Моргаушский муниципальный округ

Министерство кунĕнчен

Майăн 18-мĕшĕнче районта ЧР Физкультурăпа спорт министерствин кунĕ иртрĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Ю.М. Николаев, министерствăн пай пуçлăхĕ В.А. Игнатьев район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа, унăн çумĕпе Н.Л. Петровăпа, райадминистрацин ытти ответлă ĕçченĕсемпе  Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче, Муркаш, Калайкасси, Нискасси, Оринин шкулĕсенче, Муркашри культурăпа спорт центрĕнче, «Моргаушрайбытра», В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи, Мăн Сĕнтĕрти М. Шуйцев ячĕллĕ клубра пулса курнă. Районта физкулььурăпа спорт кирлĕ шайра аталаннине, район администрацийĕ ачасем мĕн пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине хăнăхчăр, физкультурăпа спорт пĕлтерĕшĕ мĕн тери пысăккине ăша хывса ÿсчĕр тесе çине тăрса тăрăшнине палăртнă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
21 мая 2005
00:00
Поделиться
;