Абонентсемшĕн, клиентсемшĕн ĕçлетпĕр
Паян радиора, çыхăнăвăн мĕн пур отраслĕсенче вăй хуракансем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Уяв умĕн хаçат корреспонденчĕ Кÿкеçри ЭТУСăн Муркашри ЛТЦ-3 ертÿçипе В.А. Терехинпа тĕл пулса хăшпĕр ыйтусене хуравлама ыйтнă.
- Виктор Александрович, мĕнле кăмăлпа кĕтсе илетĕр уява?
Ĕçлĕ лару-тăрура. Пирĕн ĕç-хĕл талăкĕпех радио тата телефон линийĕсене йĕркеллĕ ĕçлеттерессипе, радиоточкăсене пăхса тăрассипе, телефон абоненчĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе çыхăннă-çке. Çакна пĕтĕмпех 67 çынлă йышлă коллективпа пурнăçлатпăр. Тариф планĕсене иртнĕ тăватă уйăхра 105,2 процент чухлĕ тултарнă.
Хăйсен тивĕçĕсене чуна парса туса пыракансем сахал мар пирĕн. Акă, кăçал кăна телефон çыхăнăвĕн станци оборудованийĕн электромонтерне «Волга-Телеком» ОООн республикăри филиалĕ Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Республикăра професси енĕпе чи лайăххисене палăртмалли конкурссенче Вениамин Артемьевич Иванов «Чи лайăх электромонтер», Алевтина Вениаминовна Овчинникова «Чи лайăх телефонист» ятсене тивĕçнĕ.
- Иртнĕ çулта мĕнле палăрăмлă ĕçсем туса ирттертĕр?
- Коллективра вăй хуракансем кулленех ĕçре тата клиентсемпе заказчиксен ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ çĕрте. Пĕлтĕр, акă, 4 АТСра телефон линийĕсене пăхса тăрассине лайăхлатас тĕллевпе çĕнĕ оборудовани нумай вырнаçтарнă. Халĕ пĕтĕм АТСсенче абонетсен хулана тÿреммĕнех тухма майсем пур. Çавăн пекех телефонпа усă куракансене Интернет услугисемпе те тивĕçтеретпĕр.
- Вăрçă инваличĕсемпе ветеранĕсене телефонсемпе тивĕçтерессм епле пырать?
- Хамăрăн укçа-тенкĕпе эпир пĕлтĕр 31 вăрçă участникне телефонсем лартса панă, кăçал паянхи куна – 18 ветерана. Виçĕм кун вара татах 36 çынна сотовăй телефонсемпе тивĕçтернĕ. Çапла вара, тĕрĕссипе каласан, телефонпа тивĕçтерме ыйтса списокра тăракан вăрçă инваличĕсемпе ветеранĕсем халĕ урăх çук та.
- тавах, Виктор Александрович калаçушăн, Сире тата пĕтĕм коллектива малашнехи ĕçсенче те ăнăçусем сунатпăр.