Хĕрарăмăн пурнăçри пĕлтерĕшĕ пысăк
(Хĕрарăмсен районти канашĕн черетлĕ ларăвĕнчен)
Пурнăç пурăнасси – уй урлă каçасси мар. Çакна аслăрах çулхи çынсем пурте лайăх ăнланаççĕ. Паян ĕлĕкхилле лăпкăлăх тыткăнĕнче пурăнсан, ыранхи кун пирки шутламасан, нумаях малалла каяймастăн.
Çакă хальхи вăхăтра çемьесене те пырса тивет, мĕншĕн тесен, тăрăшулăх, ĕçлес кăмăл пулмасан паянхи пурнăçра тытăнса тăма йывăр. Ялта пурăнакансене сăнасан, нумай чухне çакă палăрать. Çемьене тытса тăраканĕ – хĕрарăм.
Чăн та, чăваш хĕрарăмĕсем мĕн авалтанах ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрса тăнă. Халĕ те çаплах вĕсем. Çакна паянхи пурнăç куллен çирĕплетсе парать. Хĕрарăмсем йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмаççĕ, çемье тытса тăрассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Обществăлла производствăра вăй хунипе пĕрлех килте те мĕн пур ĕçсене тума ĕлкĕреççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ, выльăхсене пăхаççĕ, ачисене воспитани параççĕ т. ыт. те.
Июнĕн 28-мĕшĕнче хĕрарăмсен районти канашĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Малтанах вăл район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн методика кабинетĕнче иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи пилĕк уйăх итогĕсемпе паллаштарчĕ, малашнехи задачăсем çинче чарăнчĕ.
Районта хушма хуçалăха 2004-2006 çулсенче аталантарма ятарлă программа йышăннă. Çак программăна пурнăçлас тесен хăш-пĕр чухне харпăр хăй хуçалăхĕсене пулăшу та кирлĕ. Кун пирки ларура район администрацийĕн экономикăпа прогноз пайĕн ертÿçи Э.И. Симакова тĕплĕн чарăнчĕ. Вăл çакна палăртрĕ. Районта юлашки çулсенче ял хуçалăх продукцийĕн иккĕ виççĕмĕш пайне ял çыннисем килти хушма хуçалăхра туса илеççĕ. Анчах та паян ăна реализацилессипе йывăрлăхсем те çук мар.
Районти 13250 çемье килти хушма хуçалăха аталантарма 5664 гектар çĕрпе усă курать. Харпăр хăйĕн хуçалăхĕнче ял çыннисем 12028 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 8839 пуç ĕне, 2962 пуç сысна, 8911 пуç сурăх усраççĕ. Çавăн пекех ялсенче пурăнакансен 240 трактор, груз турттаракан автомашинăсем 430 пур. Вĕсемпе пĕлсе усă курсан нумай ĕçсене çăмăллатма, хушма хуçалăха татах аталантарма пулать.
Çÿлерех асăннă программăна пурнăçлама – 2004-2006 çулсенче килти хушма хуçалăха аталантарма, палăртнă мероприятисене пурнăçа кĕртме çулсерен 5 млн. тенкĕ тăкаклама пăхнă. Вăл шутран 37 проценчĕ – республика бюджетĕнчен, 3 проценчĕ – район бюджетĕнчен, 47 проценчĕ – коммерци банкĕн кредичĕ, 17 проценчĕ – бюджет тулашĕнчи çăлкуçран.
«Килти хушма хуçалăх çинчен» федераллă саккунăн 7 статйипе килĕшÿллĕн, малашне хушма хуçалăхсем те, ял хуçалăх производство кооперативĕсем пек çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ. Мăйракаллă шултра, ăратлă выльăх туяннăшăн, ăна çулталăкра базислă çу хисепĕ çине пăхса, ĕне пуçне 2000 килограмм сĕт сутнă килти хушма хуçалăхсене субсидипе субвенци фондĕнчен укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ.
Субсидие килти хушма хуçалăхсене лартса ÿстерекен çĕр участокне кура элита çĕр улми вăрлăхне туяннăшăн та параççĕ. Çав пулăшăва илме ăралтă выльăх е элита вăрлăх туяннине çирĕплетекен документсене 3 экземпляр хатĕрлесе ял хуçалăхне апат-çимĕç управленине пымалла.
Районти хăш-пĕр хуçалăхсем («Оринино», «Лидер», Ильич яч. хис., «Ударник» т. ыт. те) çĕнĕ технологие ĕçе кĕртсе сысна самăртса тупăш илеççĕ. Çак меслетпех сыснасене килте те самăртма пулать.
Голландири «Провили» компанин технологийĕпе сыснасене типĕлле тăрантарни, вĕсем ÿт лайăх хушни пирки районти хĕрарăмсен канашĕн ларăвĕнче «Содружество» чикĕллĕ яваплăхлă общество директорĕ Э.Ю. Иванов каласа пачĕ.
Хальхи вăхăтра харпăр хăй хушма хуçалăхĕсенче 5-10-шар сысна самăртакансем те сахал мар. Çак технологипе усă курни çемье тупăшне те самаях ÿстерме май парать.
Ларура çавăн пекех вырăнти самоуправлени органĕсен суйлавĕ Пирки вырăнти самоуправлени органĕсен йĕркелÿпе кадрсен тата право ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен пай ертÿçи Л.Ю. Тарасова пĕлтерчĕ.
Паллă ĕнтĕ, кăçалхи октябрĕн 16-мĕшĕнче суйлав пулать. Çак кун пирĕн район пуçлăхне, район Пухăвĕн депутачĕсене, ял халăхĕ пурăнакан вырăнсен (поселенисен) пуçлăхĕсене тата вырăнти депутатсене суйламалла.
Пирĕн районта кашни ялтах пурнăçпа тан пыракан, активлă хĕрарăмсем сахал мар. Суйлав компанине те хĕрарăмсем активлă хутшăнасса шанас килет. Вĕсен хушшинче депутат пулма тивĕçлисем те çук мар. Л.Ю. Тарасова çавăн пекех суйлав участокĕсене йĕркелесси тата вĕсем мĕнле ĕçлесе пырасси пирки те каларĕ.
Пленарлă пай хыççăн вырăнсенчи хĕрарăмсен канашĕсен ертÿçисем Сĕнтĕрвăрри районне Шуршăла космонавтика музейне тата Чăваш Республики 85 çул тултарнă кун, июнĕн 24-мĕшĕнче, уçăлнă часавая çитсе курчĕç, А.Г. Николаев вил тăпри çине чĕрĕ чечексем çине хучĕç.
Ĕçри вăхăчĕ пулсан та хĕрарăмсем пĕрле пухăнса канашлама, кирлĕ ыйтусем сÿтсе явма май тупрĕç. Апла пулсан, вĕсем малашне татах та хастартарах пуласса, тăрăшарах ĕçлессе шанас килет.