Моргаушский муниципальный округ

Экономика аталанăвĕ технологирен пуçланать

«Лидер» агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра пулсан кунта пулнă пĕр калаçу чĕрере тарăн йĕр хăварчĕ. Хуçалăх тăрăх çÿреме Сыпайри ял хуçалăх техникин шинисене юсакан цех (Атăл тăрăхĕнче урăх çук çак çĕнĕ технологи районти хуçалăхсемпе предприяти-организацисемшĕн пысăк перекет çул-йĕрĕ пулни пирки район хаçачĕн майăн 4-мĕшĕнчи номерĕнче вулăр) директорĕпе Евгений Алексеевич Колбасовпа  тухсан, унран çурăм çинче выртакан «Дружба» хуçалăха Эдуард Валерьевич Мочаловпа пĕрле çамрăксем пĕр чăмăра  пĕрлешсе малалла туртма кĕрĕшни мĕнрен пуçланчĕ-ха тесе ыйтрăм. Хуравĕ та Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнă май çĕнтерÿ шухăшлă тата мал ĕмĕтлĕ пулчĕ.

- Эпир-çке ют çынсем мар. «Дружба» колхоз унчченхи аталану çулĕсенче хăй вăхăтĕнче ыттисенчен каях пулман. Эпир çакăнта çуралса вăл вăхăтри колхоз сывлăшĕпе сывласа ÿснĕ. Раççейре рынок хутшăнăвĕсем аталанма пуçласан, хуçалăх çакна хатĕр марри курăнчĕ. Çул хыççăн çул иртрĕ, ял хуçалăх производство  кооперативĕн статусне илнĕ хуçалăх каялла та каялла чакрĕ. Район, республика тăрăх çÿренĕ чух тăван колхоз лачакара ларни чĕрене çĕçĕ пек чикетчĕ. Çапла вара пĕр енче çуралса ÿснĕ юлташсемпе пĕр шухăшлăх патне пырса тăван хуçалăхăн каялла утăмĕсене алла илсе: «Тăван хуçалăхшăн чĕре ыратать» - тесе ĕçе кÿлĕнтĕмĕр, ыррипе палăрми пулнă хуçалăха ниме пăхмасăр малалла аталантарма тĕллев лартрăмăр, - терĕ Е. Колбасов. Çамрăксем тĕллев палăртнă чух ват асатте-асаннесем вĕрентнĕ пек çиччĕ виçсе пĕрре каснă  та ĕçе кÿлĕннĕ. Çĕнĕ виçевре çĕнĕ технологисем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Паян вара сысна самăртас-ÿстерес ĕçри технологипе паллашар-ха.

Çĕннинчен чакмăпăр

- Хам зоотехник пулсан та тата тăван «Дружба» хуçалăхра çак ĕçпе чылай ĕçленине пухсан та, пĕлтĕр хуçалăх тилхепине хăй аллине илнĕ Э. Мочалов сыснасене типпĕн тăрантарасси  пирки сăмах хускатсан, ĕç каясси иккĕлентерчĕ. Паян вара пăшалпа персен те çак çултан каялла чакмăп, - терĕ калаçу пуçламăшĕнче агрофирмăн тĕп зоотехникĕ Галина Владимировна Григорьева. Сысна пăхакансем те унăн сăмахĕсене çирĕплетрĕç.

- Сыснасене типĕлле тăрантарасси çинчен калаçма пуçласан çамрăксене ĕненмерĕмĕр, вĕсен сăмахĕсене юмахпа танлаштартăмăр: типĕлле тăрантарса сыснасем епле ÿт хушĕç-ха; Унтанпа 7-8 уйăх иртрĕ те хамăр çав вăхăтра иккĕленнишĕн паян пит хĕрелет. Чылай ĕлĕкрех пуçламалла пулнă ку ĕçе. Ялпа хуçалăх аталанăвĕ те палăрмаллах малта пулнă пулĕччĕ, - пĕр-пĕрне пÿлсех калаçрĕç сысна пăхакансем.

Кирек епле ертÿçĕ те хăйĕн ĕçне ырă енчен çеç кăтартма тăрăшать пулсан, кунта рядовой ĕçченсем «çÿлтисем» пуçарнă ĕçе ырăпа хаклани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ара, çĕнĕ технологи вăл ертÿçĕшĕн çеç мар-çке. Кунта пирĕн калаçу хамăр сисмесĕрех ĕç укçи çине кĕрсе кайрĕ.

