă (20процент чухлĕ). Ăна валли архив ĕçне тивĕçлипе йĕркелеме сахал мар тăрăшма тиврĕ. Малтанхи вăхăтра вырăна тухса уйăхсерен семинарсем ирттертĕмĕр, делопроизводствăна тивĕçлипе йĕркелеме практикăлла пулăшу патăмăр. Ведомство архивĕсен ĕçне пĕрмаях тĕрĕслесе тăни, методикăлла пулăшу пани ĕçе тивĕçлипе йĕркелеме май пачĕç, документсене лайăх хатĕрлесе çитерме пултартăмăр.

1993 çулта тĕрлĕ ведомствăсенче документсене  шута илмесĕрех упранă: ял Совечĕсенче 10 çул ытла, ял хуçалăх предприятийĕсенче 15-20 çул таранах. Тепĕр 2-3 çултан ял Совет фончĕсене хупнă, документсене çирĕплетнĕ опиçсемпе район архивне йышăннă. Колхозсен документсене йĕркелесе çитермелли парăмĕсене пĕтернĕ, çĕнĕ учрежденисемпе организацисене, предприятисене документсене йышăнма списока кĕртнĕ.

Малтанхи кунсенчен тытăнсах ведомство фондне йĕркелесе пыракансемпе туслăн килĕштерсе ĕçлеме тăрăшрăмăр. Малтанхи çулсенче предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисен шухăш-кăмăлне улăштарассипе нумай тимлемелле пулчĕ, мĕншĕн тесен вĕсем учет правилисене пăхăнассине, ведомствăсенче документсене тивĕçлипе упрассине, район архивĕн ĕçне тивĕçлипе хакламастчĕç. Çавна май тĕрлĕ тытăмри ертÿçĕсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелени ку тĕлĕшпе чылай пулăшрĕ.

Ведомствăсенче документсемпе мĕнле ĕçленине тишкернĕ хыççăн эпир тÿрех «Чăваш Республикинчи архив фончĕн докуменчĕсене упрассине тивĕçтерессин ыйтăвĕсем» темăпа «çавра сĕтел» хушшинче калаçу ирттертĕмĕр. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ, ЧР архив ĕçĕсен комитечĕн пайĕсен ертÿçисем, район архивĕн çăл куçне пухакансем – организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Çак ыйту пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланман ертÿçĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвне чĕннĕ тĕслĕхсем те пулнă, лайăх ĕçлекенсене массăллă информаци хатĕрĕсем урлă мухтанă, тăрăшманнисене критикленĕ.

Çавăн пекех архив докуменчĕсене лайăх хатĕрлесе упрас ыйтусемпе сахал мар мероприятисем ирттернĕ. Вĕсен шутĕнче: семинар-канашлусем, уçă алăксен кунĕсем, виçĕ ăру тĕл пулăвĕсем, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене чыслани, истори урокĕсем, халăх умĕнче отчет туни, «архив материалĕсем – тĕрлĕ событисен историйĕсене пĕлмелли çăл куç» ятпа наукăпа практика конференцийĕсем, «историсĕр малашлăх çук» темăпа «çавра сĕтелсем», «Санăн шăпу – Чăваш Ен историйĕнче», «Чăваш  Ен: ĕнер, паян, ыран», «Манăн пĕчĕк Тăван çĕршывăм» акцисем т. ыт. те. Вĕсене шкулта вĕренекенсем, студентсем, таврапĕлÿçĕсем, истори учителĕсем хутшăннă. Çак мероприятисен тĕп тĕллевĕ – архив ĕçĕ халăхăн хастар ĕçĕсене, паттăрлăхне асра хăвармалли тĕп никĕс пулнине, историсĕр малашлăх çуккине ăнланма хăнăхтарасси.

Паянхи куна муниципаллă архива документсем тăратакан 73 организацирен кашнинчех деласен номенклатури, делопроизводство йĕркелемелли инструкцисем, ведомство архивĕ тата эксперт комиссийĕ пирки положенисем пур. вĕсенчен 61-шĕнче (81 процент) 2002 çулчченхи документсене йĕркелесе çитернĕ. Ведомствăсен 69 архивĕ валли (95 процент) уйрăм пÿлĕмсем уйăрнă.

Ведомство архивĕсен ĕçне маолалла лайăхлатма комплекслă тата тематикăллă тĕрĕслевсем ирттеретпĕр, ведомство архивĕсен кунĕсем, пĕр-пĕрин ырă опычĕпе паллашни те ку тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унсăр пуçне çулленех «Çулталăкри чи лайăх ведомство архивĕ» конкурс ирттертĕмĕр.

