Моргаушский муниципальный округ

Медсестраран нумай килет

Майăн 12-мĕшĕнче Медицина сестрин пĕтĕм тĕнчери кунне паллă турăмăр. Çак уявăн теми кашни çулах улшăнса тăрать. Кăçал вăл çакăн пек: «Медсестрасем пациент хăрушсăрлăхĕшĕн: суя медикаментсене хирĕç».

Районта пурăнакан 37189 çынна нумай профиллĕ сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче медицина пулăшăвĕ параççĕ: районти тĕп больницăра, Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ район больницинче, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 4 уйрăмĕнче, 5 ялти врач амбулаторийĕнче, 38 фельдшерпа акушер пунктĕнче, икĕ филиаллă васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан уйрăмра. Пĕтĕмпе районĕпе 317 койка: вĕсенчен талăкĕпех ĕçлекенни  - 269, кăнтăрлахисем 48. Кусемсĕр пуçне поликлиника учрежденийĕсенче  кăнтăрлахи стационарăн 49 койкине йĕркеленĕ.

Сывлăха сыхлас ĕçре кадрсен ыйтăвĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. 293 вăтам медицина ĕçченĕсенчен 56-шĕ аслă категориллĕ, 100-шĕ – 1 категориллĕ, 31-ĕн – 2 категориллĕ.

Медицина сестрисен ĕçĕнче мĕн тĕп вырăнта тăрать-ха; Вĕсем пуÿламăш медицинăпа санитари пулăшăвне парасси (профилактика ĕçĕ): сиплевпе диагностика пулăшăвĕ* тарăна кайнă сирпе аптаракансене, ачасене, ваттисемпе инвалидсене реабилитаци пулăшăвĕ тата медицинăпа социаллă пулăшу парасси* чиртен чĕрĕлеймен тата вилекен чирлĕ çынсене медицинăна социаллă пулăшу парасси.

Ялти халăха пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвне парасси, тĕпрен илсен, сестрасем çине тиенет. Тĕслĕхрен, Нискассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕ, шăл тухтăрĕ, пĕтĕмĕшле практика врачне пулăшаканпа пĕтĕмĕшле практикăн икĕ медсестри ĕçлеççĕ. Медсестра врач пăхиччен чирлĕ çынна пăхать, çав шутран профилактика тĕлĕшĕнчен те. Хăйĕн компетенцине кĕрекен пациентпа çыхăннă медицина,  психологи проблемисене палăртса татса парать. Анлă сарăлнă чирсемпе аптракан пациентсене  сестра пулăшăвне параççĕ: диагностика мероприятийĕсемпе манипуляци те кĕреççĕ – врачпа пĕрле те, хăй тĕллĕн те ирттерет вĕсене. Çавăн пекех пациентсен уйрăм ушкăнĕсемпе хăйĕн компетенцине кĕнĕ таран калаçусем ирттерет.

Çакна уйрăмах палăртмалла: медицина сестрисем пациентпа  ĕçлеççĕ, çавăнпа та вĕсен ĕç результачĕ вĕсен ĕç пахалăхĕнчен нумай килет. Апла пулсан медсестра тухтăра пулăшаканĕ çеç çеç пулма пултараймасть. Вăл хăйĕн çине пысăк калăпăшлă ĕçе илсе, ăна хăй тĕллĕн пысăк ответлăхпа пурнăçлама тивĕçлĕ.

Медсестра ĕçĕнче профилактика ĕçĕ пысăк вырăн  йышăнать, терĕмĕр. Ку тĕлĕшпе пирĕн тем тĕрлĕ шкул та ĕçлет: пулас ашшĕсен, сывă ачана воспитани парассине ĕçлекен ашшĕ-амăшĕсен, юн пусăмĕн чирĕпе аптракансен т. ыт. шкулсем.

Çав шкулсен тĕллевĕ - тарăна кайнă чирсемпе аптракансене сывлăха  упрама вĕрентекен мелсене, тĕрĕс апатланма, эмелпе тата эмелсĕр сипленме вĕрентесси, харпăр хăйне сăнаса сиплеме хăнăхтарасси, чирлĕ çыннăн пурнăç пахалăхне ÿстересси.

