Архив докуменчĕсенче - çынсен шăпи
1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерĕве çывхартма Муркаш район çыннисем те тивĕçлĕ тÿпе хывнă. Çакна архив докуменчĕсене тишкерни те лайăх çирĕплетсе парать. Хаяр, ылханлă вăрçа пула ватă çынсен, ачасен хăйсем пурăнакан вырăнтан аякка куçса кайма тивнĕ.
Пирĕн района та эвакуаци йĕркипе фронтран аякка чылаййăн куçса килнĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем Совет Союзĕн територийĕнче пурăнакан хăйсен тăванĕсемпе çывăх çыннисене тупса вĕсем патне куçса кайнă.
Эвакуаципе килнисем Чăваш Республикинче те хăйсен тăванĕсене тупнă тĕслĕхсем пулнă. Çав çулсенче эвакуаципе килнĕ ачасене усрава та илнĕ. Çамрăк хĕрсем кунти каччăсене юратса çемье çавăрнă, вырăнта пурăнма юлнă. Куçса кайнисем халĕ те туслăха упраççĕ.
Акă, пĕр тĕслĕх. Ольга Григорьевна Михайлова (Яковлева) 1927 çулта çуралнă, Ленинграда таврăнсан та Хорнуй ялĕнче пурăнакан хăйĕн тус-тантăшне, Анна Кузьминична Сорокинана манман. Вĕсем паян та пĕр-пĕрин патне çыру çыраççĕ. О. Михайлова халĕ те А. Сорокина хăйĕнпе пĕр касăк çăкăра та çурмалла пайланине, пур енĕпе те пулăшнине лайăх астăвать.
Ленинградран килнĕ Александр Зиновьевич Бурдейный Ильинка ял Советĕнчех пурăнма юлнă, Макаçи ялĕнче пурăнать. Зоя Васильевна Тулайкина Д.Г. Григорьев учительпе пĕрлешсе çемье çавăрнă, кунтах ĕмĕрленĕ. 1941 çулта çуралнă Людмила Быковскаяна Шашкар ял администрацийĕнчи Хыркассинчи Анна Ивановнапа Кузьма Александрович Александровсем усрава илнĕ. Халĕ унăн хушамачĕ Корпусова, вăл Шашкар ял администрацийĕнчи Чĕпĕлкасси ялĕнче пурăнать.
Районта вăрçă вăхăтĕнче пурăннă тапхăрта, эвакуаципе килнисенчен хăшĕ-пĕрисем çĕнĕ вырăнти пурнăç условийĕсене тÿсеймесĕр тертленнĕ. Йывăр ĕçе, выçăллă-тутăллă пурăннине, сивве пула ÿпке шыçнипе, дифтерипе, дизентерипе т. ыт. те чирлесе ватă çынсемпе ачасем пурнăçран уйрăлнă. Мăн Сĕнтĕрти çăва çине кăна 29 çынна пытарнă, çав шутра 22-шĕ ачасем пулнă. Ильнкăри çăва çине те 6 ачана пытарнă.
Муркашри муниципаллă архив халĕ те кунта эвакуаципе килнисенчен пулăшу ыйтса çырнă çырусем илет. Вĕсем Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕ стажа çирĕплетме ыйтаççĕ. Муркаш архивĕнче вара çав документсем пур. Документсене тишкернĕ тата ял хуçалăх предприятийĕсенчен ĕç укçи тата ĕç кунĕсем пирки справкăсем илнĕ хыççăн вĕсен ыйтăвĕсене тÿрех пурнăçлама тăрăшатпăр. Акă, кăçалхи февралĕн 21-мĕшĕнче кăна Нина Ефимовнапа Екатерина Ефимовна Изотовсене Новгород облаçĕнчи Старая Руса хулине хурав ятăмăр. Эвакуациччен вĕсем Ленинградра пурăннă.
Çамрăксене патриотизмла воспитани парас тĕллевпе, совет салтакĕсем çапăçу хирĕсенче паттăрлăх кăтартнине асра тытса Муркашри муниципаллă архивра «Вĕсем çĕршыв ирклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă» темăпа документсен выставкине йĕркеленĕ. «Çĕре çити пуç таятпăр сире, ветерансем» стенд хатĕрленĕ.
Муркашри историпе краеведени музейĕ валли те нумай материал пухнă: çырусем, аса илÿсем, вăрçă участникĕсем, вĕсен наградисем пирки сведенисем, фронта пулăшни çинчен хаçат материалĕсем, Хĕрлĕ Çара валли «Колхозник Чувашии» танк колонни йĕркелеме тата çар самолечĕсене илме укçа пухни çинчен т. ыт. те.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул иртрĕ. Вăрçă çинчен материалсем архивра та сахал мар упранаççĕ. Кашни документра вара – район пурнăçĕ, çынсен шăпи.