Йăрăс пÿллĕ, çирĕп сывлăхлă пулассишĕн
Хамăр сывлăх – хамăр алăрах. Çакна чылай чухне эпир ыратнипе ахлатма пуçласан çеç ăнланса илетпĕр. Тĕрĕссипе вара çак пурнăç чăнлăхне пирĕн хамăрăн ачасене мĕн пĕчĕкрен ăша хывтарса ÿстермелле. Ку тĕлĕшпе вара Нискассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăннипех те пысăк утăм тăваççĕ. Кунта сиплевлĕ физкультура пÿлĕмĕ ĕçлет. Физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ А.П. Пушкарев ятарласа республикăри сиплевлĕ физкультура центрĕнче курс пĕтерчĕ, халĕ çак пÿлĕмре сиплевлĕ физкультура инструкторĕнче (харăсах Чемей шкулĕче ачасене физкультурăпа вĕрентет) вăй хурать. Практикăра вăл хăйне вĕрентнĕ Ленинградран килнĕ М.Д. Волкова профессор вĕрентĕвне асра тытса ĕçлет. Эмел курăкĕсем, пĕлсе апат çини - çаксем йăлтах çирĕп сывлăх никĕсĕ пулнине кашни кун хăех çирĕплетсе парать.
Çакна палăртмалла. Çакнашкал сиплевлĕ физкультура пÿлĕмĕ районта пĕрре çеç. Унăн результачĕ те куçкĕретех: çакна Нискасси шкулĕнче вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Чимĕр-ха, Андриян Петровича хăйне парар-ха сăмах. Унччен çакна çеç каласа хăварар: Нискассисен опычĕпе нумаях пулмасть пĕтĕм Раççейĕпех паллашрĕç, мĕншĕн тесен телевизорпа Рен ТВ каналпа шăпах Нискасси шкулĕнчи сиплевлĕ физкультура пÿлĕмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç:
- Ача сывлăхĕ мĕнле пуласси нумай фактортан килет: пирĕн тавралăх, экономикăри лару-тăру, ашшĕ-амăшĕн сывлăхĕпе вăл е ку чир ăруран ăрăва куçни. Сывлăх мĕнле пуласси çавăн пекех физвоспитанирен, хускану йĕркине пăхăннинчен, психика тĕлĕшĕнчи сывлăха сыхланинчен, сывлăха медицина тĕлĕшĕнчен контроллесе тăнинчен тата сиплевпе профилактика пулăшăвĕнчен нумай килет. Ачасемпе çул çитмен çамрăксен сывлăхне сыхлассин тата гигиенин НИИ тата РАМН ачасен сывлăхне тĕрĕслекен наука центрĕн даннăйĕсем тăрăх, 6-7 çулхи ачасен 20 проценчĕ шкулта вĕренме хатĕр мар, ачасен 50 проценчĕ чухлĕ йышĕн тĕревпе хускану аппарачĕ кирлĕ пек аталанаймасть, ачасен 30 проценчĕ чĕрепе юн тымарĕсен тата сывлав системи чирлĕ. Паян ачасен 70 проценчĕ гиподинамия аптрать: урăхла каласан сахал хусканусем тăваççĕ* ирхи гимнастика тумаççĕ. Вĕренекенсен 40 проценчĕ çеç спорт секцине çÿреççĕ е хăйсем тĕллĕн ку тĕлĕшпе аталанаççĕ. Нумай çемьере сывă пурнăç йĕркин кульчĕ те çук. Ачасем хăйсен сывлăхне сыхламаллипе вĕренсе ÿсмеççĕ: çакна валли вĕсемшĕн ырă тĕслĕх çук.
Нискасси шкулне илес пулсан та, пĕтĕм Раççейри диспансеризаци хыççăн ачасен сывлăх проблеми çине куç хупмалла марри паллă пулчĕ. Пĕтĕм ÿсĕмри ачасен 61,8 проценчĕн сывлăхĕ хавшать. Ку вара мĕне пĕлтерет; Кусем – тиветкеллĕ ушкăна кĕрекен ачасем. Урăхла каласан, вăхăта сая ямасăр вĕсен сывлăхне реабилитацилемелли мероприятисене ирттермелле вĕсемпе. Шăпах çак ачасене эпир Нискасси шкулĕнчи сиплев физкультурин пÿлĕмĕнче пулăшатпăр та. Сиплев массажĕпе физиотерапи процедурисене вара Нискассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче ирттереççĕ.
Шкулта сиплевлĕ физкультура пÿлĕмне уçни - çĕнĕлĕх вăл. Кăна ниепле те палăртмасăр иртме çук. Шел пулин те, пирĕн районта кун пекки урăх çук. Унăн пĕлтерĕшĕ вара питĕ пысăк. Пĕрремĕшĕнчен, ачасен пĕревпе хускану аппарачĕ пăсăлассинчен сыхлать сиплевлĕ Физкультура. Иккĕмĕшĕнчен, кĕлетке кукăрăлма пуçланине чарса лартать. Виççĕмĕшĕнчен, тĕревпе хускану аппарачĕ пăсăлма пуçланине тÿрех асăрхаса диагноз лартма пулăшать. Тăваттăмĕшĕнчен, ачасене ортопеди йĕркине пăхăнма хăнăхтарать. Пиллĕкмĕшĕнчен, ачасене кĕлеткене тĕрĕс, тытма хăнăхтарать. Улттăмĕшĕнчен, ашшĕ-амăшĕсене те мышцăсен корсетне йĕркелесе çирĕплетме хăнăхтарать. ÇиччĕмĕшĕнчеН, пациентсене тĕрĕс сывă пурнăç йĕркине пурăнма хăнăхтарать, ĕç тата кану йĕркине пăхăнма вĕрентет, пĕр ĕçе теприне улăштарни усăллине ăша хывтарать.
