Моргаушский муниципальный округ

Пысăк кăтартусем тунă ятпа

Район администрацине Раççей Федерацийĕн Центросоюзăн правленийĕн председателĕ В.Ф. Ермаков алă пуснă телеграмма килнĕ. Унта пĕлтернĕ тăрăх, предприяти ĕç-хĕлĕн калăпăшне пысăк шайра  тытса хăварассине чакарманшăн, ялăн социаллă инфраструктурине аталантарассинче активлă хутшăннăшăн, хуçалăх ĕçне-хĕлне эффективлă тытса пырса укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен тăнăçлă лару-тăру туса хунăшăн Раççей Федерацийĕн Центроюзĕн потребкоопераци коллективĕсем хушшинче Мăн Сĕнтĕр райповĕн коллективĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Муркаш райповĕ иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Район администрацийĕ Мăн Сĕнтĕрпе Муркаш райповĕсен работникĕсене призлă вырăнсем йышăнма пултарнăшăн чĕререн саламлать, халăха таварсемпе тата услугăсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе малашне те ÿсĕмсем сунать.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
14 мая 2005
00:00
Поделиться
;