Моргаушский муниципальный округ

Эмел курăкĕсем пухаççĕ

 

Муркаш райповĕн Тивĕш магазинĕнче Римма Семенова тата Любовь Ильина  сутуçăсем ĕçлеççĕ, тавар туянакансен кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Тавар сутнипе пĕрлех халăхран сĕт пухассине тата эмел курăкĕсем йышăнассине те йĕркеленĕ.

Эмел курăкĕсем пухассипе Аленăпа Арина Медведевасем (150 кг), Настя Семенова (100 кг), Иванна, Маша, Сергей Александровсем (100 кг), Анжеликапа Стасик Ефимовсем (75 кг) чĕрĕ эмел курăкĕ пуçтарса парса палăрнă. Пĕтĕмпе вара Тивĕшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем 500 кг яхăн эмел курăкĕ пухса панă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 июля 2005
00:00
Поделиться
;