Сиплевлĕ физкультура инструкторĕнче нумаях ĕçлеместĕп пулин те, çакна тÿрех ăнлантăм: шкул ачисен сывлăхне сиплесси – кашни педагогăн професси тивĕçĕ. Педколлектив хăйĕн умне çакăн пек тĕллев лартрĕ: ачасене те, ашшĕ-амăшĕсене те физкультура урокĕсем çине урăхларах, тĕрĕсрех пăхма вĕрентмелле. Урăхла каласан, пирĕн хамăр çине урăхларах пăхмалла. Ачасене хăйсем тĕллĕн тренировка тума хăнăхтармалла, вĕсене ку тĕлĕшпе интереслентерме пĕлмелле: ача кашни пушă вăхăтрах хăех тренировкăсем тутăр.
Нискасси шкулĕнче «Сывă шкул ачи» нумай вăхăтлăх программа ĕçлет. Сиплевлĕ Физкультура пÿлĕмĕ ĕçлени, вăл кĕлеткене тÿрлетес шкула пурнăçлани – шăпах çак программăн пĕр пайĕ.
Çак сиплевлĕ Физкультура пÿлĕмне уçма пулăшнăшăн эпĕ Нискассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн тĕп врачне В.М. Басяева, районти тĕп больницăн тĕп врачне В.Г. Данилова, район администрацийĕн вĕрентÿ çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçине В.М. Васильева, Нискасси шкулĕн директорне Г.В. Пайгусова, республикăри сиплевлĕ физкультура тата спортпа медицина центрĕн врачĕсене чун-чĕререн тав тăватăп. Çавăн пекех çак пÿлĕме хăт кĕртсе уçас ĕçре спонсор пулса пулăшу панăшăн А.М. Яковлева, В.В. Анчикова, А.В. Волкова тав тăватăп: вĕсем пулăшнипе пÿлĕме юсаса хăт кĕртрĕмĕр, инвентарь туянтăмăр. Нумай çынран пулăшу ыйтрăм ку тĕлĕшпе, çÿлерех асăннă çынсем вара ăнланчĕç, пулăшрĕç. Вĕсем пулăшни сая каймарĕ. Ачасем чун туртнипех, ăнлансах çÿреççĕ сиплевлĕ физкультура пÿлĕмне. Вĕсем хăйсем сывлăхне хаклама, упрама вĕренеççĕ унта. Ку вара – чи кирли.
Вулакансене çак ыйту канăç памасть пулĕ-ха. Сиплевлĕ Физкультура занятийĕсем хыççăн ырă улшăнусем пулчĕç-и; Ку ыйту çине вара çирĕппĕн татсах çапла хурав пулĕ. Автобус çинче кăмăл пăтранакан ачасенчен 9-шĕн çак чир иртсе кайрĕ. Шкулти ачасен 68 проценчĕн кĕлетке кукăрăлнин чирĕ палăрнă пулсан, халĕ 34 проценчĕ ку чирпе аптрамасть ĕнтĕ. Ку вăл А.П. Пушкаревăн çулталăкри ĕç результачĕ. Халĕ хăвăрах шутласа пăхăр. Тепĕр çитес вĕренÿ çулĕнче тата миçе ачана кĕтет çак телейлĕ шăпа. Çакă савăнтарать: Нискасси шкулĕнчи ачасем çÿрес, сывалас тесе кăмăлпах çÿреççĕ сиплевлĕ физкультура занятийĕсене. Çак таранччен Андриян Петрович 6 класс таранчченхи ачасене (кĕлетке кукăрăлни, уйрăмах çак ÿсĕмре палăрать) сипленĕ пулсан, халĕ ун патне 8 класс ачисем çÿреме пуçларĕç. Апла пулсан сиплевлĕ Физкультурăн усси пысăк. Ачасем сывлăха хаклама пуçлани куçкĕретех.
Эмел курăкĕсем пуçтарма пуçличченех чылай малтан Андриян Петровича çак ыйту интереслентерчĕ: мĕншĕн пирĕн тăрăхра кукша пуç чечекĕсем нумай ÿсеççĕ; Хуравне çут çаниалăк, ав, хăех парать: «Сирĕн тăрăхри халăхăн сипленмелле. Кукша пур – сиплĕ курăк». Нискасси тăрăхĕсене тата, ав, çут çанталăк тепĕр телей те панă: кунтах ачасене кĕлетке кукăрлассинчен сыхланма вĕрентекен инструктор пурăнать, ĕçлет. Эппин, усă курасчĕ çак пулăшупа. А.П. Пушкарева вара çак çăмăл мар, анчах кăмăлтан пурнăçлакан ырă ĕçре ăнăçусем сунар.