Моргаушский муниципальный округ

Ялсем малашлăха пăхаççĕ

Республика Правительстви ялсен инфраструктурине аталантарас ĕçе çулсерен пысăк тимлĕх уйăрать. ЧР Президенчĕ те юлашки çулсенче ку енĕпе темиçе указ йышăнчĕ.

Вĕсенчен пĕри – иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче  йышăннă «Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçлемелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» Указĕ. Ялсенчи социаллă пурнăç аталанăвĕ газ кĕртнинчен те, çулсем тунинчен те, ĕçмелли паха шывпа тивĕçтернинчен те нумай килет.

Районта строительство ĕçĕсем чарăнмаççĕ. Уйрăммăн илсен ку тĕлĕшпе ĕçсем еплерех пыраççĕ? Çак ыйтусем çине хуравлама ыйтнă район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен, капиталлă строительствăпа архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçинчен В.Г. Никитинран.

- Владимир Германович, ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, иртнĕ çулсенче районти ялсене газ кĕртес енĕпе çав тери нумай тăрăшнă. Кăçал ку тĕлĕшпе районта ĕçсем вĕçленеççĕ-и?

- Çапла, иртнĕ çулсенче газ кĕртессипе çав тери хĕрÿ çулсем пулчĕç, пиншер киле (хваттере) çут çанталăк газĕ çитрĕ. «Кăвак çулăм» кĕртессипе кăçал программа пурнăçланать. Муркаш районĕнче çав программăпа пĕтĕмпе 177 ялтан 170-шне çут çанталăк газне çитермелле. Вĕсенчен 163 ялĕнче хальхи вăхăтра газ çунать ĕнтĕ. Июнь уйăхĕ вĕçлениччен юлнă 7 ялне те газ ямалла. Газпа усă куракансен хисепĕ пĕтĕмĕшле илсен, 80 процентран кая пулмалла мар. Кăçал пĕтĕмпе 771 хуçалăха çут çанталăк газĕ çитермелле.

- Хăш-хăш ялсене газ кĕртмелли юлнă?

- Вĕсем çаксем: Москакасси ял администрацийĕнчи Хачăк Сали, унта пăрăхсене хурса май уйăхĕнчех хупланă. Ильинка салинче те пăрăхсене май уйăхĕнчех хурса пĕтернĕ, хупланă. Мăн Хураçка ял администрацийĕнчи Ишмула ялне те газ пăрăхĕсене хурассине вĕçлесе пыраççĕ. Ку виçĕ ялта «Волгогазстрой» ООО бригадисем ĕçлерĕç.

Çатракасси ял администрацийĕнчи Йĕрĕхкасси ялĕнче ĕçсене вĕçленĕ, ку объекта хута яма тивĕçлĕ документсем хатĕрлес ĕç пырать.

Москакасси ял администрацийĕнчи Макçикасси тата Пожедановка ялĕсене газ кĕртесси вара йывăртараххăн малалла шăвать. Унта «Спецмонтажгаз» ОАО Муркашри филиалĕ ĕçлет. Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнчи Кăмăркасси ялне çут çанталăк газне çитерессипе «Чебоксарыстройгаз» ООО тăрăшать, ку ĕç вĕçленсе пырать. Пурте çине тăрса тимлесен çитес вăхăтра çак çÿлерех асăннă ялсене «кăвак çулăм» çитĕ.

- Çĕнĕ урамсене газ кĕртессипе лару-тăру еплерех?

- Çĕнĕ урамсене газ çитересси финанс тĕлĕшĕнчи йывăрлăхсемпе çыхăннă, Ку ĕçе «Чувашспецмонтажгаз» ОАО пурнăçлать. Муркаш ял администрацийĕнчи Шаптак Муркашри – Солнечная тата Молодежная урамсене,  Оринин ял администрацийĕнчи Пăсăрман, Çĕньял Оринин, Атапай ялĕсенчи çĕнĕ урамсене, Мăн Сĕнтĕрти Багров урамне çут çанталăк газне çитермелле.

