Ниме
Аннерен хакли çук,
Вăл çуратнă пире
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашизма çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине уявларăмăр. Çĕршер, пиншер чăваш хĕрарăмĕ мăшăрĕсене, ывăлĕсене фронта ăсатнă. Хăй вара вĕсем вырăнне тăрса суха тунă, тылри пĕтĕм йывăрлăха хăйĕн черчен хулпуççийĕ çине тиенĕ.
Çук, алă усман вăл, çĕнтерĕве шаннă, кил ăшшине упранă.
Пирĕн аннесем пек илемли тĕнчере çуках-тăр. Нуши-тертне сахал мар тÿснĕ пулин те чунĕсем хытман вĕсен. Çапла, аллисем йывăр ĕçпе кушăрханă, пичĕсем сивĕ çилпе пĕркеленнĕ, пирĕншĕн вара вĕсем – чи илемлисем, пуринчен хаклисем. Пирĕн аннесем! Чăваш хĕрарăмĕсем!
Çавăнпа Йÿçкасси ял администрацийĕнчи Вăрманкасси ялĕнче Аннесене сума суса палăк лартма шутланине ырламалла кăна. Пирĕн аннесем ячĕпе те палăк пултăр!
Йÿçкасси ял администрацийĕпе «Ударник» хуçалăх дирекцийĕ авалхи чăвашсен ниме йĕркипе çак палăка тума тÿпе хывма кашни ырă çынна чĕнсе калаççĕ. Ĕçлĕ çынсене, хуçалăхсемпе предприятисен, учрежденисемпе организацисен ертÿçисене аяларах илсе кăтартакан счет çине пултарнă таран укçа-тенкĕ куçарса пама ыйтаççĕ.
Çак пархатарлă ĕçе хутшăнакан кашни çынна чĕререн тав тăваççĕ. Райхаçат страницисенче вара палăк тума хутшăнакансен списокне номертен номере пичетлесе пырăпăр.
Палăк тума укçа куçармалли реквизитсем:
ИНН 2112001535
КПП 211201001
Финансовый отдел МФ ЧР в Моргаушском районе (МУ «Центр социального обслуживания» л. счет 06148120351)
Расчетный счет 40603810800001000063
Кор. счет 30101810600000000749
БИК 049706749
КБ «Объединенный банк Республики» (ООО) г. Чебоксары.