Моргаушский муниципальный округ

Имçамсемпе асăрхануллă пулăр

 

Юлашки çулсенче эпир колорадо нăррипе тата ÿсен-тăрансене сиен кÿрекен ытти хурт-кăпшанкăсемпе кĕрешме тĕрлĕрен имçамсемпе усă куратпăр. «Децис», «Искра», «Регент», «Молния», «Корадо», «Танрек» препаратсене пĕлмен çын çук та пулĕ. Çак имçамсене пиретроидсем теççĕ. Усă курнă хыççăн вĕсем ÿсен-тăрансенче ик-виç эрне, тăпрара çур çулччен юлаççĕ. Çак препаратсемпе ĕçленĕ чух асăрханмасан, наркăмăшланма та пулать. Вĕсем çын организмне сывлăшпа, вар-хырăм тата ÿт-тир витĕр лекме пултараççĕ. Çак пиретроидсем пирĕн организмра пухăнса пыма пултараççĕ.

Çак имçамсемпе наркăмăшлансан пуç çаврăнать, çын анкă-минкĕ пулса каять, вăй чакать, вăл сулланма пуçлать, алăсем чĕтреме пуçлаççĕ, шăнтса пăрахнă пек пулать. Хытах сиенленсен вара тытса пăрахма та пултарать. Синленнĕ çыннăн сĕлеке юхма пуçлать, ăш хăпарма тапратать, хăсăк килет, вар-хырăм ыратать, варвитти те пулма пултарать. Пĕвер сиенленет, ыратма пуçлать. Чĕре вăрах тапма тытăнать. Çын тăн çухатма тата унăн сывлăш пÿлĕнме пултарать.

Çак паллăсене сиссенех, çынна уçă сывлăша илсе тухмалла, вараланнă çипуçне хывса илмелле. Наркăмăша организмран çийĕнчех кăлармалла е унăн хăватне вăйсăрлатмалла. Вар-хырăма лекнĕ наркăмăша хăстарса кăларма пулать. Ун чухне çăвара икĕ пÿрне чиксе пĕчĕк чĕлхене кăтăклантармалла.

Наркăмăшланнă çынна шыв нумай ĕçтерни ăна хăстарма пулăшать. Наркăмăшланнăранпа икĕ сехет ытларах вăхăт иртнĕ пулсан, вар-хырăма çемçетсе тула кăларттаракан эмел памалла. Тата çичĕ-сахăр таблеткăран кая мар активированнăй кăмрăк пĕр стакан шывра ирĕлтерсе ĕçтермелле. Хытах аптăрасан вăхăтра больницăна пырсах сипленес пулать.

Асăннă имçамсемпе ĕçленĕ чух сиенленес мар тесен, асăрханулăх пирки самантлăха та манма юрамасть. Чи малтанах çакна пĕлмелле. Имçамсене çиле хирĕç сирпĕтмелле мар. Ÿт витĕр çак имçамсем организма ан лекчĕр тесен, резина перчеткепе ĕçлемелле, урана атă тăхăнмалла. Ĕçленĕ чухне пирус туртма, ĕçме, çиме юрамасть. Пĕр чарăнмасăр виçĕ сехетрен ытла имçамсемпе ĕçлеме те кирлĕ мар.

Имçам ÿт çине лекрĕ пулсан, ăна сода шывĕпе çумалла. Куçа лексен вара куç харшине хупламасăр вун пилĕк минут хушши таса шывпа чÿхемелле. Имçамсем сирпĕтнĕ хыççăн шăнма юрамасть. Ĕçлесе пĕтерсен пите, алăсене супăньпе çăвăр, çăвара шывпа чÿхĕр.

Хăвăра упрама, асăрхануллă пулма тăрăшăр. Çÿлте асăннă йĕкесене пăхăнни вара сирĕн сывлăхшăн усăллă пулĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 июля 2005
00:00
Поделиться