Ачана кашниех юраттăр
Çутçанталăк хĕрарăма пысăкран пысăк тивĕç- çире пур ачана упраса, çитĕнтерсе, ача çуратма шанса панă. Нумай чухне çамрăк хĕрарăм çак тапхăр мĕнле пысăк пĕлтерĕшлине, пысăк ответлă самант пулнине шутласа тăмасть. Пулас ача çире мĕнле çитĕнни, ача çурални вара çемье телейĕпе савăнăçĕ çеç мар, пĕтĕм çĕршывшăн çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ача - çĕнĕ çын, гражданин.
Пулас ача сывлăхĕшĕн медицина тата социаллă пулăшу , медицина ĕçченĕсем çеç тăрăшни çителĕксĕр.Пулас ачашăн тата амăшĕн сывлăхĕшĕн çемьен хытă тăрăшмалла. Пĕр ĕçе кÿлĕннĕ ушкăна(эпир халь пулас ачапа унăн амăшĕн сывлăхĕ пирки сăмах тапрататпăр) ĕçлĕ партнерсем , теççĕ. Пулас ачан çураличченех темиçе партнер пулма пултарать. Вĕсем пулас ача ашшĕ, амăшĕ, асламăшĕ, аслашшĕ, кукамăшĕпе кукашшĕ, мăнаккăшĕ тата пур тăван та пулма пултараççĕ. Урăхла каласан, вĕсем пурте çире пур ачана юратакансем, ырă сунакансем, ача çирĕп сывлăхлă пултăр тесе тăрăшакансем.
Пулас ача хĕрарăм организмĕпн тачă çыхăнура. Çавăнпа та çире пуррине пĕлсенех, ача сывлăхне упраса хăварас тесе тăрăшмалла. Раççей саккунĕпе пирĕн çĕршывра çире пур хĕрарăмсене йывăр ĕçрен, каçхи ĕçсенчен, командировкăсенчен хăтараççĕ. Апла пулсан çире пур хĕрарăмсене çемьере те хĕрарăма йывăр ĕçсене тутармалла мар. Йывăр ĕçе кÿлĕннĕ тулли хĕрарăмăн ачана кирлĕ кислород ача патне мар, ĕçлекен хĕрарăмăн мыщцине пырса тăрать. Çавăнпа та пулас ача пăчăхма пултарать. Ачашăн тăрăшакан ырă çемье тулли хĕрарăма упрать, ăна пулăшса пырать, йывăр ĕçрен хăтарать. Майĕпен çăмăл ĕç туни вара хĕрарăм сывлăхне сиен кÿмест, çакă усăллă çеç.
Юлашки çулсенче çире пур ача кăмăл-туйăма сиснине çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Пулас ача амăшĕн сассине итлет, Çемьери çынсен( партнер , теер-ха вĕсене) сасă пусăмне туять. Юрăсем, кĕвĕсем итлет иккен. Çавăнпа та çемьери ăшă кăмăллă хутшăнусем, çемье ăшши, тимлĕхĕ пулас ачашăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмах çакăн çинчен пулас ача ашшĕн астуса тăрас пулать.
Хĕрарăмсен консультацийĕнче сăнаса тăракан хĕрарăмсенчен çурри ытла ниçта та ĕçлемест. Ĕç вырăнĕ çук хĕрарăма та çемье, тăвансен пулăшăвĕ кирлĕ. Тухтăр сĕннĕ витаминсене, тĕрлĕ микроэлементлă
препаратсене вăхăтра ĕçмелле. Вĕсем вара чылай хаклă. Çавăнпа та ача çуратма малтанах планлани вырăнлă. Çие хăварасси тата çурт лартасси, хаклă япала туянасси пĕр вăхăтра пулмалла мар.
Пулас ача сывлăхĕ уйрăмах йывăр çын хĕрарăм чирлесен хавшама пултарать. Тулли хĕрарăма стационара хурса сипленесси питĕ кулянтарать. çакăн пек чухне те çемье, тăвансен пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăвăрăн тимлĕхпе хĕрарăмăн кăмăлне çĕклени- пулас ача шăн тăрăшни.
Пулас ача ашшĕн уăрăмах çире пур хĕрарăм кун йĕркине пăхăннине,гимнастика хусканăвĕсене тунине тĕрĕслемелле. Физкультура вăçăчĕ 15-20 минут пулмалла. Ăна васксÿамасăр, кашни хусканăва 3-5 хут тумалла. Гимнастика комплексĕсене сиплевлĕ Физкультура пÿлĕмĕнче вĕрентеççĕ.
Çуратмалли вăхăт çитнĕçемĕн çемьере, паллах, ача кĕтсе илме хытах хатĕрленмелле. Ача çуратмалли самант хĕрарăма хытах пăлхантарать. Медицина ĕç-ченĕсем вĕрентни, лăплантарни вăл хăйне май. Çемьери ăшă сăмах, ырă кăмăл , çулланнă хĕрарăм ăнлантарни тата пахарах.
Акă, çуралчĕ те çемьере пĕчĕк çын, гражданин. Эппин, пурте пĕрле тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерер ăна, юратар. Вара вăл пурнăçра хăйĕн вырăнне хăех тупĕ.