Ерекен вар-хырăм чирĕсенчен сыхланăр.
Çулла- чи илемлĕ те тĕрлĕ çимĕçсемпе пуян вăхăт. Таса сывлăшпа, хĕвел ăшшипе киленсе, çынсем хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ.
Ерекен тĕрлĕрен вар-хырăм чирĕ çуллахи вăхăтра сарăлать. Вăл шутра дизентери, вар-хырăм тифĕ, паратиф тата ыттисем те. Чире сараканнисем – хальхи вăхăтра сывă мар е нумай пулмасть çак чире тÿссе ирттернĕ çынсем. Нумай чухне вĕсем медицина учрежденийĕсене пымасăрах сывалма тăрăшаççĕ, чире саракансем пулса тăраççĕ. Уйрăмах ун пеккисем ачасем умне хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Чире саракан бактерисем çыннăн каяшĕсемпе тухаççĕ, тăпрана, шыва, çумасан апат-çимĕç çине лекеççĕ. Сĕтрен тунă çимĕçсенче уйрăмах лайăх ĕрчеççĕ. Çавăн пекех вĕсем чĕрĕ пахча-çимĕçе е улма-çырлана çуса çимесен вĕсем урлă çынсен организмне лекеççĕ. Çуллахи вăхăтра уйрăмах апат-çимĕç çине шăнасем ларасран сыхланмалла. Алла çумасăр та сĕтел хушшине ларас марччĕ. Хире ĕçлеме тухакансем вара юханшывсенчен, таса мар лакăмсенчен, лупашкасенчен шыв ĕçеççĕ. Нумай чухне ача-пăча вараланнă пĕвесенче шыва кĕрет, çавăнтан та чир-чĕр пуçланма пултарать.
Ерекен вар-хырăм чирĕсем тĕрлĕрен пуçланаççĕ. Вĕсем çăмăллăн, часах иртсе кайма та пултараççĕ. Тепĕр чухне вара йывăр килет. Чирлĕ çыннăн варвитти пуçланать, температура хăпарать. Уйрăмах ачасем вĕриленеççĕ, вĕсен кăмăл пăтранать, хăстарать. Чир йывăрăн иртнĕ чухне çын талăкра 15-20 хут е тата ытларах та тула каять. Юнлă варвитти çăмăллăн пулсан, çын кăшт кăна вĕриленет. Кун пек чухне чирлĕ çыннăн организмĕ ытлашши сиепленмест, анчах вăл ачасемпе çемьери ытти çынсемшĕн хăрушă, чир саракансенчен пĕри пулса тăрать.
Апат çинĕ хыççăн чашăк-тирĕке çийĕнчех çуни, пÿрт-çурта таса тытни, шăнасене тĕрлĕрен химикатсемпе пĕтерни асăннă чирсенчен сыхланма май парать. Шăнасем нумай вырăнсене хлорлă извеçпе вăхăтра сапмалла. Апла пулсан, пур çĕрте те тасалăх хуçалантăр. Алла çумасăр апат ан çийĕр. Уйра ĕçлекенсем патне таса шыв илсе тухассине те кирлĕ пек йĕркелемелле. Кашнин, хăйне лайăх мар туйсан, врач патне каймалла. Ерекен вар-хырăм чирĕнчен сыхланасси хамăртан çеç килет. Санитарипе гигиена правилăсене пăхăнса, вĕсене çирĕппĕн пурнăçламалла. Вара сире нимĕнле чир-чĕр те ермĕ.