Моргаушский муниципальный округ

Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнă май

 

Пĕр хутчен пулăшу параççĕ

Раççей Пенси фончĕ Чăваш Республикине валли Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине халалланă мероприяисене ирттерме 11 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Çав укçан тĕп пайĕ (10 миллион тенкĕне яхăн) тылра ĕçленисене пĕр хутчен пулăшу  пама каять. 1995 çулхи январĕн  12-мĕшĕнчи 5 ФЗ № «Ветерансем çинчен» Федераллă саккунăн 2 статйин 1 пункчĕн 4 подпункчĕпе килĕшÿллĕн, çак пулăшăва 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕччен тылра 6 уйăхран кая мар ĕçленĕ (СССР территорийĕсене вăхăтлăх оккупациленĕ тапхăрсене шутламасăр)* Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче  хастар ĕçленĕшĕн СССР орденĕсемпе медалĕсене тивĕçнисене параççĕ.

Анчах та çак пĕр хутчен паракан пулăшăва РФ Президенчĕн кăçалхи мартăн 3-мĕшĕнчи 363 № Указĕн  1 пукчĕпе килĕшÿллĕн уйăхсерен хушма укçа илсе тăракан пенсионерсем тивĕçмеççĕ.

Пĕр хутчен укçан пулăшу  пама районта 416,9 пин тенкĕ уйăрнă. Урăхла каласан, 2779 тылра ĕçленĕ ветерана 150-шер тенкĕ параççĕ. Ăна пенси панă чухнехи  мелпех уйрăм ведомоçсемпе  валеçеççĕ.

Унсăр пуçне, РФ Пенси фончĕн бюджетĕнчен районта Çĕнтерÿ юбилейĕн мероприятийĕсене  ирттерме 34 пин тенкĕ уйăрнă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 мая 2005
00:00
Поделиться
;