Моргаушский муниципальный округ

Тĕп тĕллев - çынсен сывлăхне çирĕплетесси

Йăлана кĕнĕ тăрăх, июнь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче, эпир çулсеренех Медицина ĕçченĕсен кунне паллă тăватпăр.

Çирĕп сывлăхлă пулни, юратнă ĕçре чуна парса тăрăшни çынна телей, савăнăç кÿреççĕ. Анчах та пачах чирлемен, тухтăрсем патне пулăшу ыйтма кайман çынсем пурнăçра çав тери сайра. Çын чирлесси унăн пурнăç йĕркипе  тÿреммĕнех çыхăннă. Паллах, çут çанталăк та, йăхри чирсем те витĕм кÿреççĕ, анчах та ун пекех вăйлă мар. Медицина ĕçченĕсенчен çын сывлăхĕ нумаях килмест. Кашни çын хăйĕн пурнăçĕн хуçи. Апла пулин те, сывлăх хуралçисем тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Нумай çынсене вилĕмрен çăлса вĕсене иккĕмĕш пурнăç парнелеççĕ медицина ĕçченĕсем.

Хăйсен профессиллĕ уявĕ умĕн хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. ЧЕРНОВА районăн тĕп врачĕпе В.Г. ДАНИЛОВПА тĕл пулнă хăйсен ĕçĕнчи пĕтĕмĕшле лару-тăрупа, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарма ыйтнă.

- Владислав Григорьевич, юлашки çулсенчи медицина аталанăвĕ пирки пĕтĕмĕшле мĕн калама пултаратăр?

- Калас пулать, районти сывлăха сыхлас ĕç пĕр вырăнта тăмасть, малаллах аталанса пырать. Юлашки 3 çулта районти халăх сывлăхне сыхлас ĕç республикăра лайăххисенчен пĕри шутланать. Ку енĕпе çемье медицинин аталанăвĕ уйрăмах паллă вырăн йышăнать. Хамăр тивĕçсене пурнăçланă чухне эпир тĕллевлĕ программăсене тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Вĕсем пире кулленхи ĕçе ăнланса, умри задачăсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тĕрĕс çул-йĕр кăтартса пыраççĕ.

Сăмахран, 2002-2006 çулсем валли «Ялти сывлăха сыхлас ĕçе аталантарасси» программа тата «Çемье медицини» подпрограмма йышăннă. ЧР Президенчĕ темиçе çул каялла çемье медицинине аталантарасси пирки ятарлă указ та йышăнчĕ. Çакă вăл патшалăх çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшнине, çак ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнине тепĕр хут çирĕплетет. Çемьере ашшĕ-амăшĕ сывă пулсан, вĕсен ачисем те мăнукĕсем те чылай чухне сывă пулаççĕ.

- Çак ыйту çинче тĕплĕнрех чарăнар-ха?

- Районти сывлăха сыхлас ĕçе аталантарас тĕлĕшпе çемье медицини чăннипех малти вырăнта тăрать. Хальхи вăхăтра районта пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем тăваттă, пилĕкмĕшне Йÿçкассинче уçма хатĕрленетпĕр. Унăн çуртне туса пĕтернĕ, халĕ унта медицина техникипе оборудовани турттараççĕ. Çывăх вăхăтрах ăна уçма шутлатпăр.

Çакна та палăртма кăмăллă: юлашки икĕ çулта пирĕн районти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсен врачĕсем республикăри конкурсра та малти вырăнсене йышăнаççĕ. Иртнĕ çулта Нискассинчи пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕнчи çемье врачĕ В.М. Басяев пĕрремĕш вырăна çĕнсе илме пултарнă пулсан, кăçал – Ярапайкассинчи В.Н. Любимова врач.

Калас пулать, çулталăк хушшинче вĕсен ĕçĕпе паллашма питĕ нумай делегацисем килсе кайрĕç. Иртнĕ çулта, Шупашкарти пĕтĕмĕшле практика врачĕсен Раççейри съезчĕ пынă тапхăрта съезд делегачĕсем пулчĕç. Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ субьекчĕсен Сывлăха сыхлас ĕç министерствисенчен, тĕрлĕ институтсенчен, академисенчен ученăйсемпе академиксем, пысăк больницăсен тĕп врачĕсем пулчĕç. Çакăн хыççăн хамăн та медицина ĕçченĕсен Раççейри канашлăвĕнче сывлăха сыхлас ĕç тытăмне çĕнетсе улăштарасси пирки сăмах калама тиврĕ.  Унта социаллă политика тата сывлăха сыхлас ĕç министрĕ М. Зурабов, Рошаль академик, Стародубцев профессор т. ыт. паллă çынсем чылаййăн пулчĕç. Канашлура тивĕçлĕ йышăну турĕç: Раççейре сывлăха сыхлас ĕç тытăмне васкамасăр, майĕпен улăштармалла. Мĕншĕн тесен, хальхи вăхăтра финанспа экономика тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем пурри медицина çине те витĕм кÿрет.

- Хальхи вăхăтра больницăсенче чирлисене эмелсемпе тивĕçтересси мĕнле шайра?

