Моргаушский муниципальный округ

Диета апачĕ – сывлăх çул-йĕрĕ

 

Çĕршыври социаллă улшăнусем сывлăх çине те ытларах пăхма хистеççĕ. Çирĕп сывлăх кăна экономикăна çирĕп аталантарса малашлăха шанчăклă утăм тума май парать. Çавна май манăн паян сыватакан диета апачĕ çинче чарăнса тăрас килет.

Сыватакан диета апачĕ – сыватма е профилактика тĕлĕшпе хатĕрленĕ ятарлă апат-çимĕç рационĕ тата вăхăта апатланни.

Çакăн пек диета терапийĕ нумай чир-чĕртен сывалма пулăшать. Калăпăр, гастрит, камет, язва, ÿпке-пĕвер чирĕсемпе чирленĕ чухне, сыватакан диета апачĕ тĕп вырăнта шутланать.

Сыватакан диета апачĕпе мĕн авалтанах усă курнă. Анчах та çакна наука енчен 19-мĕш ĕмĕрĕн çурринче кăна ăнлантарса пама пултарнă. Çак ĕçсенче уйрăмах вырăс ученăй-физиологĕсем И.П. Павловпа И.М. Сеченов палăрнă.

Сыватакан диета апачĕн тĕп принципĕсем: кашни çыннăн чирне кура хатĕрленĕ апат-çимĕç, апат-çимĕçе хатĕрленĕ чухне технологи режимне тытса пыни, организма кирлĕ витаминсене, минераллă япаласене упрама тăрăшни* белок, çу, углевод пайĕсене кирлĕ шайра тытса пырасси, вăхăтпа апат çиесси.

Тĕрĕс апатланни организма чир-чĕрпе кĕрешме питĕ лайăх пулăшать.

Сыватакан диета апачĕ валли ятарласа  диета сĕтелĕсем хатĕрлеççĕ. Ытларах тĕл пулаканнисене аса илер-ха:

1-мĕш диета сĕтелĕ – гастрит, язва чирĕсем чухне*

4-мĕш – пыршă (колит)*

5-мĕш – пĕвер (печень)*

7-мĕш – пÿре (почки)*

8-мĕш – ожирени*

9-мĕш – сахăр диабечĕ*

10-мĕш – чĕрепе юн тымарĕ,гипертони*

11-мĕш – туберкулез, шала кайнă ÿпке чирĕсем чухне*

15-мĕш – пур сывалакан çынсем валли те.

Сыватакан диета апачĕ шутнех  «разгрузочный»  текен кунсем те  кĕреççĕ. Çак кунсенче пĕр йышши  апат кăна çимелле (сăмахран: панулми, тăпăрчă е сĕт). Атеросклероз, чĕре, гипертони, ожирени чирĕсем чухне вара тăварлă çиессипе шыв ĕçессине сахаллатмалла.

Хамăрăн çак кĕске тĕл пулăва вĕçленĕ май çакна каласа хăварас килет: сыватакан диета  апатне тухтăрпа канашласа пăхăнмалла, хăвăр тĕллĕн сывални сиен кăна кÿлме пултарать.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 мая 2005
00:00
Поделиться