Моргаушский муниципальный округ

Ватăлни

Ватăлни вăл – организм ĕçне аркатса пырса клеткăсем вилни, вăл тĕрлĕ пулăмсене хăнăхса пырасси чакни, унăн шанчăклăхĕ Сахаланни, çулсем кайнă тăрăх чирлеслĕх ÿсни, çын вилĕм патне çывхарни. Ватăлассипе ватлăха тата çулсен ÿсĕмне уйăрни кирлĕ, сăлтавĕ пулсан унăн витĕмĕ те пулать. Халь йышăннă çулсен классификацийĕпе ватă çын тесе 75 çултан иртнисене шутлаççĕ.

Ватăлнине малтанхи паллисем сисĕнмесĕр пуçланаççĕ. Пит çинче пĕрремĕш пĕркеленчĕксем тухаççĕ. Ку вăл çыннăн ÿтĕнчи çу сийĕ чакнипе тата ÿт çирĕплĕхĕ сахалланнипе çыхăннă. Çÿç кăвакарма тата тăкăнма пуçлать. Шăмă сыпписем патракланаççĕ, хуçăлсан та майĕпен тÿрленеççĕ. Шăмă сыпписен пиçĕлĕхĕ, çирĕплĕхĕ чакать, çавна май хусканусем тума йывăрланать, час-часах ун пек чух шăмă сыпписем ыратаççĕ. Ватă çынсем асăрханса, майĕпен утаççĕ. Вĕсен утти те улшăнать, йĕркелĕрех утма пуçлаççĕ, курпун тухать.

Çулсем кайнăçемĕн майĕпен организмри органсемпе системăсен ĕçлеслĕхĕ чакса пырать. Нервă клеткисен ĕçĕ вăйсăрланнă пирки çыннăн астăваслăхĕ Чакать, уйрăмах нумай пулмасть пулса иртнĕ ĕçсене манакан пулать, чĕре таппин хăвăртлăхĕ те чакать, чĕре мышци вăйсăртарах ĕçлеме пуçлать, эндокринлă, сывлав, апат ирĕлтерекен т. ыт. системăсенче улшăнусем пулса иртеççĕ. Ватăлса пынă май клеткăсен тытăмĕ, ĕçĕ ыылмашăнса тăрасси улшăнни тĕрлĕ чирсен никĕсĕ пулса тăраççĕ, чи малтанах, атеросклероз, чĕрин ишеми чирĕ, остеохондроз, сахăр диабечĕ, радикулит т. ыт. чирсем валли.

Ватăласси хăй вăхăчĕпе тата иртерех (вăхăтсăр) те пулма пултарать. Хăй вăхăчĕпе ватăлни тесе çулдсем кайнăçемĕн, майĕпен организмра улшăнусем пулса иртнине калаççĕ, вĕсен хăвăртлăхĕ кашни çын организмĕн уйрăмлăхĕсемпе çыхăннă.

Вăхăтсăр ватăлнин сăлтавĕ вара – организм çине  çут çанталăкри тавралăхри ырă мар пулăмсем, чи малтанах чирсем витĕм кÿнинче. Чирсем çын миçе çулта пулнипе тÿреммĕнех çыхăннă. Çĕршер чир паллă пулсан та, ватăлсан вилĕм патне илсе çитерекеннисем темиçе анчах. Вĕсен шутне гипертони чирне, чĕрен ишеми чирне, ракпа диабет т. ыт. хăш-пĕр чирсене  кĕртмелле. Вĕсене пуçланма тата аталанма пулăшакан сăлтавсем: апат йĕркеллĕ çитменни, сахал хускануллă пурнă, стрессем, пирус туртни, эрех нумай ĕçни, çут çанталăкри ырă мар факторсем т. ыт. те. Вĕсене пĕтерни нумай чирсенчен асăрханма пулăшать, вăхăтсăр ватăлнине чарса ĕмĕр вăрăмăшне тăсать.

Ĕмĕр тăршшĕ çине çавăн пекех йăхри сăлтавсем, çыннăн пурнăç йĕрки, тавралăхри факторсем те витĕм кÿреççĕ. Нумай пурăнакан çемьесенчи ачасен ытларах чухне ĕмĕрĕсем вăрăм пулнине тупса палăртнă. Чирсенчен асăрханасси тата вăхăтсăр ватăлассине чарса лартасси мĕн ачалăхран пуçласа ватăличченех профилактика тата гигиена мерисене мĕнле пурнăçласа пынинчен те килет.

Халăх ватăлса пыни (пĕтĕмпе халăх йышĕнче ватă çынсен хисепĕ ÿссе пыни) аталаннă пур çĕршывсемшĕн те палăрăмлă пулса тăрать.

Çак пулăмпа çыхăннă проблемăсем геронтологие тата гернатрие хăвăрт аталантармалли сăлтав пулса тăнă. Геронтологи вăл - çын тата ытти чĕрчунсем ватăлнин сăлтавĕсене тишкерсе тĕпчекен наука* гернатри – ватă çынсен чирĕсен науки. Геронтологин тĕп задачи вăхăтсăр ватăлнинчен асăрхаттармалли çул-йĕрсемпе меслетсене тупса палăртасси. Унăн тĕллевĕ – ватлăх кунĕсене тăсасси мар, ĕçлеслĕх тапхăрне чылай ÿстересси, чирсем пуçланас тапхăра каярах куçарасси.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
11 июня 2005
00:00
Поделиться