Пурăнать Тивĕшре ветеран
Тивĕш ялĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем нумаййăн мар. Вĕсенчен пĕри, тăхăр вунă çулалла çывхаракан А.Г. Григорьев. Александр Григорьевич 1917 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. Вăл вăхăтра ялсенчи çемьесем нумай ачаллă пулнă. Степанида Ивановнапа Григорий Петрович Петровсем сакăр ача çуратнă, Санька чи кĕçĕнни пулнă. Вĕсен тăватă ачи пĕчĕклех чир-чĕре тата выçлăха пула çĕре кĕнĕ.
Влександр 12 çула çитсен Тивĕшри шкула вĕренме кайнă, унта пилĕк çул ăс пухнă. Пурнăç йывăррине пула вăл ял кĕтÿне пăхма кĕрĕшнĕ. 1938 çулта МК-10 молотилкăпа авăн çапма вĕреннĕ. 1940 çулта Ишлейра трактористсем хатĕрлекен курсра вĕреннĕ. Вăрçă пуçланнă çул, август уйăхĕнче, ăна Чулхулари пĕрремĕш номерлĕ автомотоучилищĕне вĕренме янă. 1942 çулта Владимир хули çывăхĕнче А. Григорьевсен 11-мĕш мотострелковăй полкĕ наступление кĕрет. Вăл вăхăтра Смоленск хули çывăхĕнче хаяр çапăçусем пунă. Вязьма çывăхĕнчи çапăçура Александр Григорьев йывăр аманать. Акă мĕнле аса илет çапăçу çинчен паян вăрçă ветеранĕ:
- Нимĕçсем пирĕн полк тăнă вырăна бомбăсем нумай пăрахрĕç. Пĕр бомби çывăхрах сирпĕнсе кайрĕ те эпĕ унăн ванчăкĕпе амантăм. Аран-аран шуса пырса тепĕр бомба хăварнă шăтăка кĕрсе ÿкрĕм. Мана санитарсем, тăн çухатнăскере, госпитале ăсатнă. Эпĕ вара Тула хулинче сипленнĕ.
Госпитальтен А. Григорьев 215-мĕш запасри полка лекет. Унтан 1943 çулта артиллерипе минометсен полкĕнче связист пулса çыхăнăва йĕркелесе тăнă. Пĕр çапăçура ăна контузи пулать. Виçĕ уйăх госпитальте сипленме тивет. Ун хыççăн А.Г. Григорьев Çĕнтерÿ кунĕчченех связист пулса службăра тăнă. Аслă Çĕнтерÿ кунне вăл Мускавра кĕтсе илнĕ. Унтан çар çыннисене шăпа Эстонипе Новгород облаçне илсе çитерет. Салтак киле 1946 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче кăна çаврăнса çитет.
Иртнĕ ĕмĕрте йывăрлăхсенче пиçĕхнĕ 88 çулхи ветеран хăйĕн аса илĕвĕсенче яланах çирĕп кăмăллă пулнипе палăрса тăрать. Вăрçă хыççăн вăл мирлĕ пурнăçри ĕçе кÿлĕннĕ: колхозра тракторпа суха тунă, тырă акнă. Пĕр вăхăт конюхра тимленĕ, ун хыççăн Тивĕшри ĕне ферминче ĕçленĕ. Унтан Тивĕшри вăтам шкулта кочегарта тăрăшнă, сакăр çул хушши Тивĕш ял халăхĕ валли лашапа Шетпĕпуçĕнчи пекарньăран çăкăр турттарнă.
Александр Григорьевич 1977 çултанпа тивĕçлĕ канура. Унăн кăкăрĕ çинче вăрçăри паттăрлăхшăн тата ĕçри хастарлăхшăн тивĕçнĕ нумай медальсем çуталса тăраççĕ. Вĕсен шутĕнче: «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Хăюлăхшăн» т. ыт. медальсем пур.
Нумаях пулмасть Тивĕшри Культура çуртĕнче А. Григорьевăн мăшăрĕ Александра Ермолаевна 85 çул тултарнине паллă турĕç. Григорьевсем пĕрле 58 çул пурăнаççĕ, 5 ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. 7 мăнукĕ савăнтарать вĕсене паян.
Хисеплĕ ветерансене паллă кун ячĕпе ял-йыш, шкулта вĕрентекенсем, ачасем саламларĕç, вăрăм кун-çул, телей сунчĕç.