Кĕнекесем парнеленĕ
Пирĕн районта паллă çынсем чылайăн çуралса ÿснĕ. Вĕсенчен пĕри филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Л.П. Сергеев профессор. Вăл - ача садĕнче усă курмалли, учительсем валли нумай кĕнекепе учебник авторĕ. Леонид Павлович тăван районти шкулсене учебниксемпе кĕнекесемпе те пулăшать. Çак кунсенче вăл Муркаш шкулне вырăс словарĕсене, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн методпÿлĕмне вырăс чĕлхипе çыхăннă литература парнелерĕ. Районти ытти шкулсем те паллă ентешĕмĕрĕн парнисемсĕр юлмарĕç. Тăван Çурлатри шкулне ача-пăча кĕнекисене 100 ытла пачĕ. Тойкилтĕ шкулĕ те çак кунсенче 8 пин тенкĕлĕх кĕнекепе пуянланчĕ: шăпах çак суммăлăх парнелерĕ те вĕсене Леонид Павлович чăваш классикĕсен кĕнекисене.
Çакна палăртма та кăмăллă. Нумаях пулмасть пирĕн ентешĕн тепĕр кĕнеки кун çути курчĕ. «Çурлатăри» ятлă вăл. Унта автор тăван ял историйĕпе пурнăçĕн тĕрленчĕкĕсене кĕртнĕ. Тăван ен историне тĕпчессинче ку кĕнекен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк*