Моргаушский муниципальный округ

Карьера хупнă, кам чарĕ?

Эпир, Чăвашсем, хăйăртан-тăмран пуян тесе ĕлĕкех каланĕ. Пирĕн Якаткасси ялĕ çывăхĕнчех хăйăр карьерĕ пулнă. Унтан кăларнă хăйăр ăçта кăна çитмен пуль. Муркашран Уйкас Янасала, Йÿçкассине, Турай еннелле мĕн чухлĕ усă курман пулĕ унпа. Халĕ асфальт сарнă çав çулсемпе автобуссем çÿреççĕ. Питĕ лайăх, халăхшăн вĕт.

Хальхи вăхăтра, çуллахи кунсемпе усă курса, ял халăхĕ кил-çурт çавăрать. Чапаев яч. хис., Чкалов яч. хис. , Ильич яч. хис. ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх-чĕрлĕх фермисене юсаççĕ. Стройка таврашĕнче пурне те хăйăр кирлĕ, вара çав хупнă карьерпа усă кураççĕ.

Ял хуçалăхĕ çакна хирĕçлесе каланине никам та итлемест. Халĕ тата ялсенче машина-тракторлă çынсем нумай. Ял çыннисене хăйăр илсе кайма техника кирлĕ. Техникăллă çынсем вара ун чухне калым укçи кăна çапаççĕ. Кун пирки Чуманкасси ял администрацийĕ те, Чапаев ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçисем те питĕ лайăх пĕлеççĕ, анчах нимĕнле тивĕçлĕ мерăсем йышăнма та шутламаççĕ. Çапла вара, хупнă карьер вырăнĕ çу кунĕсенче ял çывăхнеллех сарăлать.

Хисеплĕ редакци! Эпир, Якаткасси ялĕн çыннисем, сирĕн хаçат урлă кам та пулсан ответ парасса шанатпăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
29 июня 2005
00:00
Поделиться