Халĕ çак çул пуриншĕн те уçă
Çĕршывăмăрти йывăрлăхсене хурласа, вăл е ку политиксене вăрçса-ятласа çĕнĕлĕхсем шырамасăр кивĕллех ĕçлесе пурăнакансен çулĕнчен пăрăнса, наука вĕрентĕвĕсемпе çĕнĕ технологисене алла илсе çанă тавăрса вăй хуракансен экономики продукци хăйхаклăхне чакарса çиçĕмпе хăвăртлăхпа малалла каять, ĕç вăйне пĕр çĕре пухать, çĕнĕ тĕллевсем çуратса ял çыннин пурнăçне тĕпрен улăштарать. Пирĕн паянхи калаçу та район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов иртнĕ çул вĕçĕнче Муркаш Енри ял хуçалăх производство кооперативĕсене аталанма çĕнĕ технологи çулне уçса пани пирки. Сăмах районти сыснасене Голландири «Провими» компанин технологийĕпе тăрантарасси çинчен. Тепĕр майлă каласан, сыснасене типĕ апатпа тăрантарса усрасси. Çак çĕнĕ технологие çул уçни Муркаш районне мĕн пачĕ-ха? Ку ыйту çине хурав шыраса тата ăнлантару ĕçне анлăлатас тĕллевпе районти «Содружество» чикĕллĕ яваплăхлă общество директорĕпе Евгений Юрьевич Ивановпа тĕл пултăмăр. Халĕ хамăр калаçăвăн шăнăрĕпе хаçат вулавçисене паллаштарас тетпĕр. Курсах тăратпăр, çĕнĕ шухăшлавпа çĕнĕлле ĕç мелĕсем кашнинех интереслентереççĕ.
- Евгений Юрьевич, калаçăва хăвăрпа паллаштарнинчен пуçлар пулĕ.
- Хам эпĕ аслă пĕлÿллĕ юрист. Анчах ялта çуралса ÿснĕ вуншар-çĕршер ачанни пекех маншăн та çĕр ĕçĕ ют мар. Кунта вара выльăх-чĕрлĕх отраслĕсĕр те майĕ çук. Çавăнпа та юлашки çулсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни тăкак çеç пани мана тарăн шухăша ячĕ. Текех кивĕлле ĕçлени каçармалла мар айăп пулни курăнчĕ. Капла юрамасть. Район администрацийĕн пуçлăхĕ те çĕнĕ çулсем шырани малалла пăхакан ертÿçĕсене пĕр чăмăра пуçтарчĕ. Пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнче «Моргаушкорм» чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа пĕрле «Оринино», «Лидер», Ильич яч. хис., «Ударник», «Передовик», «Восток», «Сундырский» хуçалăхсем пĕр чăмăра пĕрлешсе Голландири «Провими» компанин технологийĕпе сыснасене типĕлле тăрантарма комбикорм кăларма «Содружество» чикĕллĕ яваплăхлă общество туса хучĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ Ю. Иванов, хăй Атлашри чăх-чĕп фабрикинче ĕçленĕ чухнех çак компани ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнăскер, малашлăха пăхакан асăннă хуçалăх ертÿçисене çĕнĕ шухăшлава пурнăçа кĕртме сĕнчĕ. Ертÿçĕсем енчен асăрханулăх пулчĕ пулин те, шаннă кайăк йăваран тармарĕ. Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Ильич яч. хис., «Оринино», «Лидер» хуçалăхсем хăйсен витисенчи сыснасене типĕлле тăрантарас ĕçе пуçăнчĕç. Декабрĕн 3-мĕшĕнче çак технологи çине «Ударник» хуçалăх куçрĕ. Кăçал çуркуннерен Чемейсем те ăна алла илчĕç. Çĕнĕ технологипе ĕçлеме пуçланин пĕрремĕш утăмĕсене пĕтĕмлетсе мĕн калама пулать-ха; Хуравĕ курăмлă: самăртма хупнă сыснасем талăкра вăтамран 700-900-шер грамм таран ÿт хушаççĕ. Çак çулпа кайса çÿлте асăннă хуçалăхсем тупăшсăр сысна отрасльне кĕске хушăрах тупăш çулĕ çине кăларчĕç.
- Çакна ытти хуçалăхсем епле хаклаççа-ха? Ахальлĕн-çке тупăш илме май пур çĕртех çухату тÿсетпĕр.
