Йывăрлăхсенчен хăраман, тăшмана парăнтарнă
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре Совет Союзĕпе Германи хушшинче тунă мирлĕ килĕшĕве сĕмсĕррĕн пăсса Германи патшалăхĕн пуçлăхĕ Гитлер пирĕн çĕршыв çине тапăнать. Совет Союзне пăхăнтарса хăйĕн чури тăвас тĕллевпе хăйн малтанах хатĕрленĕ çарне пирĕн çĕршыва вăрçăпа кĕртсе ярать. Хуласемпе ялсем çине бомбăсем тăкăнма пуçлаççĕ, вĕсем çунаççĕ, пĕр айăпсăр çынсем вилеççĕ.
Вăрçă малтанхи кунĕсенче Гитлерăн çарюсем пирĕн çарсенчен 8-9 хут вăйлăрах пулнă. Вĕсем пирĕн çарсене хупăрласа илсе пĕтерсе пыма вăй çитереççĕ. Гитлер Совет Çарне пĕр уйăх çурăра çапса аркатса 1941 çултах Мускаври Хĕрлĕ площадьре Çĕнтерÿ парадне ирттерме шутланă. Ун хыççăн Америка çине тапăнса ăна парăнтарса алла илсе, Совет Союзĕн тинĕс çарĕсенен (моряксене) атĕрлеме тытăнмалла. Çак хăрушлăха пĕлсе ĕнтĕ Америка пуçлăхĕ Рузвельт, Сталинпа пĕр шухăшлă пулса, Гитлер шухăшне хирĕç кĕрешме вăрçăн малтанхи кунĕсенчех килĕшÿ тăвать. Мускавра лару-тăру йывăр пулнă пулин те 1941 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче çар парачĕ пулать. Пирĕн çарсем унтан тÿрех çапăçу хирне Мускава хÿтĕлеме тухса каяççĕ.
1941 çулхи кĕркунне Совет Союзĕн маршалĕ Г. Жуков ертсе пыние пирĕн çарсем Мускав патĕнче Гитлер çарне çапса аркатса вăрçă нумай техникине тытса илеççĕ. Гитлер çарĕн вăй-хăвачĕ Чакнă çемĕн чакать. Вăл çулне çанталăкĕ питĕ сивĕ тăратчĕ. Хаяр сивĕсене чăтайманнипе каялла чакакан салтакĕсем, нумаййăн шăнса вилсе Мускав хирнех выртса юлчĕç. Мускав патĕнче ĕç тухманнине курса Гитлер хăйĕн малтан хатĕрленĕ планне тĕпрен улăштарать.
1942 çулхи çуркунне Ростов хули патĕнче Гитлер çарĕсем пирĕн çирĕплетнĕ района çĕмĕрсе кĕме вăй çитереççĕ, Дон çеçенхирне тухаççĕ, Сталинград патне çул тытаççĕ. Гитлерăн çĕнĕ планĕ – Сталинград хулине илсе, Атăл урлă каçса Мускава хыçалтан илесси. Нимĕçсем Сталинград хулихне пĕтĕмпех çавăрса илеççĕ. 29 километр тăршшĕ анлă Атăл нимĕçсен аллине лекет, çак ирĕклĕ вырăнта вĕсем пысăк йышпа Атăл урлă каçма пуçлаççĕ. Анчах вĕсен ĕçĕ ăнмасть. Уралта хатĕрленĕ пирĕн çарсем вăхăтра вырăна çитсе Атăл урлă каçма ĕлкĕрнĕ нимĕçсене каяллă Атăла чăмтараççĕ. Гитлерăн планĕ каллех пурнăçланмарĕ. Пирĕн çарсем Сталинград патĕнче вĕсен 330 пин салтакĕпе офицерне тата 53 генералне тытăкна илсе пысăк çĕнтерÿ турĕç. Сталинград патне кайма план хатĕрленĕ Паульс генерал хăй те тыткăна лекет.
Тăватă çула яхăн çапăçнă хыççăн Гитлер вăрçа малалла тăсма плансем хатĕрлеме пуçлать. Мĕншĕн; Акă, мĕншĕн. Нимĕç физикĕ Атом бомбине туса кăларассипе тимлесе ĕçленине Гитлер лайăх пĕлнĕ, ăна хăйĕн патне чĕннĕ. Ĕçе хăвăртлатма хушнă. Анчах ăна тăрук пурнăçлама май килмен. Шăпах çакă ĕнтĕ вăрçа малалла тăсассин тĕп сăлтавĕ пулнă. Совет Союзĕпе унăн союзникĕсене этемшĕн чи хăрушă хĕç-пăшалпа атом брмбипе хăналаса Гитлер пĕтĕм тĕнчипе хуçа пуласшăн çуннă. Курск хули патĕнче вăл фронт пĕкки туса хурать, пирĕн çарсене çавăрса илсе вăрçа тăсма шутлать. Пирĕн çарсем вăйлă çапăçăва кĕрсе Курск хулине ирĕке кăлараççĕ. Конев маршал ертсе пыракан фронт чи малтан Польша чиккине тухсан, Германи пуçлăхĕсем пирĕн çĕршывпа калаçу ирттерсе вăхăта тăсма шутлаççĕ, ултавлă сĕнÿсем параççĕ. Вăрçа чарса лартма сĕнеççĕ. Пирĕн фронт командованийĕ Шутласа пăхма 4 кун вăхăт ыйтать, килĕшме пултарасса шанать. Тăватă кун хушши вăрçа лайăх хатĕрленнĕ пирĕн çарсене резервран малти рете куçараççĕ. 4 кун хыççăн вĕсене нимĕçсем мирпе мар, вăйлă вут-çулăмпа кĕтсе илеççĕ. Çакăн хыççăн пирĕн çарсем Çурçĕр тинĕсĕнчен пуçласа Хура тинĕс таранах татăкла наступление куçаççĕ. Нимĕçсем атом бомби пуласса кĕтнĕ, шаннă. Пирĕн çарсем Берлин патĕнче çапăçнă вăхăтра Гитлерăн пропагандăпа агитаци пайĕн ертÿçи Геббельс хăйсен салтакĕсене çапла калать: «Вырăс салтакĕсем пирĕн Берлин хулине кĕреймĕç, каяллă тарĕç».
Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленсен, 1945 çулхи июль уйăхĕнче Сталин, Америка пуçлăхĕ Трумен тата Англин пуçлăхĕ Черчилль малашнехи пурнăç пирки пысăк канашлу ирттереççĕ. Сывпуллашнă вăхăтра Трумен Сталина çакна пĕлтерет: Эпир хĕç-пăшал хатĕрлесе тĕрĕслесе пăхрăмăр. Унăн вăйĕ питĕ пысăк». Атом бомбине хатĕрлекен нимĕç физикĕ Берлин хулинче çапăçусем пынă вăхăтра Америкăна тухса тарнине шута илсе, атом бомби хатĕр тесе ăнланать Сталин. Совет Союзĕпе Германи хушшинчи хаяр çапăçусем вĕçленнĕ хыççăн тепĕр 35 кунтан Америкăра атом бомби «çуралать».
Пирĕн çарсем Германин вăйлă çарне çапса аркатса, Хĕвел анăçнелле васкаса куçса пыни пирĕншĕн кăлăхах пулман. Вăл вăхăтра пирĕн çарсене васкама тивнĕ.