Моргаушский муниципальный округ

Чĕлхе тĕпчевçи Андрей Алексеев

Вăрах вăхăт йывăр чирлесе пурăннă хыççăн чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи, РФ çыравçисен тата журналисчĕсен союзĕсен пайташĕ, куçаруçă, таврапĕлÿçĕ, чăваш наци юхăмĕн хастар кĕрешÿçи Андрей Алексеевич Алексеев ентешĕмĕр çурхи янкăр хĕвеллĕ кун пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Ăна тăван çĕре, авалхи Хурăнлă çул хĕрринчи çăва çине, йышлă халăхпа чысласа пытартăмăр. Уйрăлу самантĕнче тĕпчевçĕсенчен Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ В.С. Григорьев историк, чĕлхе пĕлĕвĕн пайĕн ертÿçи А.П. Хусанкайпа Ахмане ывăлĕ Г.А. Дегтярев чĕлхеçĕсем, артистсемпе çыравçăсен ятĕнчен И.В. Семеноа (Ярапар) тата ыттисем тухса калаçрĕç.

Андрей Алексеев – Тăван Çĕршыв аслă вăрçин нушине тÿссе çитĕннĕ чăваш ачи. Хĕн-хурлă çулсенче ăна Риккана Çеçмертен качча пынă иккĕмĕш амăшĕ тата аппăшĕсем пăхса ÿстернĕ. Вăл вĕсене яланах ырă сăмахпа мухтатчĕ. Унтри çитĕннĕ вăхăтра Рикаккассинче те, Москакассипе Калайкассинче те пысăк шкул пулман.

Вĕренĕве юратакан Унтри Мăн Сĕнтĕрте вăтам шкул  пĕтернĕ (1953), унтан И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче историпе филологи факультетĕнчен (1960) тата чăваш чĕлхи кафедрин аспиранитуринчен (1966) ăнăçлă вĕренсе тухнă. Çавăнтанпа вăл яланах тăван чĕлхешĕн, тăван культурăшăн чунĕпе хавхаланса тăрăшрĕ.

Эпĕ унпа 1957 çулта институтри литература пĕрлешĕвĕн шавлă ларăвĕнче паллашрăм та вара ĕмĕр тăршшипех пĕр-пĕринпе çыхăну  тытса тăтăмăр. Вăл мана чăваш кĕнеке палатине илсе кайса паллаштарчĕ – чăваш кĕнекин тĕнчине  уçса кăтартни темрен те хаклă пулчĕ. Институтран вĕренсе тухсан хивре сăвă çыракан «утмăлмĕшсене» (В.С. Чекушкина, В.П. Егорова, Г.Ф. Юмарта тата ыттисене) республика тулашне кăларса ячĕç. Андрей Алексеев Самар облаçĕнчи Чаллăпуç районне лекрĕ, Эштепенри чăваш шкулĕнче  ĕçлесе пурăнчĕ. Унтан тăтăшах çырусем çырса тăратчĕ, хаçат-журнал, кĕнекесем ярса пама ыйтатчĕ. Самар енчи чăвашсем çинчен вăл сахал мар паха тĕрленчĕк пичетлесе кăларчĕ.

С.П. Горский профессор аспирантуринче вĕреннĕ хыççăн А. Алексеев Чăваш патшалăх наукăпа тĕпчев институтĕнче (1966-1978), унтан вунă çул чăваш кĕнеке кăларăшĕнче (1978-1988) тата пенсие тухсан «Тăван Атăл» журнал тĕременлĕхĕнче пай ертÿçинче ĕçлерĕ. Ĕçе юратса, ăнкарса, вăкăр пек çине тăрса ĕçлетчĕ. Тăван чĕлхе аталанăвĕ, диалекчĕсем, паллă тĕпчевçĕсен кун-çулĕ, пуплев тирпейлĕхĕ, чăваш шăпи тата ытти нумай-нумай ыйту кăсăклантарчĕ ăна. Çав ыйтусемпе Андрей Алексеев теçеткипе статья пичетлесе кăларчĕ. Унăн тĕпчевĕсемпе тĕрленчĕкĕсем уйрăм пысăк кĕнеке кăлармалăх пур. Хăй пурăннă чухне чапшăн, хисепшĕн хыпаланса курмарĕ. Ырă та уçă кăмăллăскер, çынсемпе ăшпиллĕн калатчĕ, анчах наци юхăмĕнчи суялăха хирĕç питĕ хытă тăратчĕ. Чăваш наци конгресне йĕркелес тесе нумай тăрăшрĕ, виличченех унăн Мăн Канаш пайташĕнче тăчĕ.

А.А. Алексеев паллă чăвашсен – Н.В. Никольский, Г.И. Комиссаров, В.В. Громов, Д.Ф. Филимонов, Н.Е. Ефимов тата ытти тĕпчевçĕсен еткерне упраса хăварассишĕн  вăй хучĕ. Вăл хăйĕн килти вулавăшĕпе архивне те юратса упратчĕ. Виçĕ ывăлĕпе кинĕсен çав паха пуянлăх тĕлли-паллисĕр сапаланса ан кайтăр тесе тăрăшас пулать. Ентешĕсем пĕрле пулса «Муркаш районĕн паллă çыннисем» ярăмпа Андрей Алексеев çырнисен пуххине  пичетлесе кăларасса шанса тăратăп.

Этем ĕмĕрĕ вăрăм мар. Нумай ĕмĕтсем пурнăçланмасăрах юлаççĕ. Андрей Алексеевăн пысăк ĕмĕчĕсенчен пĕри – чăваш чĕлхин тĕрĕс çырав сăмахсарĕ. Ăна вăл хăй чирличчен терт-нушана пăхмасăр пичетлесе кăларма пултарчĕ. Халĕ çав кĕнеке кашни шкул ачи, пичет çынни умĕнчех усă кÿрсе выртать.

А.А. Алексеев тĕпчевçĕн паха кĕнекисемпе ĕçĕсем халăхра малашне те нихçан кивелми палăк пек упранĕç.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
11 июня 2005
00:00
Поделиться