Моргаушский муниципальный округ

Паянхи кунта ял хуçалăх предприятийĕсенчи кашни ĕне талăкра вăтамран 12,5 килограмм сĕт антарать.

 

Паянхи кунта ял хуçалăх предприятийĕсенчи кашни ĕне талăкра вăтамран 12,5 килограмм е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 0,3 килограмм нумайрах сĕт антарать. Чи пысăк сăвăм «Лидер» хуçалăхра – 19,7 килограмм «Волга», Ильич яч. хис., Ленин яч. хис., «Свобода», «Ударник» хуçалăхсенче те çуллахи йÿнĕ апатпа усă курса продукци илессин шайĕ пысăк.

Çав вăхăтрах К. Иванов яч. хис., «Колос», Суворов яч. хис., «Хлебороб», «Чемеево» тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче сăвăма иртнĕ çулхи  çак тапхăртинчен палăрмаллах чакарса янă. Кунта ĕнесене  кĕтÿре çÿретнĕ тапхăрта продукци  нумайрах илессишĕн пур майсемпе туллин усă курманни те вырăн йышăнатех-тăр. Хальхи вăхăтра та пысăк сăвăм илейместпĕр пулсан кайран хăваласа çитме йывăр пулать вĕт.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
06 июля 2005
00:00
Поделиться
;