Вăрçă çĕнтермен юрату
Иртет иккен вăхăт. Иртет çав. Аслă Отечественнăй вăрçăра Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа та, ав, 60 çул çитрĕ. Паянхи шурĕ çÿçлĕ ветерансемпе çĕнтерĕве тылра çывхартнă кинемисем 60-65 çул каялла мĕнле пулнă тетĕр; Паянхи çамрăксем пек. Çунатлă çамрăклăх ытамĕнче. Анчах 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ пĕтĕм совет халăхĕн ĕмĕтне пĕр харăсах татрĕ.
Пăхăр-ха çак сăн ÿкерчĕк çине сăнарах. Паллатăр-и? Тивĕшре пурăнакансем, аслă ăрури çынсем куç умне кăларчĕç пулĕ-ха Анастасия Сидоровнăпа Михаил Алексеевич Волковсем 65-67 çул каялла мĕнлерех çамрăк пулнине. Анастасия Сидоровна паян 87 çулта ĕнтĕ. Апла пулин те çамрăклăхне çеç мар, ачалăхне те тĕпĕ-йĕрĕпех астăвать.
...7 çултах лаша çинче утланса çÿрекен Настя курăмлă хĕрача пулнă çав. Ĕçченччĕ. Пĕчĕккĕллех курăк çулса, кĕлте тăватчĕ. Мишшасен умĕнче симĕс курăк çитĕнетчĕ. Лешĕ çак курăка никама та памастчĕ. Настьăна вара кĕлте тунă хыççăн курăк тусанне те çăпати çине хурса парса яратчĕ.
Настя 10 çула çитсен, амăшĕ вилчĕ: 4-мĕш ачине çуратнă хыççăн япала чÿхеме шыв хĕрне ансан вĕрĕлчĕ те, ура çине тăраймарĕ. Йăмăкĕпе иккĕн çеç çитĕнчĕç вĕсем.
- Атя, хулана вĕренме, - терĕ Мишша Настьăна лешĕ 8 класра чухне. Итлерĕ Настя хăй килĕштернĕ каччăна. Тата вĕренес ĕмĕчĕ те пысăкчĕ çав. Рабфакра 2 çул вĕреннĕ хыççăн пединститута вĕренме кĕчĕ Настя. Мишша вара Чулхулари мединститута вĕренме кĕчĕ, историк пулас ĕмĕт çапла тутарчĕ ăна.
Настя 2 курсра чух пĕр çемье чăмăртанă Настьăпа Михаил Волковсен вăрçă пуçланнă тĕле иккĕмĕш хĕрĕ Галя (малтанхи хĕрĕ – 1939 çулта çуралнă Люся пĕр çулталăкра чух вилчĕ) çулталăкраччĕ ĕнтĕ. Анастасия Сидоровна ун чух Шупашкар районĕнчи Якимовăра ачасене химипе биологине вĕрентетчĕ. Мăшăрĕ Михаил Алексеевич çартаччĕ. Амур облаçĕнчи Свободный хулинче службăра тăраканскер юратнă мăшăрĕ патне кашни кун çыру çыратчĕ. Чун савнă Настьăпа тата пĕчĕк çеç Гальăпа часах тĕл пулас çуккине, кĕç-вĕç вăрçă пуçланассине сиснĕ пулмалла ун чунĕ. Акă, вăл 1941 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче çырнă çырăвĕ:
- Пуçланать пулмалла вăл енче. Халăх хушшинче илтетни, салтака мĕнле илеççĕ? Ах, питĕ курас килет. Лару-тăру лайăх пулсан, епле ирттерсе ярса, сире курас.
Сывă пул, Настя чунăм. Лайăх пăх Гальăна, хытă чуп тăватăп. Санăн Миша.
Тепĕр икĕ кунтан вара хăрушă хыпар хăвăрт сарăлчĕ. Вăрçă пуçланнă!
Хĕрне Анастасия Сидоровнан ашшĕ çак хăрушă вăхăтра тăван яла Тивĕше кÿрсе килет мăнукĕпе. Çапла вара А.С. Волкова 1941 çулхи августăн 15-мĕшĕнче тăван шкулта ачасене химипе биологине вĕрентме пуçлать.
Вăрçă хирне тухса кайиччен Михаил Алексеевичран çыру килчĕ:
- Канаша тухăр. Илсе каяççĕ, - тенĕ вăл унта.
Анчах Турри ун чух икĕ юратакан чĕрене тĕл пулма пÿрмен пулмалла. Мишшасен эшелонĕ пĕр кун маларах иртсе кайнă иккен.
- Анкарти хыçĕнченех иртсе кайрăм, паллакансене курмарăм, - хурланса çырать çакăн хыççăн мăшăрĕ.
