Професси ăсталăхне ÿстереççĕ.
Юлашки çулсенче вĕрентÿ ĕçĕнче нумай çĕнĕлĕхсем пулса иртрĕç. Вĕрентÿ системине информатизацилесси ăна çĕнетсе улăштарас тĕлĕшпе тĕп услови пулса тăрать. Хальхи информаци хатĕрĕсемпе, компьютерсемпе усă курса вĕрентÿ ĕçне çĕнĕ технологисем кĕртеççĕ. Çакă, паллах, ачасене тарăн пĕлÿ парас, паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерес енĕпе çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Учительсен те паян пурнăçран юлмалла мар, малта пыракансен опытне наукăри çĕнĕлĕхсене вĕренсе пымалла. Ку тĕлĕшпе вĕсене районти методика пĕрлешĕвĕсем нумай пулăшаççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – педагогсен квалификацине ÿстересси. Районта иртнĕ вĕренÿ çулĕнче активлă ĕçлекен методика пĕрлешĕвĕсем 14 пулнă.
Кашни метод пĕрлешÿ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн август уйăхĕнче секци занятийĕсенче учительсем умĕнче тăракан задачăсене палăртать, учительсен професси ăсталăхĕн шайне тата квалификацине ÿстерме ĕç меслечĕсене йĕркелет. Методика пĕрлешĕвĕсен ĕçĕнче ларусемпе семинарсем, пĕр-пĕрин урокĕсенче пулса ырă опытпа паллашасси, çивĕч ыйтупа иртекен «çавра сĕтелсем», аттестаци паллă вырăн йышăнаççĕ.
Учительсен методика пĕрлешĕвĕсен ларăвĕсем вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче виçĕ-тăватă хут иртеççĕ. Вĕсем хăйсен ĕç планне малтанах хатĕрлеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен музыка учителĕсен методика пĕрлешĕвĕсĕр пуçне ытти предметсемпе пурте йĕркеллех ĕçлесе пынă. Ачасене вĕрентсе воспитани парассин тытăмĕ улшăнни, тăхăр класра профиллĕ пĕлÿ пама хатĕрлени, 10-11 классенчи вĕрентÿ, пĕрлехи патшалăх экзаменĕ, вĕрентÿ округĕсем туса хуни, компьютерсемпе ĕçлеме вĕрентни методика пĕрлешĕвĕсен ĕçне те тĕпрен улăштарать.
Çавăн пекех вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисен, вĕсен вĕрентÿпе воспитани тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен семинарĕсем те тăтăшах пулаççĕ. 2004-2005 вĕренÿ çулĕнче шкул директорĕсен – виçĕ семинар, вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен тăватă заняти пулнă, вĕсем диагностикăпа консультаци центрĕнче, Турайри, Юнкăри, Москакассинчи вăтам шкулсенче иртнĕ. Юлашки пиллĕкмĕш занятире вĕренÿ çулĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Педагогсен квалификацине ÿстерес тĕлĕшпе вĕсем тĕрлĕ курссенче пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче учительсен 20 проценчĕ хăйсен квалификацине ÿстернĕ.
Вĕрентекенсен малта пыракан опытне пĕтĕмлетес енĕпе ертÿçĕсемпе педагогсене аттестацилени пулăшать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче аттестаци витĕр тухса икĕ учитель чи аслă категори, 46 çын – пĕрремĕш, 59 –шĕ иккĕмĕш категори илчĕç. Халĕ те чи аслă, пĕрремĕш категори илме заявленисем йышăнатпăр. Кăçал категори панă чух курсра пулнине тата компьютерпа ĕçлеме вĕреннине шута илетпĕр.
Учительсен професси ăсталăхĕн шайĕ пысăк пулнине вĕсем районти тата республикăри «Çулталăкри учитель» конкурссене ăнăçлă хутшăнни те лайăх çирĕплетет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çак конкурссене 6 педагог хутшăнчĕ: Г.В. Пайгусов (географи учителĕ, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул), А.Г. Обручников (нимĕç чĕлхин учителĕ,Шатракассинчи тĕп шкул), Н.М. Кондукторова (музыка учителĕ, Калайкассинчи вăтам шкул), Е.Н. Ефанова (вырăс чĕлхипе литературин учителĕ, Муркашри вăтам шкул), Н.В. Семенова (акăлчан тата нимĕç чĕлхисен учителĕ,Йÿçкассинчи вăтам шкул). «2005 çулхи учитель» хисеплĕ ята Йÿçкассинчи Н.В. Семенова тивĕçрĕ, республикăри конкурса та ăнăçлă хутшăнчĕ.
Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн методика кабинечĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче тĕрлĕрен педагогика системисене, вĕрентÿре кашнин пултарулăх уйрăмлăхĕсене шута илсе тĕрлĕ меслетсемпе усă курма майсем туса парать. Уйрăмах тарăн пĕлÿшĕн çунакан ачасем çине учительсем пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шкулта вĕренекенсенчен 6,13 проценчĕ пысăкрах шайпа ăс пухать.
Сакăр тĕп шкулта тĕрлĕ предметсемпе тарăнрах вĕрентмелли классем уçнă. Вĕсенче 335 ача вĕренет. 19 шкулта ачасене акăлчан чĕлхине ир вĕрентессине йĕркеленĕ (вĕсенче 566 ача çак чĕлхене алла илет). 6 шкулта информатика предметне ир вĕрентеççĕ.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районти олимпиадăсене 889 ача хутшăннă, вĕсенчен 57-шĕ малти вырăнчене йышăннă. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче Олеся Курбанова (Орининти вăтам шкул), 11 класра вĕренекен (ертÿçи В.И. Алексеева). Вăлах пĕтĕм Раççейри олимпиадăна право предмечĕпе хутшăнса 4 вырăн йышăннă, уголовнăй ĕç пайра 1 вырăн çĕнсе илнĕ. Нискассинчи вăтам шкулти 8 класра вĕренекен Игорь Данилов (ертÿçи З.И. Егорова – математикăпа* Москакассинчи вăтам шкулти 9 класра вĕренекен Ольга Григорьева (ертÿçи В.Ю. Григорьева) – вырăс чĕлхипе* Муркашри вăтам шкулти 4 класра вĕренекен Елена Михайлова ( ертÿçи В.В. Романова) – ăс-тăн вăййинче* Ярапайкассинчи вăтам шкулта 4 класра вĕренекен Екатерина Федорова (ертÿçи Л.П. Григорьева) ăс-тăн вăййинче çĕнтернĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Чăваш чĕкеçĕ» вăйă конкусра Тойкилтĕри вăтам шкулти 4 класра вĕренекен Вадим Васильев (ертÿçи О.С. Петрова) тата Орининти вăтам шкулта 5 класра вĕренекен Елена Алексеева (ертÿçи Л.В. Горшкова) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче «Çĕнĕ технологисен тĕнчи» темăпа районти фестиваль-конференцире хăйсен тĕпчев ĕçсене районти шкулсенче 50 вĕренекен хÿтĕлерĕ. Вĕсем чăннипех район чысне хÿтĕлерĕç.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 9 классене профиллĕ вĕрентÿ пама 9 шкулта 7 профильле хатĕрленĕ: Москакассинчи, Муркашри, Мăн Сĕнтĕрти, Ильинкăри, Калайкассинчи, Нискассинчи, Орининти, Юнкăри, Йÿçкассинчи вăтам шкулсенче.
Çавăн пекех 7 шкулта профиллĕ вĕрентÿ йĕркеленĕ: Муркашри, лицейра, Муркашри, Калайкассинчи, Ильинкăри, Çатракассинчи, Юнкăри, Йÿçкассинчи вăтам шкулсенче.
Иртнĕ çулта шкулсем «2004 çулхи чи лайăх шкул» конкурса хутшăнчĕç. «Сывлăх шкулĕ» наминацире Нискассинчи вăтам шкул иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ тата наука министерстви «Вĕрентÿри лидер» конкурс ирттерет. Пирĕн районтан вăл конкурсра Г.В. Пайгусов, Л.И. Мочалов, Н.Г. Ванеркин, Л.П. Сергеева, А.В. Лескина хутшăнчĕç.
Вĕрентÿ ĕçĕ пĕр вырăнта тăмасть. Педагогсем те пурнăçпа тан пыма тăрăшса хăйсен пĕлĕвне ÿстерсех пыраççĕ.