Моргаушский муниципальный округ

Çур çул итогĕсене хак парĕç

 

Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов район экономикипе социаллă пурнăçĕ кăçалхи 6 уйăхра аталаннин итогĕсене тишкерессипе канашлу ирттерчĕ.

Район промышленноççĕпе ял хуçалăхĕ çур çулта аталаннине райадминистрацин экономикăпа прогноз пайĕн ертÿçи Э.И. Симакова тухса каларĕ. Çак тапхăрта иртнĕ çулхипе танлаштарсан промышленноç продукцине 113,3 процент, ял хуçалăх продукцине 98,1 процент туса илнĕ.

Ял хуçалăх ĕçне райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ – ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи В.К. Ананьев тишкерчĕ.

Канашлура район пурнăçĕн  аталанăвĕн ытти ыйтăвĕсене те пăхса тухрĕç.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
13 июля 2005
00:00
Поделиться
;