Акă, ĕнтĕ, малтанхи шкул директорĕ Н.Я. Яковлев хыççăн ытти арçын учительсем те Тивĕш шкулĕнчен вăрçа тухса кайрĕç: А.Я. Сорокин, В.П. Павлов, М.П. Павлов, И.Е. Егоров. Шкулта хĕрарăмсем çеç юлчĕç. Каярахпа Ленинградран А.М. Ильина историк килчĕ, директорта А.П. Грюнберг (вăрçă пĕтсен латыш хăй çĕршывне кайрĕ) ĕçлерĕ. Ялти пĕтĕм йывăрлăх ачасемпе хĕрарăмсен черчен хулпуççийĕ çине тиенчĕ. Анчах та пĕрре те йывăр тесе нăйкăшман: Тылра та вăрçă хирĕнчи салтаксен тĕллевĕпе пурăннă, ĕçленĕ: тăшмана çапса аркатмалла. Ачасемпе авăн çапнă, тырă вырнă, лашапа тырра хатĕрлев пунктне («заготзерно», тенĕ ун чух) ăсатнă. Анастасия Сидоровна, пĕчĕккĕллех лашапа утланса çÿренĕскер, унта хăех каятчĕ. Траппа хăпарса хăйех пушататчĕ тулли михĕсене. Вăй пĕтнипе (ара, кам тăраниччен çисе курнă-ши вăл вăхăтра: çăкăр çук, 200-шер грамм кантăр вăрри чун усрамалăх çеç вĕт-ха) кăшт çеç инкек тÿсмерĕ çакăн пек чух пĕррехинче Анастасия Сидоровна.
Сахал пулнă-и тата сивĕ шкулта чернил шăнса ларнисем? Ачасемпе вăрман касма кайнисем. Çак ÿкерчĕке 87 çулхи кинеми паян та çÿçенсе аса илет. Шупуç вăрманĕнче вăрман касатчĕç. Мĕнле тăрăшсан та пĕр ват пысăк юмана касса антараймарĕç. Тепĕр ирхине Панкли лашисем çÿренĕ унта. Ачасене ун таврашĕнчен пăрăнма хушнă хушăра йывăç ÿкме пуçланă. 10 класра вĕренекен хĕрача çухалса кайнипе тарса ĕлкĕреймен. Пĕр вырăнта хытса тăнăскере Турри хĕрхеннĕ: юманăн икĕ вулли хушшинче мĕнле тăнă çаплах тăнă, анчах çав çеккунтсем хушшинче çÿçĕ шап-шур шуралса кайнă.
Çакăн пек чуна йывăр вăхăтра мăшăрĕн çырăвĕсене вуласа лăпланатчĕ Анастасия Сидоровна.
Акă, Сталинград патĕнчен янă пĕр çырăвĕнчи йĕркесем: «Çунса кайнă тырă пучахĕсене çиетпĕр. Çĕрĕпе çерем чаватпăр, кун каçиччен ниме пăхмасăр малалла каятпăр. Ав, снарядсем çурăлаççĕ, тăпра тăкăнать. Тен, çак çыру çитеймест те пулĕ. Сывă пул, чунăмçăм Настя.
Çыру çырни, çав самантра мăшăрĕ чĕрĕ пулни вăй-хал паратчĕ Анастасия Сидоровнăна.
Телейĕ пулнах çав Волковсен. Икĕ юратакан чĕрене вăрçă пынă хушăрах тĕл пулма тÿр килнĕ. 1942 çулта Михаил Алексеевич курма килчĕ, 3 кун пурăнчĕ килте. Галя 2 çултаччĕ. 65 çулхи Галина Михайловна Федорова ашшĕне пĕрремĕш хут курнине паян та лайăх астăвать.
- Аçу килнĕ, терĕç мана. Эпĕ халиччен арçын курманнипе сехре хăпнипе кăмака хыçне кĕрсе тартăм. Атте тухма хушрĕ. Анчах кăмака хыçĕ ытла хĕсĕккипе хам ниепле те тухаймарăм. Атте асăрханса туртса кăларчĕ. Мана сахăр пачĕ. «Тутлă вăл. Çи», - тет. Çак хытă япала мĕнле тутлă пулать пулĕ, тесе шутлатăп çам. Çисе пăхрăм та – чăнах та, çав тери тутлă иккен, пылак. Анчах пур пĕрех атте патне пыма хăрарăм.
Акă, ĕнтĕ 3-мĕш кун Михаил Алексеевича ăсатма пĕтĕм ял халăхĕ пуçтарăнчĕ. Картиш варринче çывăракан салтак вăранман-ха.
- Çав икĕ каç мана кун-çул парнелерĕ (87 çулхи Анастасия Сидоровна çак сăмахсем хыççăн тăрук именсе кайрĕ, 17 çулхи хĕр пек пуçне чикрĕ вăтанса). Пысăк юратура çуралнă телей кайăкĕ эпĕ, - терĕ пирĕн калаçăва итлесе ларнă май Волковсен 3-мĕш хĕрĕ Вера Михайловна. 1943 çулта çуралнăскер, чăн та телейлех ĕнтĕ, ашшĕне кĕтсе илчĕ вăл. Халăхра çакăн пек ырă паллă пур. Мĕн те пулин манса юлсан, çав çын каяллах килет, теççĕ. Михаил Алексеевичăн та курма килсен, салтак кашăкĕ киле манса юлнă çав.
