Моргаушский муниципальный округ

Тăрăшуллисем малалла талпăнаççĕ

Январь-май уйăхĕсенче районти промышленноç предприятийĕсем 92495,8 пин тенкĕлĕх (пĕлтĕрхин 95,5 проценчĕ) продукци туса кăларнă.

Уйрăмах тăрăшуллă Муркашри кирпĕч завочĕ (161,7 процент), «Милград» (144,2), «Вита» (123,3), «Моргауши-Хлеб» (118,6) ĕçленĕ. «Сеспель» предприяти вара продукци туса кăларассине иртнĕ çулхи çак тапхăртине танлаштарсан 2,8 хут ÿстернĕ: 35681 пин тенкĕлĕх продукци ăсатнă.

Мăн Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятийĕ (14,2 процент), Муркашри сĕт завочĕ (70,5) иртнĕ çулхинчен начар ĕçленĕ.

Ял хуçалăх продукцийĕ кăçалхи пилĕк уйăхра  101080,7 пин тенкĕлĕх (иртнĕ çулхин 97,2 проценчĕ) туса илнĕ.

Аш-какай 955 тонна (79 процент), сĕт 5553 тонна (86) хатĕрленĕ. Кашни ĕне кăçал 1464 килограмм (102,9) сĕт антарнă. Пĕтĕспе 15318,50 пин штук (94,9) çăмарта илнĕ. Кашни чăхран – 131 штук (101,9). Талăксерен мăйракаллă шултра выльăх 492 грамм (98,4), сыснасем 309 грамм (118,4) ÿт хушнă.

Иртнĕ çулхи пилĕк уйăхрипе танлаштарсан ĕне выльăх, сыснасен, сурăхсен, лашасен йышĕ чакнă.

Халăхран пĕтĕмпе 1271,4 тонна (199,2 процент) сĕт пуçтарнă.

Строительство ĕçĕсенче 40785 пин тенкĕлĕх (136,7 процент) инвестицисемпе усă курнă. Çав шутра уйрăм çынсен – 23856 пин тенкĕ (114,5). 4,5 километр газ пăрăхĕ хута янă.

Районăн пилĕк уйăхри тупăшĕ 10043,4 пин  тенкĕпе (120,7 процент) танлашнă.

«Моргаушрайбыт» çăмăллăхсем 1052 пин  тенкĕлĕх (368,7 процент), «Нежность» 298,5 пин тенкĕлĕх (110,8) панă.

Халăха 104911,9 пин тенкĕлĕх (116,7 процент) ваккăн тавар сутнă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
08 июня 2005
00:00
Поделиться