Моргаушский муниципальный округ

Ача сачĕпе сывпуллашрĕç

Мăн Хураçкари «Тюльпан» ача садĕнче аслă ушкăнри ачасене шкула ăсатнă. Кунти воспитательсем ачасене  пирвайхи хăнăхусем, тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ  парас тесе нумай тăрăшнă. Çакă уявра та лайăх палăрчĕ. Унта «чи ырă кăмăлли», «чи сăпайли», «хĕвел», «хăюсăрри», «чи пултарулли» номинацисемпе конкурссем ирттернĕ. Уява хутшăннă ашшĕ-амăшĕсем ясли-садра ĕçлекенсене нумай ăшă сăмахсем каласа тав тунă.

Утренник хыççăн «çара сĕтел» хушшинче ачасен пуласлăхĕ пирки кăмăллă калаçу иртнĕ. Ача сачĕн ертÿçи В.Н. Акчурина ашшĕ-амăшĕн воспитани тĕлĕшĕнчи яваплăхĕ пирки каланă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 июня 2005
00:00
Поделиться