Çав шкулсене йăлтах сестра пурнăçласа пырать. Врач тĕрĕслет çеç.

Чирлĕ çынсем дневник çырса пыраççĕ. Шкулсен ĕç результачĕ куç умĕнчех: сахăр диабечĕн, юн пусăмĕн чирĕсен, бронх астмин йывăр формисем чакрĕç, стационарта çынсем сахалланчĕç, çак чирсемпе васкавлă пулăшăва чĕннĕ тĕслĕхсем чакрĕç.

Пациентсен шкулĕсем пĕтĕмĕшле практика врачĕн  офисĕ çумĕнче  уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ. Акă, Нискассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕ район администрацийĕн ведомствăсем хушшинче канаш бази çине ÿт-пĕве тÿрлетмелли шкул йĕркеленĕ. Çав пÿлĕм Нискасси шкулĕнче. Ку тĕлĕшпе унта вĕреннĕ инструктор ĕçлет. Шкул ачисен 80 проценчĕ çав вĕрентÿ витĕр тухнă.

Çавăн пекех амбулатори йышăнăвĕ вăхăтĕнче медсестрасем ватă çынсемпе хăйсем тĕллĕн ĕçлеççĕ, вĕсен сывлăхĕ мĕнле шайра пулнине тĕрĕслеççĕ. Çакăн тăрăх вара врач тÿрех диагноз лартма, сиплеме пултарать.

Стацинарта та медсестрасем ÿт шăтса кайнă чирлĕ çынсене сăнаса тăраççĕ, ятарласа сăнав карттине уçаççĕ. Вĕсене ÿт шăтса кайнине хирĕç кĕрешмелли мероприятисем ирттерме вĕрентеççĕ.

Нискассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче стационарта выртакансем пирки медсестра карттине тунă. Хальхи вăхăтра ăна пурнăçа кĕртес ĕç районти пур стационарта та пырать. Çавăн пекех пур çĕрте те медсестрасем компьютерпа эмелсем мĕн чухлĕ пулнине шута илсе тĕрĕслесе тăраççĕ.

Малашне Йÿçкассинчи врач амбулаторийĕнчи хакла ларакан стационар койкисене медсестрасем пăхса тăракан уйрăма куçарма шухăш пур. Вăл тарăна кайнă чирсемпе аптракансене, ватă çынсене, вăрçă ветеранĕсемпе инвалидсене, йывăр чирлисене нумай вăхăт пулăшмалли уйрăм пулĕ.

Çакăн пек ĕçлени халăха медицинăпа  социаллă пулăшу парас калăпăша  чакармасăр  тăкаксене пĕчĕклетме май парĕ.

Çапла вара вăтам медицина персоналĕ профилактика ĕçĕнче те, сиплевре те, реабилитаци процесĕнче те хастар ĕçлеççĕ. Медсестра пĕлтерĕшĕ тухтăрăнни пекех питĕ пысăк, мĕншĕн тесен медсестран пахалăхлă пурнăçламасан  хăй тивĕçне, пахалăхлă пулмĕ медицина пулăшăвĕ.

Пациентшăн паян эмел терапийĕ çеç çителĕксĕр. Ăна медсестран пахалăхлă  пулăшăвĕ кирлĕ, унăн сĕнĕвĕпе вĕрентĕвĕ, психологи тĕлĕшĕнчен ăнланни. Çапла медсестра йĕркеллĕ пурнăçлама пултартăр тесен вăй та, чăтăмлăх та  çителĕклех кирлĕ. Çавăнпа та пур медсестрана та çирĕп сывлăх, ăшă кăмăл, çемьери ăнăçу сунатăп. Сăн-питрен сирĕн йăл-кулă ан кайтăр. Килте те, ĕçре те килĕшÿ пултăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
19 мая 2005
00:00
Поделиться