Моргаушский муниципальный округ

Оперативлă даннăйсем тăрăх

 

 

Оперативлă даннăйсем тăрăх, кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче нумай çул ÿсекен курăксене 2311 гектар (17,8 процент) çулнă. Çак ĕç «Герой», К. Иванов яч. хис., Ильич яч. хис., «Лидер», «Свобода», «Рассвет» хуçалăхсенче ăнăçлăрах пырать.

Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли хальлĕхе 660 тонна типĕ утă (палăртнин 4 проценчĕ), 4260 тонна (14 процент) сенаж, 160 тонна (1 процент) силос хатĕрленĕ. «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче  100 тонна курăк çăнăхĕ авăртнă.

Районти тăхăр хуçалăхра çĕр улми речĕсене  иккĕмĕш хут чĕрессине, вун виçĕ хуçалăхра  кăшман речĕсене чĕрсе кăпкалатассине вĕçленĕ. Кĕр тыррисем акма 1270 гектар пусу уйĕсем хатĕрленĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
06 июля 2005
00:00
Поделиться
;