Сталинград патĕнчи хаяр çапăçусенче аманнă М.А. Волков. госпиталь хыççăн Прибалтийски фронта таврăннă. Вăл госпитальтен çырнă çырăва илсен, Анастасия Сидоровнан чĕри çурăлсах кайнă. «Настя, эпĕ мăнтăрлантăм ĕнтĕ. (Ялти чи начаркка çын ятне асăннă) пекех эп халь. Вăй та кĕчĕ (кÿршĕсен ятне асăннă) патĕнчен киле ним мар чупса çитетĕп».
Ку чăнах çакăн пек иккенне Анастасия Сидоровна 1944 çулта хăех курса ĕненчĕ. Çанталăк ăшăччĕ ун чух. Ун еннелле гимнастерка тăхăннă, шăлаварне хулпуççи урлă марльăпа çакса тыттарса янă салтак утнă. Ах, телей. Настьăн юратнă Мишши иккен ку. Аманса таврăннăскерне, М.А. Волкова, тÿрех çав çултах шкул директорне лартаççĕ. 1951 çулччен ĕçлет вăл. 1945 çулта Леня, 1947 çулта Лариса çуралать. Анчах вăрçă суранĕсем хăйсем çинчен асилтерсех тăчĕç çав. 1 ушкăн Аслă Отечественнăй вăрçă инвалидне икĕ операци те çăлса хăвараймарĕ. 1952 çулта çĕре кĕчĕ.
Вĕтĕр-шакăр 4 ачапа тăрса юлчĕ Анастасия Сидоровна. 37 çул учительте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ, ĕмĕр тăршшĕпех шкул çумĕнчи çĕр участокĕнчи ĕçсене йĕркелесе ертсе пычĕ. Леня ывăлĕпе 15 гектар çинче кукуруза çитĕнтерсе, ВДНХ кайма, медале тивĕçрĕç.
Учитель ачисем тесе колхозник ачисенчен мăнă тытмарĕç вĕсен ачисем. Пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçса ÿсрĕç.
- Пире çав тери çирĕп тытатчĕ анне, - аса илеççĕ Паян Галина Михайловнăпа Вера Михайловна.
Ачисем те ашшĕ-амăш пекех аслă пĕлÿ илчĕç. Галина Михайловна пĕр çул сысна ферминче ĕçленĕ хыççăн медучилище пĕтерчĕ. 13 çул акушеркăра ĕçленĕ хыççăн, хăйĕн учителĕ качча илнĕскер, ăна аслă пĕлÿ илме чармарĕ. 60 çула çитичченех ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕ. Галина Михайловнапа Семен Федорович Федоровсен ывăлĕ Юрий Семенович Федоров паян ЧР Президент администрацийĕнче информатикăпа политика пайĕнче вăй хурать.
Тепĕр хĕрĕ Вера Михайловна Григорьева пединститут пĕтерчĕ: акăлчан чĕлхине вĕрентрĕ (халĕ Америкăра пурăнать). Ывăлĕ университет, хĕрĕ Мускаври кооператив институчĕн Шупашкарти филиалне пĕтерчĕ.
Ывăлĕ Леонид Михайлович Чулхулари медицина инситутне пĕтерчĕ. Хирург-реаниматолог- анестезиолог Шупашкарта васкавлă медицина пулăшăвне паракан больницăра, 1 хула больницинче, республика больницинче ĕçлерĕ. 10 çул университетра студентсене вĕрентрĕ. 12 монографипе наука ĕçĕсен авторĕ. 1993 çулта вилчĕ вăл. Унăн ывăлĕпе пĕр хĕрĕ (врач) аслă пĕлÿ илсе ĕçлеççĕ.
Кĕçĕн хĕрĕ Лариса Михайловна та Чулхулари медицина институтне пĕтерчĕ. Халь республикăри юн ямалли станцире врач-лаборантка пулса вăй хурать, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ . Унăн пĕр хĕрĕ-педагог, тепри - врач. Çапла вара Анастасия Сидоровнапа Михаил Алексеевич Волковсен, пĕтĕмĕшле шутласан, педагогикăпа медицина династийĕ-4 ăрура . Хаяр вăрçă Волковсен юнĕнчи юратăва та, ăса та çĕнеймерĕ. Вĕсен ачисем, мăнукĕсем паян та Тивĕшри Волковсен ыр ятне çÿлте çĕклесе пыраççĕ .
Ачасем те, мăнуксем те лайăх ман , -тет Анастасия Сидоровна.
Мĕн акатăн,çав шăтать , теççĕ халăхра .Эппин , Анастасия Сидоровна тĕрĕс воспитани панă вĕсене . Ачисем вара вĕсенчен вĕреннĕ пурăнма .
Халăхра çакăн пек каларăм та пур: мăнукĕн ачисене куракансем телейлĕ . Анастасия Сидоровнан 7 мăнук, 7 прамăнук. Вăрçăн йывăр çулĕсенче хуçăлса ÿкменшĕн Турри телейлĕ кунçул парнеленĕ ĕнтĕ ăна.