Моргаушский муниципальный округ

Пултарулăхĕпе хисепре

 

Çут тĕнчере кашни ĕçех хисепе тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен кирек епле  профессипе тăрăшсан та вĕсем пурнăçра пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Сăмахран, строительсен ĕçĕсĕр никам та пурăнаймасть. Е тата учитель ĕçнех илер-ха. Пире мар пулсан та, хамăр ачасене кунсерен тарăн пĕлÿ пама тăрăшаççĕ вĕсем.

Юлашки çулсенче ытти çĕрти пекех пирĕн районта та ялсене çут çанталăк газĕ кĕртес тĕлĕшпе нумай тимлерĕç. Тĕрлĕрен организацисем ĕçлерĕç газ кĕртессипе. Вĕсенчен пĕри «Спецмонтажгаз» ОАОн «Моргаушская» филиалĕ. Ку ПМКра ĕçлекенсенчен чылайăшĕ пысăк опыт пухнăскерсем, хăйсен тивĕçĕсене лайăх ăнланса пурнăçлаççĕ.

Акă, сăмахран, М.А. Пакушкин газоэлектросварщик пулса 34 çул хушши тимлет. Çак тапхăрта миçе яла çитмен-ши, миçе киле çитсе газосварщик ĕçне пурнăçламан-ши Михаил Андреевич! Хăйĕнчен çирĕп  ыйтакан, çав вăхăтрах питĕ сăпайлăскер, нумай калаçма юратмасть. Ку организацире пĕри – пуриншĕн, пурте пĕриншĕн тăрăшса, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыраççĕ. Чăн-чăн коллективра çаплда пулмалла та. Мĕншĕн тесен, паянхи пурнăç условийĕсенче никама та çăмăл мар. Укаç-тенкĕ енчен те йывăрлăхсем тухса тăраççĕ. Апла пулин те, коллективра çакна лайăх ăнланса вăй хураççĕ. Михаилд Андреевич та вĕсен шутĕнчех. Ĕçри пысăк опытне çамрăксене хаваспах парать вăл, ыранхи малашлăхшăн тăрăшать. Вăтăр çул ытла ĕçлесе сахал мар Хисеп грамотисене, Тав çырăвĕсене, уявсенче хаклă парнесене тивĕçнĕ вăл. Унăн ылтăн аллисем кашни ĕçех вăр-вар пурнăçланине пĕлтерет те çакă.

Сăмах май каласан, М.А. Пакушкинăн ашшĕ те, Андрей Михайлович, çак организацинче прораб пулса тăрăшнă, ывăлне те кирлĕ ĕçе явăçтарнă. Ун пек династисем кирек хăçан та хисепе тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен чăвашсем мĕн авалтанпах ĕçченлĕхпе палăрса тăнă.

Çак кунсенче Михаил Андреевич хăйĕн 55 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çав ятпа ăна тус-юлташĕсем, çывăх çыннисем саламлаççĕ, пурнăçра телей, ĕçре ăнăçусем, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
17 июня 2005
00:00
Поделиться
;