Моргаушский муниципальный округ

Пирĕн истори – пирĕн кун-çул

 

Чуманкасси, паттăр çын ятне панă ял, 225 çул тултарчĕ

Паянхи Чуманкасси малтан Апашран уйрăлса тухнă Хупахушкăньпе Пачкассие пĕрлештерсе тăрать, вĕсем халь Чуманкасси урамĕсем шутланаççĕ.

Ĕлĕк Хупахушкăнь пуçĕнчен пĕр çухрăма купцасен тавар турттармалли хурăнлă мăн çулĕ иртнĕ, ял пуçĕпе ХУ!!! ĕмĕрте пĕр вăхăтра  пасар пулнă, унта икĕ купцан магазинĕсем, икĕ купцан тăвар сутмалли складсем, хупах пулнă.

Мăн çул хĕрринче пулнăран-и тĕп Апаш халăхĕ Разин, Пугачев пăлхавĕсем вăхăтĕнче те, революци  граждан вăрçи тата коллективизаци вăхăтĕнче те питĕ активлă пулнă. Пăлхав пулнă тенĕрен, тата тепĕр пăлхавпа Апашсем историне кĕрсе юлнă. 1918 çулта продразверсткăна хирĕç пăлхатнă. Малтан  халăх Чуманкассине чиркÿ умне пухăннă. Унтан Турая кайса вулăс кантурне тустарнă: кăшт çеç тивертсе яман. Ун хыççăн вулисполком пуçлăхĕн килне кайса тустарнă, арăмне хăратса пĕтернĕ. Пулас Апаш çыннисем ĕлĕк Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн Хĕвелтухăç енче Вятка Кама юханшывне юхса кĕнĕ çĕртен инçех мар пурăннă. Час-часах вăрçă пулнăран унта пурăнма май çук пулса çитнипе ХУ! ĕмĕр пуçламăшĕнче унтан халь пурăннă çĕрелле тухса килнĕ. Калас пулать: пулас Турай Сурăм тата Янасал таврашсем унччен малтанах ку тăрăха килсе вырнаçнă. Кунта пулас Апашсене çĕр тупса вырнаçма  йывăр пулнă, çавăнпа та меллех мар пулин те шĕшкĕ варĕн сылтăм çыранне  вырнаçма тивнĕ. Шĕшкĕ варĕ хĕрринче яла сарăлма вырăн пулман. Çĕнĕрен хушăннă çемьесем хальхи Пачкассипе Хупахушкăнь вырнаçнă çĕре куçа-куçа ларнă. 1780 çулта шĕшкĕ варĕ хĕрринчи Апаш ялĕнче юлнă 4 кил те çĕнĕ вырăна, кивĕ ялĕнчен инçех мар çĕре, хальхи Чуманкасси вырăнне куçса ял пуçарнă. Çав çул Апаш ялĕ пĕтнĕ. Чуманкасси ялне пуçарса яракан çынсен ячĕсем çаксем:

Елекки – паянхи Юрий Антонов тахçанхи ăру пуçлăхĕ*

Яки-паянхи Алексей Андриянов таврашĕ*

Анчăк-паянхи Николай Поликарпов таврашĕн ăру пуçлăхĕ*

Улушка-паянхи Козыковсен ăрăвне пуçараканни.

Çапла кăçал, Чуманкасси ялĕ пуçăнни 225 çул çитрĕ.

Чуманкасси ялне çын ячĕпе çапла каланă. Куçса ларакансен хушшинче ун ятлă çын çук. Ял ячĕ 1759 çулта пулса иртнĕ пăлхавпа çыхăннă.

Апаш-Янасал таврашсене 1741-1944 çулсене православи тĕнне  йышăнтарнă. 1748 çулта Турайра чи малтанхи чиркĕве тусан Апашсем Турай приходне кĕнĕ (Турай чиркÿне пăхăнакансен шутне кĕнĕ). Калас пулать – ун чухне Отарккăпа Карманкасси ялĕсем пуçăнман-ха.

Халăха çĕнĕ тĕне йышăнтарма çăмăл пулман. Хăшне-пĕрне вăйпа «патакпа» йышăнтарма тивнĕ. Пуп пулса малтанхи тапхăрта вырăссем çеç пулнă. Вĕсен хушшинче халăха çĕнĕ тĕнпе паллаштарас шутĕнчен ытла халăхран тĕрлĕ  тÿлевсем пуçтарса  пуяс шутпа килнисем те пулнă. Халăхăн ахаль те сахал мар хырçă тавраш тÿлемелли нумай пулнă, чиркĕве пула хырçă-парăм тавраш тата нумайланса кайнă.

Ку çеç те мар. Чиркÿре кĕлĕ сăмахĕсене вырăсла та мар, кивĕ славян чĕлхинчи сăмахсемпе каланă. Халăх чиркÿре пачăшкă каланинчен пĕр сăмахне те ăнланман. (Çĕр çул ытла иртсен 1870 çулта тин чиркÿри кĕлĕсене чăваш чĕлхипе ирттерме пуçланă). Çавăн пек сăлтавсене пула 1759 çулта Апаш халăхĕ Чуманпа Резен ертсе пынипе чиркĕве хирĕç пăлхав тунă. Чуманпа Резене арестлесе тĕрмене хупнă. Вĕсем унтан каялла таврăнайман. Çĕнĕ яла халăхшăн хăй пуçне  хунă Чуман ятне панă. Çапла Чуманкасси чиркÿпе влаçа хирĕç тăма хăраман паттăр ятне панă яла.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
18 июня 2005
00:00
Поделиться