Моргаушский муниципальный округ

Шурă халатлă Шура

 

Хăш чухне иккĕмĕш хутри  хваттер чÿречинчен пăхатăп та палланă хĕрарăм майĕпен асăрханса лавккана утнине куратăп. Ку вăл – Александра Степановна Степанова, пĕр çуртра пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ. нумай çулсем хушши Муркашри аптекăра ĕçленĕ фармацевт.

Шутлатăп: Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарчĕ, тăватă çул вăрçă çулĕпе утнă. Унччен Шарпаш ялĕнче 7 класс, кайран Шупашкарти фармаци шкулне пĕтерет (1939 çулта). Вăл утса тухнă çулсене шутлатăн та, 80ран иртет.

Чăн та, вăл 1922 çулта Шарпаш ялĕнче çуралнă, вĕренсе ăс пухнă. Салтак шинелĕ уртса яриччен 2 çул хушши фармацевт пулса ĕçлет, çав ĕçпех А. Степанова вăрçă вучĕ витĕр тухать. Паянхи кун ăçтан пулăн-ха пăрчăкан пек пăравур та чĕр кĕмĕл пек чĕрĕ. Шел пулин те пичĕ çинче тертсем тĕрленĕ йĕрсем. Уншăн çунма та, тарăхма та кирлĕ мар пек: вăл йĕрсем курса-чăтса ирттернĕ пурнăçран пухăннă. Эх, ылханлă вăрçă, пÿтсĕр вăрçă пек куçри хĕлхемсене пĕр юлмиччен пĕрчĕн-пĕрчĕн пĕтерекен хаяр асап!

1941 çулта Шура Степанова комсомол путевкипе Лăпкă океан хĕрринчи Çур çĕр Гавань хулине 21-мĕш Тинĕс çар флотне лекет. Хăйĕн тĕп ĕçне туса пынă вăхăтрах çине тăрсах çарти медицина ĕçне пурнăçлама вĕренет. Ун чухне ăна ăмсанса пăхакансем:

- Шур акăш пекех шап-шурă-çке пирĕн Шура шурă халат тăхăнсан. Илĕртеççĕ уттисем, куçĕсем хĕрÿ кăвар евĕр ялкăшса тăраççĕ, сăнĕ асра юлмалăх хитре те илĕртÿллĕ, - çапла хакланă юлташĕсем.

1943 çулта ăна Мускаври Тĕп санатори резерв батальонне, кайран Карели фрончĕн 100-мĕш гварди стрелковăй дивизийĕн шутне кĕрекен 301-мĕш стрелковăй полка куçараççĕ. Кунта вăл – аптека начальникĕ. Свирь шывĕ хĕрринчи Лодейное Поле ятлă пĕчĕк хула çумĕнче вăрман хÿтлĕхĕнче вырнаçать вăл полк.

Вăрман «хÿтлĕхĕ» тамăк хуранĕ пулса тăрать: кунта хаяр çапăçусем иртеççĕ, вăхăт-вăхăт çĕрпе пĕлĕт уйрăлми пулса тăраççĕ. Свирь шывĕ урлă каçса финсен çарне аркатмалла пулнă. Пирĕн фронт аркансан финсем Ленинград çывăхĕнче Гитлер эшкерĕсемпе  тĕл пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах Карели фрончĕ наступлени пуçлать те кĕске вăхăтрах тăшмана аркатса тăкать. Хаяр çапăçура – вăрман, чăтлăх, çăтакан шурлăх хушшинче аманнă салтаксене çăлма Шура Степанова хастар хутшăнать. Унăн хĕç-пăшалĕ бинтпа эмелсем, шанăç паракан çепĕç чĕлхи пулнă. Çапăçăвăн малти ретĕнчи салтаксемшĕн Шурăн пулăшăвĕ снарядсемпе патронсенчен йÿнĕрех пулман. Санитарсен йывăр ĕçсене те сахал мар тума тивет, фельдшер е врач ĕçне те тăвать вăл. Кашни утăмра пысăк тÿсĕм кирлĕ пулнă. Чăваш хĕрĕн çав пахалăхсем пайтах пулнă. Пурпĕрех вăхăт-вăхăт тĕшĕрĕлсе анассăн туйăннă. Вăй пĕтсе çитнĕ вăхăтра куçсем хуралса килнĕ. Çирĕп кăмăллă Шура чăтнă, вăй-халне шеллемен.

Карели фрончĕ Умне лартнă тĕллев пурнăçланнă хыççăн кунти çар çыннисем урăх вырăна куçаççĕ. Шура Степанова 1944 çулхи раштавра 2-мĕш Украина фронтне лекет. Карели фронтĕнче тивĕçлипех вăй хунăшăн ăна орденсемпе медальсем парса чыслаççĕ.

Александра Степановна вăрçа 1945 çулхи май уйăхĕнче вĕçлет. Унччен Вена хулин урамĕсенче иртнĕ хаяр çапăçусенче пулать.

Вăрçă хыççăн Александра Степановна Мускаври медицина институчĕн фармакологи факультетне пĕтерет. Чылай вăхăт хушши Муркашри аптекăра химик-аналитикăн кăткăс та яваплă ĕçне пурнăçлать. Паян кунчченех вăл обществăлла ĕçе хастар хутшăнать.

Хамăн сăмаха Георгий Орловăн пĕр сăввинчи йĕркесемпе вĕçлес килет:

Пăшал мар, мăлатук çын тытнăшăн,

Уй-хирте трактор çеç кĕрленишĕн,

Çурта пек чăрăшсем те яштак хурăнсем

Пульăпа ванманнишĕн,

Тав сана, Çĕнтерÿçĕ Салтак!

Сире те пысăк тав, чăннипех мухтава тивĕçнĕ шурă халатлă Шура!



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 апреля 2005
00:00
Поделиться