Çу кунĕсем ăшă та илемлĕ...
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче çур аки ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Кун тăршшĕ 16 сехет те 37 минут. Тăван тавралăх чĕрĕлсе пынă май çут çанталăк çу ырлăхне куçать. Анчах ыранхи кунпа пурăнаканăн çак тапхăр та пысăк асăрханулăх ыйтнине манма юрамасть. Çу кунĕсенчи хăрушлăхсене асăрхаттарса паян район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн ертÿçине Н. Милютина, патшалăх пушар надзор уйрăмĕн пуçлăхне И. Смирнова тата Раççейри ирĕклĕ пушар обществин районти организацийĕн производство мастерне А. Семенова уçă калаçăва чĕнтĕмĕр.
И. Смирнов: хаçат урлă район çыннисемпе ăнлантару ĕçĕ ирттерме май панăшăн тав тăватăп.
Çу кунĕсем çитнĕ май пушар хăрушсăрлăхĕпе асăрхаттарусем сахал мар. Вĕсене кашнин пĕлмелле. Лăпкăлăхра пурăнса çанă тавăрса ĕçлесе район экономикине тепĕр утăм малалла уттарасси Муркаш Енре пурăнакан кашни çыннăн тивĕçĕ. Апла пулсан пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси те кашнинех пырса тивет.
Тĕп калаçăвăма Раççей Федерацийĕнче йышăннă-çирĕплетнĕ нормативлă документсенчен пуçлам. Çĕршывра 1994 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче йышăннă «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» федераллă саккуна пăхăнасси рядовой ĕçченсемпе специалистсемшĕн те, тĕрлĕ шайри ертÿçĕсемпе пуçлăхсемшĕн те кулленхи ответлăх. Саккуна пăсни яваплăх ыйтăвне кăларса тăрать, мĕншĕн тесен саккун Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ çинче никĕсленет.
Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен калас пулсан, ун тĕлĕшпе нормативлă документсем улшăнсах тăраççĕ. Акă, «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн 2003 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕнчи пушар хăрушсăрлăх Правилисем вăя кĕчĕç. Вĕсене харпăрлăх йĕркелĕвĕпе право формисене пăхмасăр патшалăх влаçĕн тата вырăнти самоуправлени органĕсен, кашни предприяти-организацин пăхăнмалла тата обязательнăй йĕркепе пурнăçламалла.
Организаци ертÿçисемпе индивидуаллă предпринимательсен хăйсен объекчĕсенче пушар хăрушсăрлăх системи пулмалла. Вăл (система) пушарсемпе кĕрешме вăйсемпе хатĕрсене хатĕр тытни. Асăннă системăн тĕп функцийĕсем: пушар хăрушсăрлăхĕнчи патшалăх право йĕркелĕвĕ* пушар хуралĕ туса ун ĕçне йĕркелесси* пушар хăрушсăрлăхĕпе ĕçсем пурнăçласси* пушара хирĕçле пропаганда ирттересси тата халăха пушар хăрушсăрлăхне вĕрентесси* пушарсене сÿнтересси тата аварире çăлав ĕçĕсем тăвасси т. ыт. те.
Пушар тĕслĕхĕсене пăхнă хыççăн вут-кăвар, тĕпрен илсен, ялсенче тухни курăнать. Кăçал, тĕслĕхрен, районта 9 пушар пулчĕ пулсан, 6-шĕ ялсенче. Сăлтавĕсем: кăмакасем юсавсăррипе – 2* çулăмпа асăрханусăр пулни – 2* электрохуçалăх юсавсăрри – 3. Халăхпа вăхăтра ăнлантару ĕçĕсем тата тĕрĕслевсем ирттерсен çак инкексем пулмасан та пултараççĕ. Апла-тăк ялсенче ĕçлемелли умра чылай.
2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчегн Раççей Федерацийĕн «РФ вырăнти самоуправленине йĕркелессин пĕрлехи принципĕсем çинчен» федераллă саккун вăя кĕрет. Унăн 14-мĕш статйин (вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем) 9-мĕш пункчĕпе ялсене пушар хăрушсăрлăхĕн малтанхи сыхлав ĕçĕсемпе тивĕçтересси ялсенчи халăх пурăнакан вырăнсен ĕçĕ пулса тăрать. Мĕн-ха вăл пушар хăрушсăрлăхĕн малтанхи ĕçĕсем; «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» федераллă саккунăн 1-мĕш статйипе пушара хирĕç пропаганда ĕçĕсем тăвассишĕн, хурал йĕркелесе тытса тăрассишĕн, вут-çулăма сÿнтерессишĕн,çынсене пушартан çăлассишĕн сельский поселенисем яваплă пулаççĕ. Кунта çакна каласа хăварас килет: пирĕн районта кашни пĕрлешÿллĕ хуçалăх вырăнти хăйсен объекчĕсенче сыхлама пушар хуралне тытса тăрать. Ку малашне те çаплах юлмалла. Эпĕ маларах каланине çапла хушу кĕртетĕп: çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн вĕсемсĕр пуçне районта ялсенчи пушарсене сÿнтерме муниципаллă пушар хуралĕсем йĕркеленмелле.
Хам патшалăхăн федераллă пушар надзорĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи пулнă май çакна калатăп: патшалăх пушар надзор уйрăмĕн тĕп задачи шутне граждансен пурнăçĕпе сывлăхне, вĕсен пурлăхне, патшалăхпа муниципаллă пурлăха, предприяти-организацисен пурлăхне пушарсенчен сыхласси кĕрет.
