Моргаушский муниципальный округ

Уява хатĕрленсе ирттерес ыйтусемпе

 

Апрелĕн 28-мĕшĕнче старейшинăсен тата ветерансен канашĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Пурнăçра, тĕрлĕрен ĕçсенче вăй хурса хисеплĕ ватăсем пуян опыт пухнă. Çавăнпа та вĕсемпе канашласа тĕрлĕ ыйтусене пĕрле татса пани те питĕ вырăнлă. Умра – пысăк пĕлтерĕшлĕ уявсем, çурхи хĕрÿ ĕçсем.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов уçрĕ. Вăл малтанах иртнĕ çулхи ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ, кăçалхи пĕрремĕш кварталта район экономикипе социаллă пурнăçĕ кашни отрасльте епле аталанса пынине тишкерчĕ. Ял хуçалăх производствине аталантарас тесен çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелле. Юрий Александрович пурнăçламалли строительство ĕçĕсем çинчен те каларĕ, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илес тĕлĕшпе районта туса ирттерекен ĕçсем çинче чарăнчĕ. Хальхи вăхăтра пур çĕрте те вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăксене юсаса çĕнетес ĕç пырать. Районти историпе краеведени музейĕнче те пурнăçламалли ĕçсем чылай. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ юбилейне анлăн ирттерме палăртнă. Çавăнпа та ку енĕпе те ĕçпе вăрçă ветеранĕсен усăллă сĕнĕвĕсем ытлашши пулмĕç.

Ларура РФ Пенси фончĕн Муркашри управленийĕн ертÿçи Е.М. Александрова вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене мĕнле пулăшу пани çинче чарăнчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, социаллă хÿтлĕх управленийĕн ертÿçи Н.П. Петрова районта Аслă Çĕнтерÿ уявне ирттернĕ чухне мĕнле савăнăçлă мероприятисем пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Çак кун вăрçă участникĕсене ЧР Президенчĕн парни кĕтет, укçан та парне пулĕ. Унччен вара уява йĕркелеме хатĕрленсе кĕтсе илме мĕн пур ĕçсене вĕçлемелле, уяв сценарине те культура ĕçченĕсемпе пĕрле тĕплĕн шутласа хатĕрлемелле. Уяв кун митинг кăна мар, спорт, культура мероприятийĕсем те пулмалла. Тухса çÿрейменнисем патне те çав кунах çитсе саламлама манмалла мар.

Вăрçă участникĕсемпе ĕç ветеранĕсем ларура хăйсен шухăшĕсене, хальхи саманари пăтăрмахсене уççăн пĕлтерĕç. Вĕсене уйрăмах ял хуçалăх предприятийĕсен малашнехи шăпи пăшăрхантарать.

Хальхи вăхăтра районта вăрçă ветеранĕсем 243 çын, салтак арăмĕсем – 68, тылра ĕçленисем 3183 çын пурăнаççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн вĕсем пурте тивĕçлĕ çăмăллăхсемпе усă кураççĕ.

Вăрçă ветеранĕсем те, тылра та çынсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсене шеллемесĕр çапăçнă, ырми-канми ĕçленĕ. Çавăнпа та уяв йĕркеллĕ ирттĕр тесен пирĕн пурин те май килнĕ таран тăрăшмалла, ватăсен кăмăлĕсене уçмалла.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 апреля 2005
00:00
Поделиться