- Япăх тесе калас килмест. Паянхи кун районти пĕтĕм больницăсенче тĕп сиплев ĕçне пурнăçлама мĕн пур эмелсемпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Кăçалтан пуçласа поликлиникăри кăнтăрлахи стационарта тата ялсенчи врач амбулаторийĕсенчи кăнтăрлахи стационарсенче те  чирлисене тÿлевсĕр сиплеме тытăнатпăр. Сайра-хутра кăна çынсем уйрăм эмелсемпе витаминсем, поливитаминсем, пĕр хут укол тумалли шприцсемпе системăсене илеççĕ.

Çавăн пекех федераллă регистра кĕртнĕ тĕрлĕрен çăмăллăхсемпе усă куракансене те эмелсемпе тивĕçтересси лайăхланнă. Вĕсен шутне Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, салтак арăмĕсем т. ыт. те кĕреççĕ. Иртнĕ çулхи 5 уйăхпа танлаштарсан, кăçал вĕсене валли эмелсене 1,5 хут ытларах уйăрнă. Енчен те ятарлă приказпа  çирĕплетнĕ списокра кирлĕ эмел çук пулсан, ун вырăнне çавăн пек витĕм кÿрекен урăх эмелпе сиплетпĕр.

- Сиплевпе сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсенче лайăх еннелле тата мĕнле улшăнусем пур?

- Темле пулсан та пурнăç та, çав шутрах медицина учрежденийĕсем те, аталанса пыраççĕ. Сăмахран, Йÿçкассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн  уйрăмĕпе кăнтăрлахи стационарсăр пуçне хуçалăх расчечĕпе ĕçлекен уйрăм та пулать. Унта йывăр чирлисене, нумай выртакан, урăх çын пулăшăвĕсĕр сипленейменнисене медицина сестрисем пулăшса тăрĕç.

Больницăсенче çынсене медицина пулăшăвĕ парасси та лайăхланса пырать. Сăмахран, Муркашри тĕп больницăри хирурги тата реанимаци уйрăмĕсем тахçанах хула больницисен шайĕнче ĕçлеççĕ.

Мăн Сĕнтĕрти иккĕмĕш номерлĕ тĕп больница та Л.И. Самушков врач ертсе пынипе çирĕппĕн малалла аталанать. Кунти врачсен квалификацийĕ те  ÿссе пырать, чирлисене сиплессипе те Мăн Сĕнтĕрте пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçлаççĕ.

Районти туберкулез служби пирки те пĕр-икĕ сăмах каласа хăварас килет. Ку ĕç те пĕр тикĕс малалла аталанса пырать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха  сыхлас ĕç организацийĕ  урлă илнĕ çынсене тĕрĕслемелли ятарлă аппарат та пур. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта туберкулез чирĕпе кĕрешме 12 пин долларлăх ятарлă лаборатори валли оборудовани килмелле, ăна валли ятарлă пÿлĕм те юсаса хатĕрлеççĕ.

- Кирек епле ĕçре те ăнăçу кадрсенчен килет. Эсир ку енĕпе мĕнле ĕçлесе пыратăр?

- Районта питĕ лайăх хатĕрленĕ врачсем вăй хуни çав тери савăнтарать. Вĕсенчен нумайăшĕн квалификаци категорийĕ пур, вĕсем республикăра та лайăх специалистсем шутланаççĕ. Хальхи вăхăтра районта хулара тăвакан йывăр операцисене пурне те пекех тăваççĕ. Мĕншĕн тесен ăна валли тивĕçлĕ специалистсем пур.

Терапи, педиатри коллективĕсенче, акушерствăпа гинекологинче тата васкавлă пулăшу уйрăмĕсенче те пултаруллă çынсем ĕçлеççĕ.

Уйрăм чирсенчен сиплекен специалистсем те лайăх ĕçленипе палăрса тăраççĕ. Вĕсен шутĕнче Л.П. Огурцова куç врачне, С.Г. Гусак хăлха, пыр, сăмса врачне, О.Ю. Попова фтизиатра, А.И. Петров дермато-венеролога, С.В. Овчинников эндоскописта асăнмалла.

Çавăн пекех Г.М. Огурцов райхирург, Ю.А. Кузнецов хирург, Э.А. Фомина райтерапевт, А.Е. Ярухин стоматолог, М.И. Касьянова нарколог хăйсен ĕçри пултарулăхĕшĕн районта пысăк авторитетпа усă кураççĕ.

Медицина сестрисемпе санитаркăсене, кĕçĕн медперсонала хăйсен çăмăл мар, тÿсĕмлĕ ĕçĕшĕн тав сăмахĕ калас килет. Вăтам медицина ĕçченĕсем районта 300 яхăн пулсан, вĕсенчен çурри ытла ĕçри пултарулăхĕшĕн квалификаци категорине тивĕçнĕ.

Манăн паян медицина сестрисенчен Мăн Сĕнтĕрти Т. Колесникована, Муркашри С. Куликована, С. Алексеевана, М. Шарапована, В. Васильева, Р. Толстована асăнас килет. Вĕсем хастар ĕçĕсемпе  ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

- Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр?

- Районти мĕн пур çынсене çирĕп сывлăх кăна сунатăп. Ан чирлĕр. Сывлăх пулсан пурте пулать.

Медицина ĕçченĕсене хăйсен професси уявĕ ячĕпе саламласа ĕçре ÿсĕмсем, пурнăçра телей, çемьере килĕшÿпе тăнăç пурнăç, ырлăх-сывлăх сунатăп.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
18 июня 2005
00:00
Поделиться