Моргаушский муниципальный округ

Тавар туянакансем яланах кăмăллă

 

Тамар Семенова Уйкас Апаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкултан вĕренсе тухсан Ильич яч. хис. хуçалăхри 1-мĕш уй-хир бригадинче весовщик пулса ĕçлет, çак тивĕçре хăйне икĕ çул тĕрĕслет. Анчах та ăна сутуçă пулас ĕмĕт канăç паман. Ĕмĕте пурнăçлас тĕллевпе вăл сутуçăсем хатĕрлекен техникума вĕренме кĕрсе ăна лайăх паллăсемпе пĕтерет.

Пултаруллă хĕре Муркаш райповĕн правленийĕ Ваçкассинчи магазинта ĕçлеме сĕнет. Тавар туянакансемпе сăпайлă та ăшă кăмăллă пулнăшăн, куллен кирлĕ таварсене сĕнме пĕлнĕшĕн ял çыннисем ăна малтанхи кунсенчех хисеплеме пуçлаççĕ. 30 çул хушши магазин заведующийĕнче  вăй хуракан Тамара Семенова куллен кирлĕ таварсем сутнипе кăна çырлахмасть, ял çыннисем хуçалăхра кирлĕ таварсем тĕлĕшпе панă заявкăсене те (хĕçтимĕр, шифер т. ыт. те) яланах тивĕçтерет.

Магазин коллективĕнче пурĕ тăватă çын. Нина Порфирьева, Галина Павлова çак ĕçре вуншар çул вăй хураççĕ. А. Александрова çамрăк сутуçăн та опыт пĕчĕк мар. Сăмах май, вăл – Т. семенован хĕрĕ, çемьери тепĕр ачи  (ывăлĕ) Ильич яч. хис. хуçалăхра водитель пулса вăй хурать.

Магазин ирхи 7 сехетре ĕçлеме пуçлать те тавар туянакансен ыйтăвĕсене каçхи 10 сехетченех тивĕçтерет. Коллектива ĕçре малашне те ăнăçусем кăна сунар.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 апреля 2005
00:00
Поделиться