Экономика реформисене, фонда йĕркелекен çĕнĕ предприятисем уçăлнине, хăш-пĕрисем пĕтнине пула пурнăçра нумай улшăнусем пулса иртрĕç. Ку вара район архивĕн ĕçĕн формисемпе меслечĕсем çине те хăйне евĕр витĕм кÿчĕ.

Темиçе çул каялла  архива яланах пĕр предприятисем документсем тăратнă пулсан, хальхи вăхăтра вара пачах урăхла. Мĕншĕн тесен, патшалăхăн мар тытăмсем питĕ хăвăрт йĕркеленсе, уçăлса пыраççĕ. Вĕсен шутĕнче: акционерла обществăсем, ассоциацисем, аренда, пĕчĕк, харпăр хăй предприятийĕсем, кооперативсем, фермер хуçалăхĕсем т.ыт.те. Районта çулсерен вуншар предприяти йĕркеленет, çулталăк иртсен вĕсенчен çурри ытла пăчланаççĕ.

Чылай предприятисем, харпăрлăх формине улăштарса, пĕрле ĕçлеме договор тăвасшăн мар. Çакă вара самаях канăçсăрлантарать: вĕен ĕçĕ-хĕлĕ пирки малашнехи ăрусем валли документсене епле упраса хăвармалла-ха; Çак тĕллевпе 1995 çулта район администрацийĕн пуçлăхĕ «Предприятисемпе организацисен докуменчĕсене упраса хăварассине тивĕçтересси çинчен» постановлени йышăнчĕ. Унпа килĕшÿллĕн, вĕсен хăйсен учредитель докуменчĕсем çине çакăн пек пунктсем кĕртмелле: документсене шута илсе упраса хăвармалла, предприятие пĕтерсен пĕр уйăхра мĕн пур документсене район архивне памалла.

Анчах та 2002 çулхи июль уйăхĕнчен тытăнса çĕнĕ предприятисене регистрацилессине тата пĕтерессине налук инспекцийĕ пурнăçлать, ку вара пирĕн ĕçе кăткăслатать.

2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче 2003 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче 131-73 № "Раççей Федерацийĕнчи вырăнти самоуправление йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" Федераллă саккун вăя кĕрет. Ку вара пирĕн пурнăçа чылай улшăнусем илсе кĕрет, муниципаллă йĕркеленÿсене çĕнĕрен чикĕлесе уйăраççĕ. Çакăн пирки пирĕн те çĕнĕ фондсем йĕркеленĕ чух ыйтусем сиксе тухаççĕ. Çавăнпа та муниципаллă архивсене çитес çул ĕçлеме методикăллă сĕнÿсем кирлĕ.

Хальхи вăхăтра пирĕн архив федерацин, патшалăхăн тата патшалăхăн мар харпăрлăхлă предприятисен докуменчĕсене упрать, организацисемпе уйрăм çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Вĕсен хисепĕ вара çулсерен ÿссе пырать. Енчен те эпир федераллă харпăрлăх докуменчĕсемпе ĕçлетпĕр пулсан, федераллă архив пек пире те финанс тĕлĕшĕнчен пулăшу кирлĕ.Поселенисен факчĕсене ăçта упрамалла пулать;

Чăваш Республикин 2004 çулхи январĕн 18-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче вырăнти самоуправление йĕркелесси çинчен» саккунĕнче те муниципаллă архивăн тата архив ĕçĕн управленийĕн органĕн статусĕсене уçăмлăн палăртман. Халĕ те, архив ĕçĕсен пайĕн тытăмне улăштарса муниципаллă архива культура пайĕн составне кĕртнĕ пирки, районта архив ĕçĕн управленийĕн органĕн статусĕ чакрĕ.

Çак ыйтусене татса памасан муниципаллă архивсем тĕрлĕ организацисемпе уйрăм çынсен социаллă ыйтăвĕсем çине хуравлассипе кăна ĕçлĕç (ытти ĕçсем валли вăхăт та юлмасть). Вырăнсенче те фондсем йĕркелессипе ĕçлеме пăрахĕç, ведомство архивĕсен ĕçне ертсе пыракан та юлмĕ.

Эпир ку таранччен çулсерен тăрăшса ĕçлени, пур çĕрте те йывăрлăхсене çĕнтерсе документсене йĕркене кĕртни пĕтĕмпех харама каять. Муниципаллă архивсем хăйсен проблемисемпе тăрса юлаççĕ, архив ĕçне аталантарасси 60-70 çулсен шайне çитсе ларĕ. 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
20 июля 2005
00:00
Поделиться