Моргаушский муниципальный округ

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче

 

Ĕçлес кăмăл пулсан, аталанăвăн чикки çук

Йывăр та йывăр тесе кулленхи ĕç умĕнче алă усакансем чăнласах йывăрлăха кĕрсе ÿкеççĕ. Анчах çумра юлташ пулни, çаврăнăçуллă ĕçлеме хал çитерни, ырă ĕмĕт-тĕллевсем пурри çав чăрмавсене çĕнсе малалла аталанма çул уçаççĕ. Акă, пĕр-икĕ çул каялла Ярапайкассипе Сыпайкасси тăрăхĕсенче ял хуçалăхĕ месерле выртнăпа пĕрехчĕ. Паян вара çĕнĕ технологисемпе хĕçпăшалланнă, малашлăх планĕсене уçăмлатнă «Лидер агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă общество ним çукран нимĕр тума пултарнине кулленхи ĕçпе çирĕплетсе пырать. Хуçалăх тилхепине çулталăк ытларах каялла  хăй аллине илнĕ Эдуард Валерьевич Мочалов ĕçлекен ял хуçалăхĕ çеç малалла утма пултарнине хăй тĕслĕхĕпе кăтартать. Кунта тымар янă çĕнĕлĕхсем çывăхрисемшĕн те, аякрисемшĕн те ырă тĕслĕх.

Тăван хуçалăхшăн çеç мар, районшăн та, республикăшăн та пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕх вăл - çур çул каялла Сыпайкассинчи автомехпаркра автотракторпа ытти ял хуçалăх техникин шинисене юсама пуçлани. Çапла, шинăсем юсаççĕ. Çакă пысăк перекет çулĕ пулни пирки иккĕленÿ çук. Акă, кустăрмаллă тракторсен пысăк урапин шини çĕнĕлле вăтамран 6 пин тенкĕ тăрать. Ĕç вăхăтĕнче пĕр шит пек çурăлса кайнă çак шинăна ку таранччен Ярапайкассисем те кустăрма çинчен кăларса çырманалла кустарнăччĕ те хуçалăх бухгалтеринчен çĕннине ыйтнăччĕ. Анчах çĕнĕ шухăшлав çак тăкак çулне пÿлчĕ: паян çĕнĕ юсав технологине пурнăçа кĕртсе Ярапайкассисемпе Сыпайкассисем çурăк виçине кура ăна юсама 800-1500 тенкĕ тăкакласа шинана ĕçе тавăраççĕ. Автомашинăсен çĕнĕлле 2-3 пин тенкĕ тăракан шинисем те çурăлсан-тусан 800 тенкĕллĕ юсав хыççăн ĕçе таврăнаççĕ. Масштабшăнлăх каласан, К-700 тракторăн çĕнĕлле 18 пин тенкĕ тăракан шинăн çурăкне сапласа-юсаса ăна производствăна тавăрма 3-5 пин тенкĕ тухса каять. Çапла вара çурăлнă шинăпа  пĕрле ăна юсама шутламасăр тата шанчăклă юсавçăсем Сыпайкассинче пуррине «пĕлмесĕр» пиншер тенкĕ хамăр алăпах çырмана кустарса яратпăр. Анлăрах шутлатăн та, пирĕн экономика та çак шинăсемпе пĕрле çырмана кусмасть-и?

Тĕнче экономикин пĕр страницине пăхсан, Хĕвел Анăçĕнче шинăсене юсас ĕçе 40 çул каялла, Белоруçре 10 çул каялла алла илнĕ. Эпир вара паян кун та хамăр «пуянлăха» кăтартса ĕçлеслĕхĕ пĕтмен, анчах çурăлнă шинăсене çырмана кустаратпăр, кил-çурт таврашĕнче хуçалăхра кирлĕ çăлсене тума усă куратпăр е, чăрмантарать тесе, çунтарса яратпăр. Акă ăçтан пуçланать вăл экономика хавшавĕ!

Сыпайкассинчи шина юсакан цехра вăй хуракан Владимир Вершинина вулканизаторщик ĕçне Челябинск облаçĕнчи Златоуст хулинчен ку енĕпе  ĕçлекен ятарлă мастер килсе вĕрентнĕ. Владимир Валентиновичпа пĕрле çĕнĕлĕхе  П. Енисеевпа С. Воробьев çамрăксем те алла илнĕ, анчах Муркаш тăрăхĕнчи хуçалăхсемпе предприятисем кÿршĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе кăсăкланманран, çĕнĕлĕхсен шыравĕнче пулманран, çак çĕнĕлĕхе пуçа илейменрен ĕç калăпăшĕ сахалран шина юсассипе паян В. Вершинин кăна ĕçлет. Çав вăхăтрах «Лидер» хуçалăхра тĕрлĕ техникăн 27 шинине юсаса иккĕмĕш пурнăçа тавăрса  перекет çулĕпе çур акине  тухрĕç.

- Унччен пулнă «Дружба» ял хуçалăх кооперативне Э. Мочалов командипе экономика лачакинчен кăларма пуçласан тракторсемпе автомашинăсен, прицепсемпе кăкарса ĕçлемелли  ытти техникăн çурăк шинисем пысăк ыйту кăларса тăратрĕç. Вĕсене юсама пулмасть-и? Вуларăмăр, шырарăмăр, кăсăклантăмăр та – пулать иккен. Вĕрентÿ ирттернĕ хыççăн пĕлтĕрхи декабрьте ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Хамăр хуçалăхри шинăсене юсаса опыт пухрăмăр. Ăна кура хальлĕхе пирĕн пулăшупа хамăр районти «Герой» хуçалăх кăна усă курчĕ-ха. Хамăрăннисем çывăраççĕ пулсан, пирĕнпе «Чувашагролизинг» çыхăну йĕркелерĕ. Малашлăха пăхса перекет никĕсĕ çинче ĕçлекенсем хамăр республикăри Улатăр, Куславка районĕсенчен, Çармăс республикинчен килсе кайрĕç. Юхăну çулĕнчен пăрăнас текенсем шинăсем юсасах кĕсьене хулăнлатма тăрăшнине ырламалла кăна. Шинăсем юсанипе пĕрлех хамăрăн çĕнĕ цехра камерăсен вентилĕсене улăштарассине, пысăк автобуссен камерăсăр шинисене юсассине те йĕркелерĕмĕр. Йăлтах ял хуçалăхĕ валли, малашлăха шанчăкпа пăхакансемшĕн, - çĕнĕлĕхе чунĕпе парăннине палăртса калаçать автомашинăсемпе ял хуçалăх машинисен шинисене юсакан цех директорĕ Евгений Алексеевич Колбасов.

Цех ĕçĕпе паллăшнă хыççăн Е. Колбасов шухăш-кăмăлĕпе килĕшмесĕр тăма пултараймастăп: перекет çулĕ-çке ку. Иртнĕ хĕл кунĕсенче çĕнĕлĕхе çул уçнă хуçалăхра паян шина ыйтăвĕ çук. Кунти юсавçăсене алă тăсса парсан ыттисен те çак ыйту кун йĕркинчен тухĕ. Перекет çулне суйлаканăн вара экономики те малалла кайĕ.

Хуçалăхсем çур акине тухрĕç. Сисмĕпĕр те, хыççăнах ут çи çитĕ, унтан вара вырмапа ытти кĕрхи ĕçсем те инçе мар. Кашнинчех техника тĕп вырăнта. Çавăнпа та хуçалăхсенче шина ыйтăвĕ те час-часах сиксе тухĕ. Ăна юсама Сыпайкассинче яланах çул уçă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 мая 2005
00:00
Поделиться