Моргаушский муниципальный округ

Бокс.

 

Нумаях пулмасть Старо-Аскол хулинче студентсем хушшинче  боксла кĕрешсе Раççейре мала тухассишĕн ăмăрту пулса иртрĕ. Чăваш Республикинчен унта олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре вĕренекен А. Тимофеев хутшăнчĕ. Хутшăнчĕ çеç мар, пĕр иккĕленÿсĕр çĕнтерчĕ. 4 тытăçура та ăна çÿнекенни пулмарĕ. Çак çĕнтерÿпе пирĕн боксер Европа ăмăртăвне хутшăнма путевка çĕнсе илчĕ: вăл Хусанта çак уйăхра иртмелле.

Хăвăрт утса. Апрелĕн 30-мĕшĕнче Красноармейски районĕнче шкул ачисем хушшинче  тĕнче класлă спорт мастерĕн А.Н. Григорьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн, республикăра мала тухассишĕн ăмăрту пулса иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине  тата Красноармейски районĕ  йĕркеленнĕренпе 70 çул çитнине те халалларĕç.

Муркаш районĕн чысна асăннă ăмăртура 15 спортсмен (В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ И.В. Воробьев хатĕрленĕ) хÿтĕлерĕç, япăх мар кăтартусем турĕç. Акă, 1 километра чи малтан М. Порфирьева (Оринин шкулĕ) утса тухрĕ, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Çак дистанцирех çав шкулти Н. Белкова  3 вырăн йышăнчĕ. И. Карасева вара (вăл та Оринин шкулĕнчен) 2 километра япăх мар утса тухрĕ: 3 вырăн йышăнчĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 мая 2005
00:00
Поделиться