Çулсем çĕнелеççĕ
Йĕри-тавралла пăхса илĕр-ха: сирĕн ял таврашĕнче çулсем лайăх-и? Ку тĕлĕшпе те районта ĕç çулран çул вăй илсе пырать. Кăçал, акă, çулталăк пуçланнăранпа районта 1,9 километр çул сарнă. Вăл шутран 900 метрĕ – Кармăш патне, Хорнуйĕнче – 400 метр, Куçкăнта 600 метр тăршшĕ сарнă çул та паян чуна савăнтарать. Ку тĕлĕшпе малалла та ĕçсем хĕрсех пымалла. Акă, Малиновка ялĕ тĕлне 1400 метр çул сармалла. Салапайне çитекен çĕнĕ çул 1200 метр чухлĕ пулĕ: ăна пирĕн районти çамрăк спорт çăлтăрĕ Вера Соколова çуралнă кил тĕлне çити сарĕç. Çавăн пекех Милютакассисемпе Чурикассисен те, те ытлашши кулянмах кирлĕ мар, мĕншĕн тесен çак ялсем патне те çул сарма палăртнă.