Моргаушский муниципальный округ

Хăвăрт утасси.

Çак кунсенче Муркашри В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне ырă хыпар çитрĕ. Апрель вĕçĕнче Мускавра Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетсен ассоциацийĕн ларăвĕ (унта ЧР Физкультурăпа спорт министрĕ В.М. Краснов та хутшăннă) пулса иртнĕ. Унта çăмăл атлетсен ĕçне анализ тунă, рейтинг ирттернĕ. Ун результачĕсем çакăн пек: Муркашри В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанници Н. Охотникова – хăвăрт утассипе спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăчĕ. Çак рейтингпа вăл Раççейре 8 позицире, республикăри классификаципе – 1 позицире (тренер-преподавателĕ И.В. Смирнов).

Çавăн пекех асăннă шкул воспитанници те рейтинг результачĕсемпе (вăл та юниорсем хушшинче) спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă (тренер-преподавателĕ А.В. Васильев).

Çакна та асăнса хăвармалла. Мартра пулса иртнĕ çакăн пек рейтинг результачĕсемпе çак шкул воспитанникĕ Д. Григорьев Раççейре 25 вырăн йышăннăччĕ, республикăри  классификаципе  ку 5 вырăн пулать.

Виçĕм кун вара май         ăн 19-мĕшĕнче Муркашри В. Егророва ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн пĕрлештернĕ команди Олимп чемпионки В. Егорован парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Раççей ăмăртăвĕн шоссе тăрăх чупрĕç.


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
21 мая 2005
00:00
Поделиться
;