- Унччен «Дружба», халĕ «Лидер» агрофирмăра пурĕ 30 çул ытла пĕр улшăнмасăр сысна амисем патĕнче ĕçлетĕп. Пĕрле ĕçлекен Нина Абрамова та 12 çул кунта вăй хурать. Унччен йĕпе сарайсенче кун кунлаттăмăр та уйăхне вăтамран 700 тенкĕ ĕç укçи илеттĕмĕр. Халĕ лару-тăру пач улшăнчĕ. Сыснасене типĕлле тăрантарма пуçланăран тата сарайсенче пĕчĕк реконструкцисем тунă хыççăн микроклимат типрĕ, ĕç условийĕсем 100 процент лайăхланчĕç, ĕç укçи вăтамран 3 хут ÿсрĕ. Фермăран йăпăр-япăр тухса та каяс килмест, - терĕ шухăш-кăмăлне уçса Людмила Викторовна Квасова. Унăн сăмахĕсемпе пĕрле ĕçлекен Н. Абрамова, В. Ершова, Г. Станкова та килĕшрĕç.

Ферма коллективĕ 12 çынран тăрать. Кунти ĕçсене ферма заведующийĕ Геннадий Игнатьевич Яковлев иккĕмĕш çул йĕркелесе пырать. «Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн» принциппа пурăнса ферма заведующийĕ вăл е ку механизм юсавсăрлăхне хăй юсать, вăхăтра ĕçлеттерет, пĕчĕк кăлтăкшăнах аякран пулăшу кĕтсе лармасть. Çутă малашлăха пăхакан коллективра çапла пулмалла та ĕнтĕ: кашниех хăй ĕç вырăнĕнче хăй хуçа.

- Кашни специалист, рядовой ĕçчен хăй ĕçне пĕлсе тунăран кăтартусем те ÿсеççĕ. Акă, 2004 çулта самăртма хупнă сыснасем, ноябрь-дукабрь уйăхĕсенче пысăкрах ÿт хушаслăх пулчĕ пулин те, талăкра вăтамран 250 грамм ÿт хушрĕç пулсан кăçалхи апрель уйăхĕнче вăл кăтарту вăтамран 946 грамм пулчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа – 792 грамм. Кунашкал ÿсĕмпе шанчăклăнах малашлăха пăхма пулать, ĕçлес кăмăл те ÿсет, - терĕ маларах пуçланнă калаçăва хутшăнса Лидия Николаевна Воронцова сысна пăхакан. Каламалла, вĕсем Римма Вячеславовна Мясниковапа 200 пуç ытла сысна пăхаççĕ. Çулталăк каяллахи технологирен (сыснасене пĕçерсе апатлантарасси) вĕсем те писмеллипех писнĕ: кирлĕ мар вĕсене кивви.

Çĕнни вырăнлăрах

Кирек епле ĕç те тăруках пулмасть. 2004 çулхи февральте унчченхи «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативне вăл вăхăтра хуçалăх юхăнăвĕпе килĕшмесĕр тытнă Эдуард Валерьевич Мочалов команди çанă тавăрсах ĕçе кÿлĕннĕ. Хуçалăхра укçа-тенкĕ çăл куçĕ выльăх-чĕрлĕх пулнăран малашлăха шанчăклă пăхакансем малтанах фермăсенче юсав тăвасси çине тимлĕх уйăрнă. «Ахальлĕн фермăна сутса ямалли çеç юлнăччĕ», - теççĕ паян обществăлла выльăх пăхакансем çулталăк ытларах каяллахи пурнăçа куç умне кăларса. Сарайсемпе витесене юсанă, выльăх апачĕ тупнă-янтăланă, ĕç дисциплинине хытарнă хыççăн калаçу çĕнĕ технологисем çине кĕрсе кайнă. Сыснасене типĕлле тăрантарасси çĕнĕлĕх пулин те, çамрăксем ун умĕнче  пуç усман. Çĕнĕ шухăша район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов та ырласа çул пани Мочалов командине вăй панă. Çапла вара пĕлтĕрхи ноябрьте «иккĕленÿллĕ» шухăшпах Сыпайсем сыснасене типĕлле тăрантарма пуçланă. Хăнăхман йĕркене хирĕçлесе малтанхи кунсенче сысна клеткисенче хытах шăв-шав тăнă. Анчах вĕсен технологи пуçаруçисем 7 сехетре тата 19 сехетре тĕрлĕ витаминсемпе пуянлатнă комбикорма панипе тата юнашарах таса шыв пулнипе çырлахма тивнĕ. Кунсем иртнĕ те вĕсем çакна хăнăхнă. Апатран апата сыснасем халĕ çывăрсах ирттереççĕ, талăксерен 800-900 грамм ÿт хушаççĕ. Танлаштарма, хăш-пĕр хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсем те кун чухлĕ ÿт хушаймаççĕ. Çакă та çĕнĕ технологи ÿсĕмпе аталану шайĕ пулнине çирĕплетет.

