Моргаушский муниципальный округ

Çур акине ăнăçлă вĕçленĕ ятпа

Районти чылай хуçалăхсенче çурхи ака-суха ĕçĕсене агротехникăн лайăх срокĕсенче кĕске вăхăтра вĕçлерĕç. Уй-хир ĕçченĕсем те,  механизаторсем те пулас тухăçшăн тăрăшса хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех турĕç.

Июнь уйăхне кĕтĕмĕр. Халĕ уйсенче пулас тухăçшăн тăрăшса çум курăкпа кĕрешес ĕçсем пуçланаççĕ. Хуçалăхсенче вара çурхи ĕçсем хыççăн акатуйсем пуçланĕç.

Акă, майăн 28-мĕшĕнче Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхра та акату         й уявĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, Уйкас Янасал ял администрацийĕсенче ĕçлекенсем хутшăнчĕç.

Юрий Александрович ял ĕçченĕсене çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ ятпа ăшшăн саламларĕ, малашнехи задачăсем çинче чарăнчĕ. Вăл ял хуçалăх производствинче уйрăмах тăрăшулăх кăтартнисене Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Вĕсен шутĕнче: Г.Л. Павлов, А.А. Васильев механизаторсем, М.Н. Васильев тата Г.А. Алексеев рабочисем.

Ильич яч. хис. хуçалăх грамотисене вара 11 çын тивĕçрĕ. Ял ĕçченĕсене савăнăçлă пуху хыççăн чăваш эстрада артисчĕсем пысăк концерт лартса пачĕç.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 июня 2005
00:00
Поделиться
;