- Эпир ĕçлеме пуçланăранпа иртнĕ çичĕ уйăхра вĕсем сăнавçăсем вырăнĕнче пулчĕç. Хак памалли вара вĕсемшĕн пурах. Акă, пирĕнпе ĕçлекен кашни хуçалăхах кĕске хушăрах тăкакран тупăш çулĕ çине тухрĕ. Халĕ çав хуçалăхсенчи сысна пăхакансемпе тĕл пулса калаçсан, вĕсем выльăхсене унчченхилле пĕçерсе çитересси пирки сăмах та хушмаççĕ, çав тăкаклă çултан пăрăнма май килнишĕн хĕпĕртенине пытармаççĕ. Вĕсен ÿсĕмĕсене курса ыттисем те вырăнта лармаççĕ. Эпир те комбикорм кăларас калăпăша ÿстерме пăхатпăр. Пире çакна тума çĕнĕ тыр-пултан «Сеятель», «Динамо», Ленин яч. хис., Мичурин яч. хис. хуçалăхсем те сыснасене типĕлле тăрантарас технологи çине куçма пăхни хăвалать. Ĕç çăмăлланни, продукци илесси ÿсни, хăйхаклăх чакни, ĕç культури ырă енне улшăнни çĕнĕ технологие куллен пропагандăлать.
- Çĕнĕ технологи çине куçасси пĕр кунта тумалли ĕç мар ĕнтĕ...
- Çапла, паян пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем юлнă тырă-пулăпа майлашăнса пурăнаççĕ. Çавăнпа та нумайăшĕ пирĕнпе ĕçлессине çĕнĕ тырă килме пуçлакан вăхăта хăвараççĕ. Çакă тĕрĕс мар çул пулнине палăртас килет. Эпир пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене е уйрăм çынсене комбикорм хатĕрлесе панипе çеç çырлахмастпăр, хамăр пулас клиентсене çĕнĕ технологипе ĕçлеме хатĕрлетпĕр. Çавна валли вăл е ку йыша пăхса ÿстерме тырă тата комбикорм мĕн чухлĕ кайнине (тырă ытти технологиринчен палăрмаллах сахал расхутланать) шутласа паратпăр. Сыснасене типĕлле тăрантарас технологипе чĕрĕ виçене 110 килограма çитерме 280-290 килограм урпапа тулă хутăшĕ кирлĕ. Клеткăсенчи микроклимат, кормушкăсен юсавлăхĕ, сарайсенчи санитари лару-тăрăвĕ – йăлтах маларах шута илсе пăхмалли факторсем. Çак тĕпчевсем хыççăн хуçалăхсене килĕшÿллĕ мар енсене пĕтерме рекомендацисем паратпăр. Çакнашкал хатĕрленÿ пысăк тимлĕх ыйтать, мĕншĕн тесен çĕнĕ технологире тасалăхпа тирпейлĕх малти вырăнта тăраççĕ.
- Хăш ÿсĕмри сыснасене мĕн чуль апат кирлĕ çĕнĕ технологире?
- Ыйтăвне тĕрĕс хускатрăр. Кашни виçери сысна хăйĕн виçине кура апат çиет. 12 килограма çитичченхи çурасем 6-7 эрнере «суперпрестартер» комбикорма 4,5 килограмм çиеççĕ. Пĕр килограмм комбикормăн хакĕ 30 тенкĕне яхăн. Типĕ белоксемпе витаминсен, минералсемпе антибиотиксен вак муклашкаллă хутăшне усă курма хатĕррине туянатпăр.
12-27 килограмм виçеллĕ сыснасем «стартер» комбикормпа (20 проценчĕ белокпа витаминлă минераллă хутăш, 80 проценчĕ – тулăпа урпа) пурăнаççĕ. 6 эрнере вĕсен 27 килограма çитмелле, пĕр сысна пуçне ку чухне 32 килограмм комбикорм тивмелле (пĕр килограмм хакĕ 7 тенкĕ).
27-54 килограмм виçеллĕ сыснасем валли пăхнă комбикорм – «гроуер». Унта белокпа витеминлă минерал хутăшĕ 15 процент, ытти – тулăпа урпа. Хатĕр пĕр килограмм комбикорм хакĕ 5-6 тенкĕ.
54-110 килограмм виçеллĕ самăртма хупнă сыснасем «финишер» комбикорм çиеççĕ. Хатĕр 1 килограмм комбикорм хакĕ 4-5 тенкĕ. Кунта вара белокпа витаминлă минерал хутăшĕ 10 процент кăна. Каласа хăвармалла, çав хутăшсенче сыснана кирлĕ пур макро-микроэлементсемпе хăш-пĕр антибиотиксем те пурри выльăхсене ытти йышши апат парассинчен хăтарать. Режима пăхăнса кунне иккĕ апатланнă сыснасем кунĕпех ыйхăра. Ытарлăрах каласан, çывăрсах ÿт хушаççĕ вĕсем.
