Моргаушский муниципальный округ

Манма тивĕç çук

 

Кĕçех пуриншĕн те пысăк уяв – Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çитет. Пирĕн Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул та çак уява хатĕрленет. Кăçал эпир вăрçă ветеранĕсем пирки альбом хатĕрлерĕмĕр. Унта кашни ветеранăн вăрçă вăхăтĕнчи  пурнăçĕ çинчен çыртăмăр. Малтан кашнин патне кайса вĕсем ăçта çапăçнине, мĕнле наградăсем илнине, вĕсене мĕншĕн панине ыйтса пĕлтĕмĕр. Альбома шкул музейне вырнаçтартăмăр. Шкулта вĕренекен кашни ача ăна уçса пăхса вăрçă ветеранĕсемпе паллашма, вĕсем çинчен пĕлме пултарать. Пĕлччĕр пирĕн вĕренекенсем вăрçăн паттăр ывăлĕсемпе хĕрĕсене. Вĕсем пире лайăх пурнăç туса парассишĕн юн тăкнă. Вăрçă вăхăтĕнче вĕсем пирĕнтен нумай та аслă пулман, анчах та мĕнле йывăрлăхсене чăтма пултарнă. Эпĕ вĕсене çĕре çити пуç таятăп, вĕсемпе мухтанатăп.

Çавăн пекех пирĕн шкулта Аслă Отечественнăй вăрçă темипе выставка та ĕçлет. Кунта ачасен тĕрлĕ ÿкерчĕкĕсене курма пулать. Шкулта çарпа патриотизм темипе вăйăсем те иртеççĕ, спорт ăмăртăвĕсем те пулаççĕ. Ачасем спортпа туслашмаллине кăтартаççĕ, аманнă çынсене пĕрремĕш пулăшу пама вĕренеççĕ т. ыт. те.

Февраль уйăхĕнче афганецсемпе тĕл пулни те асрах. Вĕсем хăйсем тăшмансемпе епле çапăçнине, мĕнле терт-асап тÿснине каласа пачĕç. Куçран хамăр сисмесĕрех куççуль те тухрĕ. Афганецсем пирĕн нумай ыйтусем çине хуравларĕç, татах килме пулчĕç.

Çакăн пек тĕлпулусем, мероприятисем, ман шутпа, питĕ кирлĕ. Вĕсем ачасене историе лайăхрах пĕлме, паттăрсемпе паллашма май параççĕ.

60 çул кĕске вăхăт мар. Манăçни те пулать пуль. Анчах та пирĕн, паянхи çамрăксен, вăрçă паттăрĕсене манмалла мар. Малашнехи ăрусем те вăрçă паттăрĕсене, Тăван çĕршыв историне лайăх пĕлсе тăччăр. Астăвăм пулмаллах. Пирĕн ачасем те «Бухенвальд», «Хатынь», «Освенцим» мĕн пулнине пĕлччĕр, Тăван çĕршыва кирек хăçан та хÿтĕлема хатĕр пулччăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 мая 2005
00:00
Поделиться