Моргаушский муниципальный округ

Милици тимсĕрлĕхĕ вилĕмпе вĕçленчĕ

Манăн милици мана хÿтĕлет, текен каларăш кашнин асĕнче ачаллах тымарланать. Çапла вара çулсем иртнĕ май кашни инкекрех, хирĕçтару-тавлашурах, çухату таврашĕнчех тĕрĕслĕхе милицире шыратпăр. Питĕ шел, анчах хуравĕ тĕрлĕрен çаврăнса тухать.

...К. гражданинпа арăмĕ хушшинче мăшăрлану кунĕнченпех килĕшÿллĕ мар хутшăнусем аталаннă:  арçын хĕрарăма ÿсĕрле те, урăлла та ачисем умĕнчех пĕрре мар хĕненĕ. Çапăçу-харкашу вăхăтĕнче вĕлерессипе хăратнăран арăмĕн час-часах килтен тухса кайса кÿршĕсем патĕнче çĕр выртма тивнĕ.

1977 çулта К. гражданин хăй килĕнче саккунпа килĕшÿсĕр  пĕр кĕпçеллĕ пăшал упранă, унпа пĕрре мар ачисемпе арăмне тĕллесе хăратнă. Çакнашкал тĕслĕхсем хыççăн милици сотрудникĕсем асăннă пăшала туртса илнĕ.

Арăмне вĕлерессипе хăратса хĕненĕ тĕслĕхсем ачисем хăйсен çемйисемпе уйрăм пурăнма пуçласан та вĕçленмен. К. гражданка упăшки хăйне вĕлерессипе хăратни çинчен тăванĕсене пĕрре мар каланă. Хĕрарăмăн хĕрĕсем çакнашкал хăрушă лару-тăру пирки темиçе те милицие пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн вырăна тухнă участокри милици инспекторĕ К. гражданина асăрхаттарнипех çырлахнă.

К. вара асăрхаттарусене пăхмасăрах вĕлерессипе  хăратса калассине манăçа кăларман: мăшăрне çак хăрушлăх пурри пирки ÿсĕрле те, урăлла та систерсех тăнă. К. гражданин мăшăрĕн мăйĕ патне  касса ярассипе хăратса çĕçĕ тытни те пулман мар.

Хăй виличчен икĕ уйăх малтан К. гражданка С. хĕрне упăшки кăнтăрла çывăрни, каç енне вара кăкăрĕ тĕлне çĕçĕ тытса «Куçатăн-тăк – вĕлеретĕп», - тесе хăратса асаплантарма пуçлани çинчен пĕлтернĕ. Лару-тăру ырăпа вĕçленмесси уççăнах палăрма пуçланă.

2002 çулта К. гражданин ятарлă ирĕк илмесĕр саккуна пăсса «Б» моделлĕ, 16 миллиметр калибрлă, 1947 çулта Тулăри пăшал заводĕнче кăларнă 64177 номерлĕ икĕ кĕçеллĕ сунар пăшалĕ тата 30 патрон туяннă. Вĕсемпе вăл каярах пăшал юсавлăх-ĕçлеслĕхне тĕрĕслемелле хуçасăр йытăсене пенĕ. Патронсен пушаннă гильзисене килти мелпех тарпа тата дробьпе авăрланă. Çакна судпа баллистика экспертизи те çирĕплетет. Пăшалпа патронсене К. гражданин килте кăмака хыçĕнче упранă.

2005 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче 18 сехет тĕлĕнче ÿсĕр К. гражданин арăмĕпе черетлĕ хирĕçÿ пуçарнă. Хăй «ĕçĕ» обществăлла хăрушлăх кăларма пултарнине ăнланма пултарайман лару-тăрура мăшăрне вĕлерес тĕллевпе сунар пăшалĕнчен тивертекен элементпа авăрланă патронпа кăкăртан перет. Судпа медицина экспертизи кăтартнă тăрăх «сунарçă» хĕрарăмăн сулахай кăкăрне дробьпе амантать. Пĕр вăхăтрах сулахайри 6-мĕш, сылтăмри 1-3-мĕш  аяк пĕрчисем, икĕ ÿпке, чĕре суранланать, ăша юн каять.

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕшÿллĕн кашни çыннăн пурăнма право пур. Çын пурнăçĕ куçăмсăр пуянлăх. «Ан вĕлер», - тет Турă саккунĕ.

Уголовнăй ĕç çакна кăтартса пачĕ: преступник обществăшăн хăрушă преступлени тăвиччен районти шалти ĕçсен пайĕ К. гражданин яка кĕпçеллĕ пăшалпа ун çумне патронсем илнине, упранине тата пĕрле илсе çÿренин фактне палăртман. Çавăн пекех К. гражданин мăшăрне хĕненĕ, вĕлерессипе хăратнă тĕслĕхсене те тăрă шыв çине кăларман, преступление асăрхаттарассипе тивĕçлĕ ĕç туман. К. гражданинăн пурнăçĕпе хăйне тыткаларăшĕ юлашки вăхăтченех районти шалти ĕçсен пайĕн участокри инспекторĕн тивĕçлĕ тĕрĕслевĕсĕр юлнă. К. гражданина шалти ĕçсен пайне тата вырăнти самоуправлени органне профилактика калаçăвне чĕнмен.

Районти шалти ĕçсен пайĕн çÿлерех асăннă туса çитерейменлĕхĕсем, шалти ĕçсен пайĕпе ял администрацийĕ хушшинче тивĕçлĕ çыхăну çукки, вырăнсенче эрех ĕçессипе кĕрешесси уксахлани К. гражданина Раççей  Федерацийĕн Уголовнăй Кодексăн 15-мĕш статйине пырса тивекен общественноçшăн хăрушă преступленийĕ патне илсе çитернĕ, вăл К. гражданкăна вĕлернĕ.

Пулса тухнă инкекре айăплисене çирĕп яваплăх тыттарнă пулсан та, вилнĕ хĕрарăмăн тăванĕсем чăтса ирттернине ниепле те якатма çук.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 июня 2005
00:00
Поделиться