Пĕтĕмлетсе вара çапла каламалла. Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне газпа тивĕçтернин шайĕ 76 процент шутланать. 13342 çуртпа хваттертен 10129-шне газ кĕртнĕ. Каларăм ĕнтĕ газпа усă куракансен хисепĕ 80 процентран кая пулмалла мар. Çавăнпа хăйсен çурчĕсене «кăвак çулăм» çитерме кăмăл пур граждансен ку тĕлĕшпе çулталăк вĕçлениччен активлăрах ĕçлемелле. Камăн çакна пурнăçлама укçа-тенкĕ çитмест, вĕсем Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕнче çăмăллатнă условисемпе кредит илме пултараççĕ.

- Шывпа тивĕçтерессипе хальхи вăхăтра районта мĕн ĕçлетĕр?

- «Чăваш Республикинчи халăха ĕçмелли паха шывпа 2005-2008 çулсенче тивĕçтересси» ятарлă тĕллевлĕ программа çирĕплетнĕ. Шыв пăрăхĕсен системине çĕнетсе улăштарма тата тасатакан сооруженисене юсаса çĕнетме проектсем хатĕрлеме тытăннă. Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне шыв пăрăхĕсене улăштарма Шетмĕпуç ял администрацийĕнчи Катăкуй, Карманкасси, Шетмĕпуç, Турхан, Сарчак ялĕсен проекчĕсене хатĕрленĕ, халĕ вĕсем экспертиза витĕр тухаççĕ. Ку ĕçсене 2006 çулта пуçлама палăртнă. Çавăн пекех Шашкар ял администрацийĕнчи Вăрманкасси, Ойкас ялĕсенче те çак ĕçе 2006 çулта пуçламалла.

Пахалăхлă шывпа тивĕçтермелли Муркаш районĕнчи программăна тата çак ялсене кĕртнĕ: Москакасси ял администрацийĕнчи Вăрманкас Хачăк ялне (унта та ĕçсене 2006 çулта пуçламалла)* Муркашри шыв пăрăхĕсене 15,6 километр тăршшĕ улăштармалла, кунта та ĕçсене çитес çул тытăнасшăн.

Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнчи 12 яла шывпа тивĕçтерессине 2006-2008 çулсенче пурнăçлама палăртнă. Юнкă ял администрацийĕнчи Юнкăпуç, Юнкă, Пĕрремĕш Май выççăлкки, Кăпас ялĕсене шывпа тивĕçтерессине те çав программăна кĕртнĕ. Хорнуй ялĕпе вара проект хатĕрлесси вĕçленсе пырать. Вĕсенче те ĕçсене  2006 çулта пурнăçламалла.

- Мĕн палăртнине туса ирттермелле пултăр. Тасатакан сооруженисемпе районта лару-тăру мĕнлерех тата?

- Вĕсем пирки те шутлатпăр. Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприяти бригади хальхи вăхăтра хăйсен балансĕ çинче тăракан тасатакан сооружение юсаса çĕнетет. Паянхи куна унта 600 пин тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă. Пĕтĕмпе вара кăçал 9640 пин тенкĕлĕх пăхса хунă. Сĕт заводĕнчи тасатакан сооруженисем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ.

Йÿçкассинчи, Ярапайкассинчи, Ярославкăри тата Тренккăри тасатакан сооруженисене çитес çул  юсаса çĕнетмелле. Хальхи вăхăтра çакна валли проектсем хатĕрлеççĕ, çитес çул валли программăна кĕртсе юлмалла.

Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Пирĕн районта ĕçчен те яваплăха туякан çынсем пурăнаççĕ. Кашни хăй вырăнĕнче тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласан мĕн палăртнине пурнăçлама пулать.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
08 июня 2005
00:00
Поделиться