Йĕрке

Сыснасене тăрантарас йĕрке еплерех-ха; Çак ыйту вулавçăсене интереслентеретех тетĕп. Çавăнпа апатлантару йĕркипе паллаштаратпăр. «Лидер» агрофирма» обществăн тĕп зоотехникĕ Г. Григорьева каланă тăрăх кунта апатлантару йĕркине пăхăнни чи пĕлтерĕшли. Иртнĕ уйăхра кунта типĕлле тăрантарса пурăннă амасем пĕрремĕш çурасем панă. Вĕсем таса та сывă, çирĕп, вăйлă çурални те çĕнĕ технологи çимĕçĕ. Çурасем 5 талăкран «суперпрестартер» комбикорм, 12 килограма çитсен «стартер», 27 килограмран «гроуэр», 54 килограмран иртсе аша каиччен «финишер» комбикорм çиеççĕ. Кашни ÿсĕм валли вĕсен хăйсен виçи (грамшар-килограмшар). Сыснасене типĕлле тăрантарасси вĕсем пĕтĕллĕ вăхăтра та пĕтмест: çăвăрличчен сысна амисем «СБ», çăвăрланă хыççăн «СЛ» комбикорм çиеççĕ. Ку технологире тĕп вырăнта комбикорм виçипе сыснасем умĕнче тăтăшах таса шыв пулни. Çапла вара пĕр уйăхра амăшĕ çумĕнчен 10-12 килограма çитнĕ çурасене уйăрнă хыççăн çур çултан вĕсем 110-120 килограма çитсе аша каяççĕ, хуçалăх кассине укçа кĕртеççĕ.

- Çĕнĕ технологи çине куçса ĕç сахалланмарĕ. Кунĕпе çĕршер витре апат йăтмастпăр пулин те, тасалăха тытса тăрассипе ĕçлемелли нумайланчĕ. Сысна пăхакансем те кунĕпе майлах (сменăпа) фермăра. Кунти ĕçсемпе хуçалăх ертÿçи Э. Мочалов та, унăн çумĕ В. Андреев та, Сыпайкасси уйрăмĕн пуçлăхĕ В. Белов та, ытти специалистсем те тăтăшах интересленсе тăраççĕ. Çакă та ĕçлекенсене хавхалантарать, ырă малашлăха пăхтарать, - терĕ технологи йĕркипе паллаштарнине вĕçлесе тĕп зоотехник Г. Григорьева.

Çĕнни кашни утăмрах

Аталану утăмĕ кашни пĕчĕк çĕнĕлĕхе алла илнипе тата тимлĕхе ÿстернипе сулмакланса пырать. Ĕç тата кану условийĕсем. Сысна ферминчи маччасене аяларах антарнăран, тислĕке тăтăш кăларса тăнăран сарайсенчи микроклимат ĕçлеме меллĕ условисем туса панă. Кунпа пĕрлех кану пÿлĕмĕнче электричествăпа хутса ăшăтассинчен пăрăнса ĕçченсем валли вырăс кăмаки туни тата вĕсене телевизор лартса пани те перекетлĕхпе кану условийĕсем çине пăхнине пĕлтерет. Ĕç тата кану условийĕсем çине тимлĕх уйăрнăран Сыпайĕнчи сысна ферми апрель уйăхĕнче кăна 850 пин тенкĕлĕх продукци реализациленĕ.

«Лидер» агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра пĕр енлĕ çеç ĕçлени малашлăх çулне такăрлатманнине ăнланса кăçалхи февральте сурăхсем туяннă. Кунта та çĕнĕлĕхсĕр мар: пĕтĕм кĕтÿ производство тĕлĕшĕнчен шачăк паракан «романовская» ăратă. Çак кунсенче Тури Тăмлайра вырнаçнă сурăх ферминче çăм касрĕç. Çак ĕçре Муза Ефимова, Альбина Бычкова, Рисăпа Александр Сорокинсем хастар пулчĕç.

- Пĕрре пăрахмасăрах 34 çул лашасем пăхатăп. Паян хам 72 çултине пăхмасăрах хĕлле фермăсене лашапа кăшман, çĕр улми, утă т. ыт. те турттарса паратăп. Сурăхсем пулнă кашни çулах çăм касма хутшăннă. Кăçал та çак ĕçрен юлмарăм, - терĕ сурăх çăмĕ касас ĕçе вĕçленĕ май Александр Семенович Сорокин.

Çак куна «Лидер» агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра ирттерсе экономика аталанăвĕ çĕнĕ технологисене алла илнинчен пуçланнине тепре курса  ĕнентĕм.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
14 мая 2005
00:00
Поделиться