Черетлĕ 29-мĕш лару пулать
Районти самоуправлени пуçлăхĕн хушăвĕпе депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 29-мĕш ларăвне кăçалхи июнĕн 30-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.
Лару кун йĕркине çак ыйтусене кĕртме сĕннĕ:
1. Районта выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çинчен.
2. 2003-2005 çулсенче районта пĕчĕк предпринимательствăна пулăшасси программăна пурнăçлани çинчен.
3. 2003-2006 çулсенче районта физкультурăпа спорта, туризма тата сывă пурнăç йĕркине комплекслă аталантарасси программăна вăя кĕртни çинчен.
4. Районти наркологи лару-тăрăвĕ çинчен.
5. 2005 çулта муниципаллă пурлăха приватизацилесси программа тата 2007 çулччен муниципаллă пурлăха приватизацилемелли тĕп çул-йĕрсем çинчен.
Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен тытăмне реструктуризацилесси тĕллевлĕ программа çинчен.
7. Муниципаллă районăн тата ял халăхĕ пурăнакан вырăнсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйлама пĕр мандатлă суйлав округĕсен схемине çирĕплетесси çинчен.
8. Район Уставĕн проекчĕ çинчен.
9. «Район Усатвĕн проекчĕ пирки граждансен сĕнĕвĕсене шута илес тата граждансем район Уставĕн проектне сÿтсе явма хутшăнас йĕрке çинчен» Положени çинчен.
10. Депутатсен районти Пухăвĕн 2004 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнчи С-26-2 номерлĕ «Районăн 2005 çулхи бюджечĕ çинчен» решенине улшăнусем кĕртесси çинчен.
11. Депутатсен районти Пухăвĕн 2004 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнчи С-26-4 номерлĕ «2005 çулта çĕршĕн тÿлемелли нормативсем çинчен» решение улшăнусем кĕртесси çинчен.
12. Наградăсем илме тăратасси çинчен.
Ларăва райадминистрацие ответлă ĕçченĕсене, ял администраци пуçлăхĕсене, предприяти, организаци, учреждени ертÿçисене чĕнеççĕ.
Лару 9 сехетре райадминистрацин ларусен залĕнче уçăлать.