Çуркуннехи-çуллахи илемпе инкек-синкексĕр пулсан кăна киленсе пурăнма пулать. Çакна шута илсе апрелĕн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю. Иванов «Районти ялсенче тата экономика объекчĕсенче çуркуннехи-çуллахи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалли мерăсем çинчен» йышăну кăларчĕ.Унта ял администраци пуçлăхĕсене, предприятипе организацисен тата учрежденисен ертÿçисене хăйсене пăхăнакан объектсенче, ялсенче пушар тухасран хÿтĕлессине, çавăнпа пĕрлех вутра çынсем вилессинчен асăрханассине çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Çакăнпа пĕрлех ведомствăллă тата пушара хирĕç тăракан ирĕклĕ формированисене сыхласа хăварса вĕсемпе тĕллевлĕ ĕçлесси, çуллахи вăхăтра пушар хуралне штатра тăман пушар инспекторĕсемпе, ял çыннисемпе вăйлатасси те вырăнти ертÿçĕсен пĕрремĕш тĕллевĕ. Ял администраци пуçлăхĕсен апрель-май тата сентябрь-октябрь уйăхĕсенче вырăнсенче штатра тăман пушар инспекторĕсемпе, ведомствăлла пушар хурал, газ тата энергонадзор ĕçченĕсемпе муниципаллă тата уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи çурт-йĕре пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе тĕрĕслемелле, лайăх мар çемьесене учета илмелле, çу кунĕсенче каçхи хурал йĕркелемелле, пушар хăрушсăрлăх пропагандине вăйлатмалла.
Ял хуçалăх производство кооперативĕсен ертÿçисен çуркуннехи тата çуллахи уй-хир ĕçĕсене хутшăнакансене, механизаторсене пушар хăрушсăрлăх правилисене вĕрентессине, хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче ертÿçĕпе тĕп специалистсен дежурствине йĕркелемелле.
Районти 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнчи пушарсем регистрацилемелли журнала тишкерсен, «хĕрлĕ автан» ытларах шăпах çуркуннехи-çуллахи вăхăтра алхасни курăнать. Юлашки 4 çулта районта 218 пушар пулчĕ, вĕсенче 1 миллион та 845 пин тенкĕлĕх пурлăх кĕлленчĕ, 19 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, 7 çын пиçсе кайнипе больницăна лекрĕç. Çак тапхăрта пулнă пушарсенчен 123-шĕ çуркуннехи-хĕллехи вăхăтра алхаснине шутласан, çу кунĕсем çулленех питех те «ăшă» пулни курăнать.
Н. Милютин: Илья Николаевич калани çу кунĕсенчи лăпкăлăхшăн питех те вырăнлă. Çуркуннехи-çуллахи вăхăтра пушар хăрушлăхĕ питĕ ÿсет. Анчах çуллахи кунсенче вут-кăвар хăрушлăхĕпе пĕрлех шыв çинче те асăрханулăх тытмалла. Ку тĕлĕшпе ыйту çулленех çивĕч тăнине инкексен хисепĕ те çирĕплетсе паратрь. Малтанах район территорийĕнчи юхан шывсем пирки. Муркаш Ен çĕрĕпе 30 километр Атăл юхса иртет. Шăрăх кунсенче ун çывăхĕнче пурăнакансем Атăл патне, ыттисем районти 171 капиталлă плотинапа вуншар-çĕршер пĕве хĕрне канăва тухаççĕ. Халăх йышлă тесе тимлĕхе çухатни çав канусене час-часах хурлăх илсе çитерет. Акă, иртнĕ юлашки 4 çулта район территорийĕнче 34 çын шыва путса пурнăçран уйрăлчĕç. Вĕсенчен 11-шĕ – пĕлтĕр инкек тÿснисем. Шыв çинчи тимсĕрлĕх хакла ларать, тетпĕр те, çав инкексем çынсен паттăрла енĕсене те уçса параççĕ. Акă, пĕлтĕр шыва путакансене çăлнăшăн Хорнуй ял администрацийĕнчи Мăн Шаптакра пурăнакан А. Ефимовпа Калайкассинчи вăтам шкулта 11 класра вĕреннĕ А. Грибов «Вилекенсене çăлнăшăн» медале тивĕçнĕ. Вĕсем инекекре çухалса кайманни ыттисемшĕн те тĕслĕх пуласса шанатăп.
А. Семенов: Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар хурал обществи те çынсене вут-кăвартан хÿтĕлессипе пысăк ĕçсем туса ирттерет. Эпир пушарсене тÿреммĕн сÿнтерместпĕр, анчах профилактика ĕçне туллин пурнăçлатпăр. Çак тĕллевпе эпир (ФДПОн районти организацийĕ) çуртсемпе пÿлĕмсене автоматикăлла пушар сигнализацийĕсем кĕртесси, çуртсен йывăç конструкцийĕсене çулăмран хÿтĕлекен препаратсемпе сĕретпĕр, пушарсем час-часах мăрьепе кăмакаран тузнăран организацисемпе килти çуртсен мăрйисемпе вентиляци каналĕсене тĕрĕслетпĕр, огнетушительсемпе тата пушар хăрушсăрлăх паллисемпе тивĕçтеретпĕр, халăха пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене вĕрентетпĕр, ыйтсан килсене электричество кĕртсе паратпăр. Пытармастăп, çак услугăсем тÿлевлĕ. Вĕсенчен пухăннă нумай май укçа та пушар хуралне тĕреклетме каять. Ку вара кашни çыннах пырса тивет.