Район аталанать, малашлăхпа пурăнать
Июнĕн 24-мĕшĕ – Чăваш патшалăх кунĕ. 80 çулкаялла, 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче ВЦИК, Халăх Комиссарĕн Канашĕ «Чăваш автономи облаçĕ çинчен» декрет йышăннă. Çак куна 1995 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ алă пусса çирĕплетнĕ саккунра Чăваш Патшалăх кунĕ тесе палăртнă.
Чăваш Патшалăх кунĕ – чăннипех пĕтĕм халăх уявĕ. Вăл уй-хирте, фермăра, строительствăра, промышленноç предприятийĕсенче, халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçре, вĕренÿ, культура, сывлăха сыхлас ĕçре тата ытти отрасльсенче тăрăшакансен уявĕ.
Район халăхĕ çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлет. Аталану çулĕ çăмăл мар. Апла пулин те, кашниех паян пурнăç лайăхланса пынине, çĕнĕ çуртсем çĕкленнине хăйĕн куçĕпе курса ĕненет. Мĕн пур халăх пĕр тĕллевпе ĕçлени йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать.
Паян эпир сире район аталанăвĕн хăш-пĕр тĕслĕхĕсемпе паллаштаратпăр.
Муркаш районĕнче ял Совечĕсем 1918 çулхи январь-марнт уйăхĕсенче йĕркеленнĕ. РСФСР Конституцийĕн 56 тата 60 статйисенче ял Совечĕ çак территоринче чи аслă влаç тесе палăртса хăварнă. Вырăнти Советсем влаçăн çÿлти органĕсен постановленийĕсене пурнăçлассипе ĕçленĕ, хăйсен территорине çĕнетсе аталантарас тĕлĕшпе тăрăшнă.
1991 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнчи вырăнти самоуправлени çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн ял Совечĕсен вырăнти администрацисем туса хунă. Сăмахран, Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕн территорийĕ те юлашки çулсенче чылай çĕнелсе аталанчĕ.
Хальхи вăхăтра нумайăшĕ паянхи пурнăçа тиркеме пăхаççĕ. Темле пулсан та, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, кашни отрасль аталанса пырать. Çакна эпир куллен хамăр куçпа курса тăратпăр.
Илер-ха, акă вĕрентÿ системине. Юлашки çулсенче вĕрентÿпе культура комплексĕсем, тĕслĕх библиотекăсем уçăлни ачасен пĕлÿ шайне ÿстерме нумай пулăшрĕç.
Сосновкăри вĕрентÿпе культура комплексĕ – паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен вĕрентÿ заведенийĕ. Ăна пĕрремĕш категориллĕ учитель, ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ О.А. Максимов ертсе пырать.
Вĕрентÿпе культура комплексĕ хăйĕн умне пысăк задачăсем лартнă. Сăмахран, ялта пурăнакансене кирек епле условисенче те пурнăçра тытăнса тăма, халăх йăли-йĕркине хисеплеме, ашшĕ-амăшне шута хума, пĕр-пĕрне ăнланма, общественноçпа тачă çыхăнса ĕçлеме вĕрентесси.
Çак тĕллевсене пурнăçлас тесен шкул çулне çитмен учрежденисен, шкулсен, хушма вĕрентÿ учрежденийĕсен пĕрле ĕçлемелле, ачасене йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентмелле. Сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси те малти вырăнта пулмалла.
Вĕрентÿпе культура центрĕ, паянхи пурнăç ыйтнине шута илсе, ашшĕ-амăшĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшать. Ку енĕпе ачасене аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕме хатĕрлесси малти вырăнта тăрать. Малта пыракан технологисене ĕçе кĕртни, педагогсен професси ăсталăхне ÿстерни çак тĕллевсене пурнăçлама май параççĕ. Кунти вĕрентÿпе культура комплексĕнче тĕслĕх библиотека, музей пурри вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк пулăшу параççĕ. Кунта ĕçлекен 15 педагогран пурте аслă пĕлÿллĕ, 14-шĕн категорисем пур.
Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул та кулленхи ĕçпе хăйĕн пĕлтерĕшне ÿстерсе пырать. Ăна 1882 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче уçнă. 1934 çулта вăл 10 çул вĕренмелли шкул пулса тăнă. Шкулăн çĕнĕ çуртне хута янă хыççăн унта паянхи пурнăç ыйтакан кабинетсем уçăлни вĕрентÿ ĕçне чылай лайăхлатма май панă. 90-мĕш çулсенче кунта ачасен художество шкулĕ, каярахпа çамрăк техниксен станцийĕн филиалĕ, музей уçăлаççĕ. 1997 çултан пуçласа аслă классенче вĕренекенсем ПЭВМ операторĕн, çĕвĕçĕн, пахча çимĕç ÿстерекенĕн, кулинарăн, тракторист-машинистăн специальноçĕсене илеççĕ. 2001 çулта кунта М.Г. Шуйцев ячĕпе хисепленекен çарпа патриотизм клубĕ, 2002 çулта ДЮСШ филиалĕ уçăлнă.
Хальхи вăхăтра шкулта 54 педагог ĕçлет, вĕсенчен 91 проценчĕ - аслă пĕлÿллĕ. Кунта вĕренекен ачасем тĕрлĕ предмет олимпиадисенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Шкулта ачасене тарăн пĕлÿ пама вĕрентÿпе пурлăх бази те çителĕклĕ.
Районта халăха социаллă хÿтлĕх парасси çине те юлашки çулсенче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пурнăç шайĕ пĕчĕк, йывăр лару-тăрура пурăнакансене социаллă ĕçченсем пăхса, пулăшса тăраççĕ. Чухăнсемпе нушаллă çынсене пулăшасси Раççейре мĕн авалтанах пулнă, тăлăхсем, сусăрсем валли ятарлă çуртсем уçнă.
Хальхи вăхăтра пирĕн районта ветерансен çурчĕсем виççĕ: Мăн Сĕнтĕрте, Турайра та Тренккăра. Вĕсенче хисеплĕ ватăсене пурăнма условисем çителĕклĕ. Мăн Сĕнтĕрте, сăмахран, хальхи вăхăтра 9 çын пурăнать. Унта 15 çын валли вырăн çитет. Кунти ветерансен çуртне 1990 çулта çунă. Унта ĕçлекенсем ватăсене кил ăшшине парассишĕн хăйсен вăй-халне шеллемеççĕ. Ветерансем паян пенси укçине вăхăтра илсе тăраççĕ, вĕсем хăйсемшĕн патшалăх тăрăшнипе кăмăллă.
Юлашки 10-15 çул хушшинче те район центрĕ – Муркаш та палăрмаллах çĕнелсе улшăнчĕ. Çĕнĕ çуртсем, çĕнĕ урамсем çĕкленчĕç, урамсене хăт кĕчĕ. Çакă пĕтĕмпех халăх тăрăшнипе, вĕсен ĕçченлĕхĕпе пулнă. Ÿсет, илемленсе пырать районăмăр.
Сăн ÿкерчĕксенче: Сосновка шкулĕ малтан тата паян* Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче те ачасене вĕренме условисем çителĕклĕ* Мăн Сĕнтĕрти ваттисен çурчĕ те хăчĕпе хăйĕн патне илĕртет, малтанхи мар* Муркаш ялне пырса кĕрсен каялла тухма пĕлĕр-и.