Моргаушский муниципальный округ

Çĕнтерÿçĕ-салтаксене манмаççĕ

 

Çĕнтерÿ уявĕ çитет тепĕр кунтан. Уявсен уявĕ вăл. Çак кун пулман пулсан, мĕнле те пулин уяв пулатчĕ-ши çĕр çинче? Пĕр çакна шута илсе, ĕмĕр татайми парăмра эпир вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем умĕнче.

Çак кунсенче пур çĕрте те çĕнтерÿ тунă салтаксемпе тыл паттăрĕсене саламлаççĕ. РФ Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕн вкладчикĕсем хушшинче те вăрçă ветеранĕсем чылаййăн. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри вуншар çул усă курать Перекет банкĕн пулăшăвĕпе. Тĕслĕхрен, Анаткассинче пурăнакан Г.Ф. Федоров. Турайри А.Н. Ярдыков, Варпуçĕнчи С.А. Афанасьев.

Çакна ниепле те палăртмасăр май çук. Х.М. Тимофеева ертсе пыракан РФ Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕ аслă ăрури Перекет банкĕн пулăшăвĕсемпе нумай çул усă куракансене тăтăшах тимлĕх уйăрать. Акă, иртнĕ кĕçнерни кун çакăнти ĕçченсем патне, Сергей Афнасьевичпа Геннадий Федорович хаваспах килсе çитрĕç. Тĕл пулура вут-çулăм витĕр çĕнтерÿпе тухнă салтаксем хăйсен вутра çуннă çамрăклăхне аса илчĕç. РФ Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕн управляющийĕ Х.М. Тимофеева вĕсене РФ Перекет банкĕн значокне кăкăр çине çакса ячĕ, парнесемпе чысларĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
12 мая 2005
00:00
Поделиться