Сăмах самăртма хупнă сыснасене типĕллĕ тăрантарасси пирки пыни çумне çакна та хушса калас килет: «Лидер», Ильич яч. хис., «Ударник», «Оринино» хуçалăхсенче кăçалхи февральтен пĕтĕлентернĕ тата анчах çурланă сыснасене те типĕлле тăрантарма пуçларĕç. Çĕнĕ технологипе тăрантарса усранă амасенчен çуркунне малтанхи çурасем илтĕмĕр. Кăтарту кĕтнинчен иртрĕ: çурасем çирĕпрех те шултрарах çуралчĕç, вĕсен пурăнаслăхĕ 100 процента çывăх, çурасем пĕрремĕш кунран майлах комбикорм çиме пуçлаççĕ. Çак ĕç çĕнĕ технологин малашлăхĕ пысăккине кăтартать.
- Евгений Юрьевич, районта сыснасен пысăк пайне килти хушма хуçалăхсенче ĕрчетеççĕ. Çĕнĕ технологипе вĕсем те усă курайраççĕ-и? Апат сахалрах каять тенине цифрăсемпе илсе кăтартсан еплерех-ши?
- Çĕнĕ технологирен (унпа килте усă кураççĕ-и е пĕрлешÿллĕ хуçалăхра) чару çук. Вăл пурин валли те. Акă, çĕннине хăвăрт алла илекен çынсем пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчен çаврăнăçуллăрах ун çине куçаççĕ. Паян пирĕнпе вун сакăр килти хушма хуçалăх ĕçлет. Эпир вĕсемпе ытларах ĕçлеме те хатĕр. Хамăр енчен илсен пирĕнпе ĕçлес текен кашни çыннах эпир технологи программипе паллаштаратпăр. Рекомендацисем, инструкцисем, консультацисем тÿлевсĕр.
Апат виçи пирки. Çĕнĕ технологипе пĕр сыснана 110 килограма çити ÿстерсе аша кăларса яма харпăр хăй тыррине пăхса 326 килограмм комбикорм кирлĕ. Çакна валли паянхи хаксемпе тырăсăр пуçне 1620 тенкĕ укçа хывмалла. Кунта хамăр енчен çĕнĕлĕхсем кĕртсе, хăш-пĕр улшăнусем туса комбикорм хатĕрлеме каякан укçа-тенкĕ суммине пĕчĕклетес çула пăхатпăр. Çакă йăлтах ял çыннишĕн пулнине пытарма çук.
Тепĕр вăрттăнлăха та уçса хăварам. Белокпа витаминлă минерал хутăшне (БВМД) пирĕн патăмăрта туянса комбикорма технологие пăхăнса вырăнтах хатĕрлеме те пулать. Ăна валли тырă авăртакан арман кирлĕ тата хутăшсене пăтратса пĕрешкел хутăштаракан шăнăç. Анчах манас çук: хатĕр комбикорм упранаслăхĕ 7 талăк. Çав вăхăтрах БВМДна полипропилен михĕсенче тытса типĕ пÿлĕмсенче темиçе уйăх та усрама пулать. Технологин çак енне шута илсе эпир эрнере икĕ хутчен комбикорм кăларатпăр.Çавăнпа та пирĕн технологипе ĕçлес текенсен пирĕн пата эрнере 1-2 хут çитмеллех пулать.
Маларах пуçланă шутлава ансатлатса вĕçне çитерем. Паянхи хаксемпе пĕр сысна ÿстерсе самăртма БВМД 1312 тенкĕлĕх кирлĕ. Тырри 280-290 килограмм кирлĕ пулсан чи пысăк хакпа 1015 тенкĕне ларĕ. 110 килограмм таякан сысна чĕрĕ виçепе килограмне 53 тенкĕпе сутăнсан, пĕтĕмĕшле хак 5830 тенкĕне ларать. Тупăш тухни куçкĕрет.
- Эсир хатĕрлекен комбикорм макро-микроэлементсемпе пуянран унпа тăрантаракан сысна рационне сĕт те, курăк та, çĕр улмипе тăвар та хушма кирлĕ мар. Тата мĕн çинче асăрхаттарса чарăнса тăрайратăр?
- Эсир калани пĕтĕмпех тĕрĕс. Манăн вара уйрăм сăмах шыв çинче. Сыснасем ĕçмелли шыв ялан умра тата таса пулмалла. Сыснасем унта кĕрсе выртасран, тислĕк тавраш тултарасран сыхланмалла тумалла, шыв пăр пек сивĕ пулмалла мар, шывпа комбикорм валли уйрăм валашкасем пулсан аванрах, енчен те уйрăм кормушка пулмасан, шыва комбикорм кормушкине те ярса пама юрать (паллах, вăл шăтăк мар пулсан).
Пырăр! Паллашăр! Калаçăр! Малашлăха пăхса ĕçлĕр! «Содружество» чикĕллĕ яваплăхлă общество «Моргаушкорм» чикĕллĕ яваплăхлă общество территорийĕнче вырнаçнă.