Çĕртме уйăхĕ
Тыр-пула, çĕр улмине, выльăх кăшманне тата ытти ял хуçалăх культурисене вăхăтра акса-лартса хăварсан çур аки ĕçĕсем вĕçленнине пĕлтерет. Ку мĕн ĕмĕртенпех çапла пулнă. Асăннă ĕçсене пурнăçланă хыççăн бригадăсенчи халăхсем килтен, фермăсенчен тислĕк турттарма тытăнаççĕ. Çакăн пирки колхозăн аслă пухăвĕнче йышăнса хăваратчĕç, ĕç йĕркине çирĕплететчĕç. Кашни гектартан мĕн чухлĕ тĕш-тырă, çĕр улми тата ытти çимĕçсене пухса кĕртсе тирпейлессипе çивĕч калаçу пыратчĕ. Кун йĕркинчи тепĕр ыйтупа уй-хире пиншер тонна тислĕк кăларасси пирки йышăнса хăваратчĕç. Çак палăртнă ĕçсенчен пĕрлешÿллĕ хуçалăх нихăçан та пăрăнман, мĕн йышăннисене пурнăçласа пынă.
Тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ чух колхоз кĕлечĕсене тарасасем урлă виçсе кĕртнĕ пулсан, уйсене кăларакан тислĕке те вĕсем урлах виçсе кăларнă. Çĕре улталас мар тесе бригадăсенче, фермăсенче пысăк тарасасем пулса. Малтан тислĕке колхозниксенне килĕрен кăлараттăмăр. Кашни килтен пилĕкшер тонна паратчĕç, çавăншăн улăм парса тÿлесе.
Сенĕк йăтма пултарнă ачасем, вăй пуррисем пурте пĕр шухăшлă пулса ĕçлетчĕç. Бригадăсенче аллăшар-утмăлшар çын ĕçе тухатчĕ. Тислĕке турттармашкăн колхоз правленийĕ çителĕклĕ таран автомашинăсемпе тракторсем уйăрса панă. Суворов яч. хис. хуçалăхăн хăйĕн торф карьерĕ пулса. Торфа уя вăхăтра тата ытлă-çитлĕ кăлармашкăн «Сельхозхиминчен» отряд чĕнсе илеттĕмĕр. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ колхозшăн пысăк тупăшлă пулнă. Хуçалăха пулăшнишĕн вĕсем колхозран пĕр пус та укçа илмен, пĕтĕмпех патшалăх тÿлесе.
Эпир çамрăк пулнă май пирĕнтен аслисем пире çапла вĕрентетчĕç. Хăвна çуратса çитĕнтернĕ аннÿне мĕнле юратса пăхатăн, çĕр-аннене те çавăн пекех пăхмалла тесе. Вĕсем çĕр-аннене çавăн пек пăхатчĕç, вăхăтра кирлĕ апат-çимĕç пама, сухаласа акма вĕрентетчĕç. Эпир çакна пĕтĕмпех ăша хывнă, асра хăварнă. Чăн та, çĕр ĕçĕпелле вăхăтра ĕçлесе пымасан, ăна пăхма пăрахсан çĕр-анне те пулăшма пăрахĕ.
Эпĕ астăвасса, Суворов яч. хис. хуçалăхра торфпа тислĕке уйра хутăштарса купалатчĕç. Куписене пысăк тăватчĕç, купаланă компостсене çиелтен тăпрапа витетчĕç. Çав купасем ыраш акмалли уйсенчеччĕ, вĕсене акас умĕн кăна салатса сухалатчĕç. Акнă тырăсем тепĕр çул çынсен çÿллĕшĕнчен те иртетчĕç, пучахĕсем шитран кая марччĕ. Уйсем тăрăх пăхса çÿрекен хăнасем те çав тери кăмăллăччĕ.